Урал сасси
+18 °С
Облачно

Наставник – ачасен чунри суранĕсене сиплеме пулăшакан çын

Ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене пурнăçра çăмăл мар. Ума тухса тăракан йывăрлăхсене çĕнтерме вĕсене пулăшу тата хавхалану кирлĕ. Çак ĕçре наставниксем пулăшма пултараççĕ: вăрах вăхăт тĕл пулса уйрăм калаçу урлă çамрăксен пурнăç пахалăхне лайăхлатма майсем тупаççĕ. «Наставничество» проекта «Солнечный Город» фонд 2014 çултанпа пурнăçа кĕртет. Асăннă пулăшу мĕнле майпа ĕçлет? Камсем проекта хутшăнма пултараççĕ? Шăпах çак ыйтусене Пелепейри «Çемье» районсем хушшинчи центрта сÿтсе яврĕç.

Наставник – ачасен чунри суранĕсене сиплеме пулăшакан çынНаставник – ачасен чунри суранĕсене сиплеме пулăшакан çын
Наставник – ачасен чунри суранĕсене сиплеме пулăшакан çын

Май уйăхĕн 15-мĕшĕнче «Манăн наставник» методика лапамĕ çинче йĕркеленĕ семинар-канашлăва центр директорĕ Наталья Лаврова ертсе пычĕ. Семинар ĕçне Пелепей районĕнчи попечительсен Канашĕн пайташĕ Александр Буйлов, районти депутатсен Канашĕн председателĕ Сергей Лушиц, район администрацийĕн опекăпа попечительство уйрăмĕн ертÿçи Евгения Павлова, Пелепейри педагогика колледжĕн педагогика уйрăмĕн ертÿçи Алевтина Шаяхметова, «Çемье» центрĕн психологĕ Ирина Абдулвалиева, «Усрав ачашăн аттепе анне хатĕрлекен шкулăн» психологĕсем Надежда Сидоровапа Марина Коробейникова хутшăнчĕç. Унсăр пуçне сумлă хăнасен шутĕнче «Боевое братство» Пĕтĕм Раççейри организацин Пелепей районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Рим Багманов, Пелепейри информаци центрĕн директорĕн çумĕ Ирина Пилипенко, «Белебеевские известия» район хаçачĕн тĕп редакторĕ Светлана Шириня тата паянхи кун наставник ĕçне илсе пыракансем пурччĕ.    

Сăмах тухса калакансем проектпа паллаштарчĕç, наставник кам пулнине тата кам пулма пултарнине ăнлантарса пачĕç. Паллах, вĕсемшĕн уйрăм требованисем пур. Кăмăл пуррисен «Наставничество» тата «Психология сиротства» тренингсем иртмелле, психолог тĕрĕслевĕ витĕр те тухмалла. Унсăр пуçне ачасемпе ĕçлеме чăрмантаракан чир-чĕр е сăлтав çуккине те справкăсемпе çирĕплетмелле тата ытти те. Çакна шута илсен наставник волонтер кĕнекине алла илнĕ тесе çирĕплетсе калама пулать.

Канашлу вăхăтĕнче мĕншĕн ача çуртĕнче уйрăмах наставник кирлине те палăртса хăварчĕç. Кун пек ачасене çынсемпе хутшăнусем йĕркелеме те йывăр. Мĕншĕн тесен ăнăçсăр çемьере ÿсни, учрежденире хупă коллективра çитĕнни витĕм кÿрет. Наставник вара ача çурчĕн воспитанникĕн пурнăçне тĕпрен улăштараймасан та унăн пурнăçне лайăх витĕм кÿме пултарать. Хăйне шанассине, хак парассине ÿстерет, чунри туйăмĕсемпе пăшăрханăвĕсене, ытти çынсене ăнланма вĕрентет. Яланах юнашар, ун пурнăçĕпе интересленекен çывăх çын пулса тăрать.

Психологсем ачасен чунри «суранĕсене» сиплемелли, воспитанниксемпе пĕр чĕлхе тупмалли, «наставник - ача» çирĕп мăшăр йĕркелемелли мелсене уçса пачĕç. Пелепейри медицина колледжĕн студент-волонтерĕсем (ертÿçи – Лилия Садовникова) пĕрремĕш пулăшу памалли правилăсене аса илтерчĕç, хăйсем каланине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç.

Семинар-канашлу çакăн пек пĕтĕмлетÿ тунипе вĕçленчĕ: ĕçе çĕнĕ специалистсемпе волонтерсене явăçтарса наставниксен йышне ÿстермелле.  

Пелепей хули.

Наставник – ачасен чунри суранĕсене сиплеме пулăшакан çын
Наставник – ачасен чунри суранĕсене сиплеме пулăшакан çын
Наставник – ачасен чунри суранĕсене сиплеме пулăшакан çын
Наставник – ачасен чунри суранĕсене сиплеме пулăшакан çын
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас