Шăпах хěлěн пěрремěш кунĕнче атте пире вăрмана чăрăш туратти татма илсе кайрě. Çăмăл машина хыçне прицеп çаклатрě те: «Çул пěтиччен вăрмана кайса килер-ха», - терě. Кроликсем валли эпир кашни çулах çапла хатěрлесе хăваратпăр.
Вăрмана пырса чарăнсан темле юмах тěнчине çитнĕ пекех туйăнчě. Пěр сас-чӳ те илтěнмест.Чăрăшсем шап-шурă юрпа витěннě, унăн йывăрлăхěпе тураттисем çěрелле усăннă. Шăплăха татса икě ула курак карклатса вěçсе иртрěç. Хěл каçма юлнăскерсем çимелли шыраççě-тěр ěнтě. Тилě те, чеескер, чăрăш айěнче тем йěрлесе çӳренě. Тӳп-тӳрě пусса утнă йěр тем чухлех.
Чăрăшăн чи аялти тураттисене атте пăчăкăпа касать, эпир шăллăмпа иккěн вĕсене прицеп çине кайса хуратпăр. Унччен те пулмарě пиртен аякра та мар икě хутчен «кěрěс!» турě. Пăшал сасси пулчě ку. «Çак сунарçăсене мěн çитмест-ши? Пур-çук хир чěр чунěсене персе пěтереççě», - пурте вěсене вăрçса илтěмěр. Сунар йытти хыттăн вěрни те илтěнсе кайрě. Мěскěн енлěке те тытрěç, те çук, ăна курмарăмăр. Прицепа тултарса пěтерсен киле кайнă чух юр тата та хытăрах çума тытăнчě.