Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Эпир тата çут çанталăк
23 Ноябрӗн 2022, 12:00

Çăкăр – кайăкшăн йывăр апат

Хĕлле 10 кăсăяран тăххăрăшĕ выçăпа вилет. Çав вăхăтрах пĕр сырăш 50 кăсăяна вилĕмрен çăлать. Пĕр кăсăя 10 йывăçа хурт-кăпшанкăран хăтарать. Пĕр йывăç вара 3 çынна кислородпа «тивĕçтерет».

Çăкăр – кайăкшăн йывăр апат
Çăкăр – кайăкшăн йывăр апат

Кайăк-кĕшĕке мĕнпе тăрантмалла?
Сырăш патне тĕрлĕ кайăк вĕçсе килтĕр тесен çуллă, калориллĕ вăрă сапмалла. Тĕслĕхрен: йĕтĕн, рапс, вир, хĕвел çаврăнăш, сĕлĕ, кавăн. Ку апат симĕс кайăка (зеленушка), шăкăлчие, çирĕк тăррине, çерçие илĕртĕ. Унсăр пуçне тăварсăр, хуппинчен тасатман мăйăрсем тата тăварламан салă хума пултаратăр. Салă касăкне ула такка, кăсăя, шăван кайăк (поползень) кăмăллать. Анчах та, йăлана кĕнĕ чухнехи пек, кайăксене çăкăр пама юрамасть.
Кайăк-кĕшĕке мĕншĕн çăкăр пама юрамасть?
Çак ыйтăва Владимир Чугуевский орнитолог хуравлать:
– Çăкăр – кайăкшăн йывăр апат. Çупа, углеводпа пуянскер хырăмлăха тултарать те йывăррăн шăранать. Унсăр пуçне çунатлă туссене тăварлă апат-çимĕç, печени, чипс, булка, пăнтăхнă кĕрпе памалла мар.
Кайăксене ытлашши ан апатлантарăр. Сырăша кунне пĕр хут кĕрпе сапсан та çитет. Апатлану вырăнне тĕрĕслесех тăмалла. Сырăша уйăхне пĕрре вĕри шывпа çусан аван. Унсăрăн вăл инфекци саракан вырăн пулса тăрĕ.
Татьяна ИВАНОВА хатĕрленĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: