Вăтăр çул иртсен, 2013 çул вĕçнелле (ун чухне Альмедиасен ачисем çитĕнсе çитсе килĕсенчен тухса кайса пĕтнĕ, ашшĕ Леонел вилнĕ пулнă) ачисем кивĕ япалисене тирпейлеме шутланă. Çапла вĕсем япаласем упранакан кладовойне çитнĕ. Ашшĕ ăна яланах хупă тытнă пулнă.
Пÿлĕм тулли коллекцисемпе çыртарнă кĕвĕсем, кивĕ радиоприемниксем, ваннă телевизорсемпе ытти электричество хатĕрĕсем выртнă. Хăçан та пулсан юсаттарăпăр тесе ачисем вĕсене айккинелле илсе хунă. Леонел хăйĕн киленĕвне алăра тытма тăрăшнă. Çавăнпа та япалисене кладовойне çеç хунă. Унăн алăкĕсене вара мĕн те пулсан хунă чухне çеç уçнă.
Çÿп-çапа урама илсе тухма хатĕрленнĕ май коробкăсенчен пĕринче çухалнă тимĕр шапана тупнă. Вăл чĕрĕ пулнă! Мануэлăна хăвăртрах ветеринар патне илсе çитернĕ.
Тухтăр кăмрăк тĕслĕ чапрас ураллă тимĕр шапа апатсăр 2-3 çул çеç пурăнма пултарнине пĕлтернĕ. Тухтăр та, Альмедиа çемйи те тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ. Епле майпа çак пĕчĕк чĕр чун 30 çул хушши никам пăхмасăр пурăнма пултарнă. Кивĕ çурт урайĕ тăрăх тĕрлĕ кăпшанкăсем чупнине курсан Мануэла çавсемпе тăранса пурăннипе сывă юлнă тесе шутланă.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.