Дронсен тапăнăвĕсем тата интернета чарни
Эпир террористсемшĕн тапăнмалли объект шутланатпăр, вĕсем час-часах пулса иртеççĕ. Çакă хăçан чарăнасси пирки никам та калама пултараймасть. Эпир вĕсене хирĕç тăма пултаратпăр. Тапăнусем пулсан та пур заводсем те малалла ĕçлеççĕ. Предприятисене дронсене чармалли тимĕр сеткăсемпе хÿтĕленĕ. Оборона министерстви тăрăшнипе пирĕн радиолокаци сăнавĕн системи, пилотсăр вĕçев аппарачĕсене тĕп тăвакан «Панцирсем», зенит тупписем, автоматла хĕç-пăшалсем, пулеметсем, автоматсем тата яка кĕпçеллĕ хĕç-пăшал пур.
Пилотсăр хăрушлăх çинчен пĕлтернĕ чух, эпир пурте интернетсăр, карас çыхăнăвĕсĕр тăрса юлатпăр. Çакна хăнăхмалла. Ятарлă çар операцийĕ таçта аякра, икĕ пин çухрăмра мар, кунта та пырать, хамăр та çак пулăма хутшăнакансем пулнине ăнланмалла. Çак лару-тăрура эпир никама та инкекре хăвармăпăр, хăрушă вăхăтра нихăçан та çăмăлттайла хăтланмăпăр.
СВОна хутшăннă влаçри çынсем пирки
Манăн пата, администрацие, ятарлă çар операцинче пулнă çынсем килеççĕ. Оскар Ситдиков канашçă, обществăпа политика проекчĕсемпе ĕçлекен управлени пуçлăхĕ Ильмир Аглиуллин тата икĕ çын документсем хатĕрлеççĕ. Манăн тавра çавăн пек çынсем пулĕç. Малтанхисем начар пулнă тесе калаймастăп. Конкурентлă тĕнчере çитĕнÿ тăвас тесен пурнăçа мĕн те пулин çĕннине кĕртмелле.
«Пушкăртстан паттăрĕсем» кадрсен программи – вăл пирĕн истори, ятарлă çар операцине иртнĕ, уйрăм пахалăхлă çынсене патшалăх службине явăçтарасси, мĕншĕн тесен пирĕн ĕç служба ятлă. Пире хăюллă, ăслă-тăнлă, Тăван çĕршыва юратакан принциплă çынсем кирлĕ. Вăрçă витĕр иртнĕ çынсен çак пахалăхсем пур.
Бюджет укçи пирки
Обществăра пирĕн тĕп тĕллев ятарлă çар операцине пулăшу парасси ăнлану çирĕпленнĕ. Кăçал СВОна пулăшма 26 миллиард тенкĕ уйăртăмăр, ун çумне тата 32 миллиард тенкĕ кирлĕ. 2026 çулта пирĕн майсем хĕсĕкрех пулĕç, мĕншĕн тесен эпир çĕнĕ çула бюджетри пысăк дефицитпа кĕтсе илетпĕр. Паллах, хăш-пĕр самантсене каярах хăварма тивĕ. Пытармастăп, эпир СВОран аманса тухăпăр. Анчах та Раççей кун пек çапăçусенчен пĕрре мар тухнă, суранĕсене хăвăрт тÿрлетнĕ. Тен, çакă пире Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăнхи пек, республикăри демографи лару-тăруне лайăхлатма пулăшĕ.
Пурте йĕркеллĕ пулĕ. Инкеклĕ прогнозсем тума сăлтавсене курмастпăр. Çакна психоаналитик пек çынсене лăплантарас тесе каламастăп. Эпир йăлтах конкретлă пулăмсемпе япаласем çине таянатпăр. Пирĕн республикăн пĕтĕм макроэкономика кăтартăвĕсем лайăх шайра тата кирлĕ аталанупа пыраççĕ. Çакă пире ура çинче çирĕп тăма тата социаллă парăмсене пурнăçлама май парать.
Çулсене юсасси пирки
Нормăран иртсе тиенĕ çăклă транспорт çулсене пысăк сиен кÿрет. Республикăра халĕ йĕркене пăснине палăртакан виçе тĕрĕслевĕн 11 станцийĕ ĕçлет. Штрафсем 400 пин тенкĕ таран çитеççĕ. Асăннă станцисенчен республика бюджетне миллиард тенкĕ таран пуçтаратпăр. Çак укçасем çул-йĕр фондне каяççĕ. Пире час-часах çул çинче нумай камера лартнишĕн критиклеççĕ. Эпир çак ĕçе çул çинче йĕрке пултăр тесе турăмăр. Çынсем çапăнаççĕ, сирпĕнеççĕ, вилеççĕ. Пирĕн республика çул çинче вилекенсемпе яланах хĕрлĕ зонăраччĕ. Халĕ çак лару-тăрăва хăш-пĕр таран йĕркелерĕмĕр темелле, анчах йĕркене пăсакансем чылай. Виçĕ миллиард тенке яхăн штрафсене çул-йĕр фондне яратпăр, вĕсемпе çулсене юсаççĕ. Пирĕн çынсене штрафсемпе тарăхтарас тĕллев çук. Йĕркеллĕ çÿресен штрафсем пулмĕç.
Колледжсем пирки
Колледжсене хупассинчен эпир аякра тăратпăр. Пачах урăхла, эпир вĕсене сыхласа хăварма тăрăшатпăр. Мĕншĕн тесен вĕсем промышленность тата ял хуçалăх предприятийĕсен тĕп партнерĕсем шутланаççĕ. Халĕ республикăра 92 колледж пур. Вĕсем тĕрлĕ шайра. Пĕрисем Совет Союзĕ вăхăтĕнчи шайрах тăрса юлнă, теприсем малта пыракан вăтам професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисем шутланаççĕ. Хăш-пĕр хуласенчи колледжсене пĕр пысăк вĕренÿ комплексне пĕрлештеретпĕр. Çакă рессурсене пĕр çĕре пухма, административлă тăкаксене сахаллатма май парать: пĕр директор, пĕр бухгалтери тата ыт. те.
Фейксемпе сас-хура сарни çинчен
Фейксемпе сас-хура пирĕн пурнăçăн пĕр пайĕ шутланаççĕ, çавăнпа пирĕн унпа пурăнма тивĕ. Вăл информаци вăрçин пысăк пайĕ. Çак вăрçăра лайăх кĕрешмелле. Пирĕн ăна хирĕç тăма вĕренмелле. Халĕ мускул вăрçи мар, интеллект вăрçи пырать.
Наставниксем çинчен
Манăн пурнăçра ăслă çынсем пулнă, вĕсене эпĕ итленĕ, вĕсен шухăшĕсем маншăн пĕлтерĕшлĕ пулнă. Тĕслĕхрен, Виль Мамилович Тимербулатов тухтăр, Михаил Андреевич Чванов çыравçă, Мустай Карим çыравçăпа та ăшă çыхăнусем пурччĕ. Ун чух хăв ĕçлекен сферăна кура пăхатăн. Мана Сергей Семенович Собянин мĕнле ĕçлени кăсăклантарать.
Пуçлăх тата мĕн çинчен каланă:
– Эпĕ ятарлă çар операцине хушăннă Азамат Муллашева Раççей Паттăрĕ ятпа чыслама ходотайство патăм. Вăл паттăр ĕçсем тунă, вăрçă хирĕнчен аманнисене сĕтĕрсе тухнă. Шел пулин те, вăл пĕр урине çухатнă, халĕ килĕнче сипленет. Пысăк ята илме чăннипе те тивĕç, эпир çакăншăн тăрăшăпăр.
– Çул çÿревсем ман шутпа – çемьене çирĕплетмелли ункайлă мел. Машинăпа пынă чух ачасем калаçаççĕ, ху мăшăрупа калаçатăн, хăш-пĕр ыйтусене сÿтсе яватăн, çемьере хутшăну йĕркеленет.
– Çын мĕн-тĕр лайăх енне улшăннине курсан, хула картишĕсенче тирпей-илем кĕртеççĕ, путăк-шăтăксене хуплаççĕ, парксем тăваççĕ пулсан этемĕн вандализмран иммунитет вăйлăланать. Общество айккинче тăрса юлмасть, çакна хирĕç тăма пуçлать.
Инга АЛЕКСЕЕВА хатĕрленĕ.