Комсомол организацине Владимир Ильич Ленин сĕннипе 1918 çулхи октябрь уйăхĕн 29-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри çамрăк рабочисемпе хреченсен пĕрремĕш съездĕнче йышăннă. Комсомол организацийĕн ретĕнче çĕршыв пурнăçне хастар хутшăнакан пултаруллă çамрăксем тăнă.
«Урал сасси» хаçата вулакансен шутĕнче те комсомол ретĕнче тăнисем сахал мар. Вĕсенчен пĕри – Пишпÿлек ялĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ Михаил Федотов.
Михаил Самуилович 1957 çулхи ноябрь уйăхĕн 4-мĕшĕнче Пишпÿлек районне кĕрекен Кистенлĕ ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Федотовсен çемйинче 9 ача пулнă. Михаил - çиччĕмĕш. Ултă çулта чухнех арçын ачана колхозри кăшман анисене çумлама илсе кайнă. Мĕн пĕчĕкренех ĕçлесе ÿснĕ. 1965 çулта вырăнти шкула пĕрремĕш класа кайнă. Сакăр класс хыççăн Пишпÿлекри вăтам шкулта вĕренсе 9-10 класс пĕтернĕ. Алла аттестат илнĕ хыççăн ялти строительсен бригадине ĕçлеме вырнаçнă.
- Манăн çамрăклăх иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80 çулĕсемпе тÿр килет. Хам пурнăçри чи паллă пулăмсенчен пĕри вăл – комсомол ретне тăни. Çав самант пĕр вăхăтрах савăннипе те, пăлханнипе асра юлнă. Комсомола илни пирĕншĕн питĕ пысăк чысчĕ. Халĕ те асрах-ха райком секретарĕ комсомол билетне алăран тыттарни. Çак туйăма Герой ятне панипе-ши, е космосран вĕçсе таврăннипе танлаштармалла-ши?
ВЛКСМ ретне тăнă хыççăн комсомол пурнăçне пуçĕпех кĕрсе ÿкрĕм. 1976 çулта мана ялти комсомол организацийĕн секретарьне суйларĕç. Икĕ çул ĕçлерĕм секретарьте. Çак вăхăт хушшинче çамрăксемпе ăçта кăна çитмен-ши, мĕнле кăна ĕç туман-ши? Субботниксем ирттернĕ. Тĕрлĕ конкурссемпе смотрсене хутшăннă. Паллă çынсемпе тĕлпулусем йĕркеленĕ. Çак тивĕçрен 1979 çулта Анат Чаллă хулине вĕренме кайнипе хăтарчĕç.
Кăнтăрла ĕçлеттĕм, ĕç хыççăн каçхи шкулта стропальщика, каменщик-монтажника вĕренеттĕм. Опыт пур тесе кунта та комсомол организацин секретарьне суйларĕç. 1980 çулта Пишпÿлеке таврăнса ПМКара каменщикре ĕçлеме тытăнтăм. Кунта çĕнĕрен комсомол организацин секретарĕн тивĕçĕсене пурнăçламалла пулса тухрĕ. Икĕ çултан мана салтак аттине тăхăнма вăхăт çитрĕ. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе Казахстан Республикинчи Экибастуз хулинче пурнăçларăм. Мĕн тетĕр? Кунта та икĕ çул хушши комсорг пулма тÿр килчĕ. Демобилизаци хыççăн салтака кайичен ĕçленĕ организацине таврăнтăм. Мана тепĕр хут секретаре суйларĕç. Çапла нумай çул хушши, комсомол пĕрлĕхĕ саланса кайичченех, секретарь пултăм. Тĕрĕссипе, вĕсем ман пурнăçри чи лайăх та асра юлнă вăхăтсем.
Тивĕçлĕ канăва Пишпÿлекри райпоран кайрăм. Кирек ăçта ĕçлесен те комсомол вĕрентнĕ пек тăрăшса ĕçленĕ, сахал мар Хисеп хучĕпе Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ. 2014 çулта тивĕçлĕ канăва тухрăм, - аса илет ĕнерхи комсомолец. – Çулсем хутшăнса пыраççĕ пулсан та чунпа ватăлмастпăр. Комсомол тесен манăн чун-чĕрем халĕ те мăнаçланать, çунатланать, мĕншĕн тесен вăл пире пур çĕрте те яланах малти ретре пулма чĕннĕ, хистенĕ, хавхалантарнă, пархатарлă ĕçре, пурнăçра кĕçĕннисемшĕн ырă тĕслĕх пулма, ватă çынсене хисеплеме, пулăшма, таса чунлă, сăпайлă, тăрăшуллă пулма, туслăха хаклама, Тăван çĕршыва юратма, уншăн тăрăшса вăй хума вĕрентнĕ.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.
Пишпÿлек ялĕ.