Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Эпир тата çут çанталăк
16 Августӑн 2022, 17:20

Силпи юхан шывĕ хăрушлăха лекнĕ

Çак кунсенче Пелепей районĕнчи Кранояр ялĕнче пурăнакансем хăйсене канăç паман ыйтупа тĕрлĕ пичет тата интернет кăларăмĕсене çырусем çырма, редакцисене шăнкаравлама пуçланă. Вĕсене Силпи юхан шывĕн шăпи канăç паман. Вырăнти çынсем шывлă вырăнсенче пулăсем вилни çинчен каласа панă. Красноярсем çак хăрушă пулăм çывăхри сысна ĕрчетекен комплекса пула пулса иртме пултарнă тесе шутлаççĕ. Вăл шăпах  юхан шывăн çÿлти пайĕнче вырнаçнă. Нумаях пулмасть çынсем шывра темле каяшсем ишсе çÿренине  асăрханă имĕш.

Силпи юхан шывĕ хăрушлăха лекнĕ
Силпи юхан шывĕ хăрушлăха лекнĕ

- Икĕ-виçĕ кун каялла юхан шыв кăпăкланнине куртăмăр, анчах та эпир ун çине пысăк тимлĕх уйăрман. Виçĕмкун ял çыннисем пăрăхран хăй тĕллĕн хире темле шĕвек юхса тухнине асăрханă. Эпир çав вырăна çитрĕмĕр, ун чухне нимĕн те юхмастчĕ, çапах та çăра шĕвек типсе çитменччĕ,- каласа парать пулса иртнине курнă çын.

Çавăн пекех çак вырăнта пурăнакансем юхан шывра пулăсем вилнисĕр пуçне çырмаран кăмăллă мар шăршă кĕнине палăртаççĕ. Çакăн пек пулăмпа  красноярсем пĕрремĕш кун çеç тĕл пулмаççĕ. Пирĕнпе калаçакан çын пĕлтернĕ тăрăх, сысна ферми çывăхра вырнаçнине пула ялти пÿртсенче сывлăша уçăлтарма чÿречесене уçма май çук.

- Киревсĕр шăрш пирки калама та кирлĕ мар. Çывăхри ялсенче сывлама йывăр. Çĕрле чÿречесене уçса хураймастăн, усал шăршă кĕрет. Шел пулин те пăсланнă нÿр сывлăмпа хирсенчи тыр-пул çине ÿкет. Эпир шыв тата сывлăш тĕрĕслевĕ ирттерме ыйтса çыртăмăр, анчах та пирĕн пата çитиччен лару-тăру улшăнма та пултарать, - пĕтĕмлетрĕ хайĕн калаçăвне Краснояр çынни.

Хальхи вăхăтра Силпи тăрăхĕнчи лару-тарăва тĕпчесе уçăмлатас ыйтупа  Пушкăртстанри Экологи министерствине тухнă. Ведомство специалисчĕсем вырăнта ĕçлеççĕ. Унта мĕн пулса иртнине каярах пĕлтерме шантараççĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: