Пур хыпар та

Тăватă пин гектар çинче хунавсем лартнă

Пушкăртстанри вăрман ăстисем 4,1 пин гектар лаптăк çине хунавсем лартса çурхи плана 112% тултарнă. ПР Вăрман хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, кăçал пурĕ 15,8 пин гектар вăрман çĕнетме палăртаççĕ.

Тăватă пин гектар çинче хунавсем лартнă
Тăватă пин гектар çинче хунавсем лартнă

Унсăр пуçне 935 гектар çинче хупă тымарлă хунавсем те лартнă. Вĕсене тăпра тултарнă контейнерсене вырнаçтараççĕ, çакă куçарнă чух лайăх чĕрĕлме май парать.

Асăннă ĕçе «Вăрмансене упрасси» федераллă проектăн «Экологи ăнăçлăхĕ» наци проекчĕн витĕмĕпе пурнăçа кĕртнĕ.

ПР Вăрман хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх,  асăннă ĕçе пысăк калăпăшпа вăрман хатĕрлекен – Белорецк, Зилаир, Караидель, Бурзян – районсенче пурнăçланă.

Хунавсем начар чĕрĕлнĕ тăрăхсенче вĕсене çуркунне çĕнĕрен лартнă. 

Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çĕре кăпкалатиссене те, çумран тасатассине те, ин-çамлассине те шута илнĕ. Çак ĕçе 1,17 пин гектар çинче пурнăçланă.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас