Пур хыпар та

«Чаплă çĕнтерÿ» ятлă тăрна çут тĕнчене килнĕ

Сайра тӗл пулакан яппун тӑрни Пермьри зоопаркра ҫут тĕнчене килнĕ. Çакăн пек кайӑксем тӗнчере 2000 яхӑн çеç, вӗсене Пӗтӗм Тӗнчери Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнӗ.

«Чаплă çĕнтерÿ» ятлă тăрна çут тĕнчене килнĕ
«Чаплă çĕнтерÿ» ятлă тăрна çут тĕнчене килнĕ

Учреждени пӗлтернӗ тӑрӑх, чĕппе Кайсе ят панӑ. Яппунла вăл "чаплӑ ҫӗнтерӳ" («величественная победа») тенине пӗлтерет. Перьмре пурăнакан Фуджипе Ай тăрнасен мӑшӑрĕшĕн çак чĕпĕ иккӗмӗш ӑру шутланать. Хальлӗхе кайăк ама е аçа пулни паллӑ мар. Ăна специалистсем ҫур ҫултан ҫеҫ пӗлеҫҫӗ: кун валли унӑн тӗкне генетика анализӗ тумалла.

"Чĕппе амăшĕ асăрхасах тӑрать. Ай ятлӑ ама лайӑх анне пулма тӑрӑшать - пепкене пӑхать, тӑрантарать, тӑрна хăлăкĕсене хăнăхтарать. Пӗчӗкскерӗн сывлӑхӗн кӑтартӑвӗсем унӑн ӳсӗмӗпе килӗшсе тӑраҫҫӗ", - пӗлтернӗ Пермь зоопаркӗнче.

Специалистсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуралсан яппун тӑрнин чӗпписем ашшӗ-амӑшне евӗрлесе пӗрремӗш утӑмсене ир тӑваҫҫӗ, лайӑх кураҫҫӗ.

Халӗ тăрна чĕппин хӗрлӗ-сарă тĕслĕ. Ăна вăл икӗ ҫула ҫитсен ҫеҫ улӑштарӗ, çакă кайăк ÿссе çитӗннине пĕлтерĕ.

Автор: Татьяна Иванова
Читайте нас