Пур хыпар та

Ăслă ула курак

Хĕллехи кун каç еннелле сулăнать. Хĕвел те «ик хăлхине тăратса”, инçетри ту хыçне анса пытанчĕ. Çакăн пек чухне, халăхра «ыран çанталăк пăсăлать” тесе калаççĕ.

Эпĕ ăшă хваттерте пиллĕкмĕш хутри чÿречерен çут çанталăк илемĕпе киленсе урамалла тинкеретĕп. Чи малтан урамра тап-тасаччĕ, нимĕнле кайăк-кĕшĕк те курăнмарĕ. Кăшт вăхăт иртсен, çул леш енче ларакан туратланса ÿснĕ, лапсăркка, тирек йывăççи умĕнче пĕр кайăк мĕлкине асăрхарăм. Вăл вĕçсе килчĕ те икĕ-виçĕ çаврăм туса, лăпкăн кăна шурă юр çине анса ларчĕ. Ларсан-ларсан пĕр хушă пуçне пăркаласа унталла-кунталла пăхкаласа илчĕ. Çывăхра урăх кайăк çук-ши терĕ пулмалла? Унтан вăл пур кевтине вăйлăн кисренсе йывăç умĕнчи шурă юра икĕ урипе чавма пуçларĕ. Хăйĕн ĕçне тунă май вăл, каллех, çумра ытти кайăк çук-ши тесе хĕрринелле тинкерсе пăхрĕ. Кăшт ларса каннă хыççăн кайăк ик çунаттине çĕклесе аякалла вĕçсе кайрĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ вăл каялла çак вырăнах вĕçсе килчĕ. Ку хутĕнче ун çăварĕнче темле хура япала курăнчĕ. Вăл килсе ларчĕ те çăварĕнчи (çимелли пулас) татăка малтан чавнă çĕре хурса, ик урипе юрпа витрĕ. Çак вăхăтра çанталăк та улшăнса, сивĕ çил вĕрсе çăмăл юра унталла-кунталла вĕçтерме пуçларĕ.
Ула курак вĕçсе каять те, кăшт вăхăт иртсен каллех хăй вырăнне çаврăнса килет. Ахăртнех, вăл хурса хăварнă апатне вăрăсенчен сыхлать пулмалла. Унăн ыран та пурăнмалла-çке, сивĕ хĕл кунĕнче вара выçă хырăм апат ыйтать-çке. Апла пулсан, паян ыранхи куншăн тăрăшма тивет. Çакна ăслă курак питĕ лайăх ăнланать пулмалла.
Георгий ТИХОНОВ. Салават хули.
Читайте нас: