– Молодежная урампа анса çырма урлă каçрăмăр та ачапа выляса, шавлăн калаçса ту хĕррипе утрăмăр. Унти пĕр çул вăрмана илсе каять, тепри варпа выртать. Çавăнпа кайма шутланăччĕ те... Сасартăк çул çинче темĕнле хура чĕр чун урисемпе тапаланса выртнине асăрхарăм. Мăшăр пире вырăнта хăварса малалла чупса кайрĕ. Çул çинче çаратнă хура сурăх выртнине, пуçĕ, ĕнси тата мăйĕ çинче çыртнă сурансем пулнине пĕлтерчĕ. Тен, эпир шавланипе тискер чĕр чуна хăратрăмăр пулĕ. Вăрманта уçăлса çÿрес кăмăл сирĕлчĕ, каялла киле таврăнтăмăр, – каласа парать Инна.
Вырăнти вăрман ĕçченĕ Василий Петров каланă тăрăх, ку ĕçе çÿлевĕç (рысь) çеç тума пултарнă. «Хĕл тăршшĕпе çак майпа вăл чылай хир качакине пăвса вĕлерчĕ. Йытăсем тапăннă пулсан çурса пĕтерĕччĕç ăна», – тенĕ вăл.
Çут çанталăкăн хăйĕн саккунĕ – кам вăйлă, çав çĕнтерет, çиеле тухать, анчах та «Сыхланакана Турă та сыхлать» каларăша никам та пăрахăçламан. Çавăнпа та вăрманта, çут çанталăкра пулнă чух асăрхануллăрах пулма сĕнесшĕн. Хăв пурри çинчен саспа, шавпа систерсен лайăхрах пулĕ. Çакă тискер чĕр чунсене хăратса ярĕ, хаяр ĕçне тума памĕ.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Ермеккей районĕ, Янăшма ялĕ.