Халĕ сире чечек йăранĕсем тăвас умĕн çак йĕркесемпе тата сĕнÿсемпе паллашма сĕнетпĕр:
- Сад-пахчари территорине хак парăр, унта хĕвел айĕнче е сулхăмра ÿсекен ÿсен-тăрансем лартассине палăртăр.
- Йăрансем валли нумай çул ÿсекеннисене суйламалла, вĕсен хушшинчи пушă вырăна чечексемпе пĕр çул савăнтаракан культурăсене лартмалла. Çакă чечек йăранĕсене çултан çул тĕрлĕ те пуян тума май парĕ.
- Ытларах çăвĕпе чечекре лараканнисемпе усă курăр. Вĕсем сезон тăршшĕпе куçа илем кÿрĕç. Унсăр пуçне пĕрин хыççăн тепри çуракан чечексен пуххисене те акма-лартма пулать – июнь уйăхĕнче пĕрисем, июльте теприсем, августра виççĕмĕшĕсем чечеке ларĕç. Çапла майпа чечек композицийĕ 3 уйăх хушши йăлăхтармасăр çынсене савăнтарĕ.
- Ÿсен-тăрансен шутне мăшăрлă мар виçепе вырнаçтарăр, анчах виççĕрен кая мар. Сăмахран, 5, 7, 9 тата ытти те. Тĕрлĕ чечексен пуххи пĕчĕк йăран çинче те илемлĕ курăнать.
Йăрансене вĕçен кайăксен сырăшĕсемпе е шыв ĕçмелли савăчĕсемпе илемлетĕр, вĕсем те сирĕн çут çанталӑк композицийĕн пĕр пайĕ пулса тăрĕç. Çавăн пекех сада пуянлатма скульптурăсемпе, фонтансемпе е çакмалли кашпосемпе усă курма пулать.
Сирĕн умăрта – хăмасенчен çапса тунă чечек йăранĕсем.