Пур хыпар та

Çут çанталăк та хăй вăйне паратчĕ

Çуллахи пĕр шăрăх кун улăх-çарана çитсе çĕр çырли, метрÿшке, сар çип ути (зверобой) пуçтартăм та киле таврăнса пыратăп.

Çут çанталăк та  хăй вăйне паратчĕ
Çут çанталăк та хăй вăйне паратчĕ

Хамăр çурт умне çитсен сак çине ларса канма шутларăм. Мана курса паллакан хĕр ачасем те чарăнчĕç. Куçĕсем алăри курăк çыххи çине ÿкрĕç. Шăршласа пăхма сĕнтĕм.
– Ай тутлă шăршăллă, мĕнле чечек ку? – ыйтрĕç вĕсем.
Çапла, çамрăксенчен нумайăшĕ халĕ çут çанталăкра пулса та курмасть. Мĕн çут çанталăк пирки каламалла, пахчара та сахал пулаççĕ.
Эпир вара çак курăксенченех чей вĕретсе ĕçсе пурăннă. Лавккаран туянман. Сиплĕ курăксене ту çинчен çыххи-çыххипе пуçтараттăмăр та (эпĕ Пелепей районне кĕрекен Слакпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ) пĕчĕк милĕксем туса типме çакаттăмăр. Хĕлле сăмаварпа вĕретсе пылпа ĕçеттĕмĕр. Пÿрте тутлă шăршă сарăлатчĕ. Сĕтпе хушса ĕçсен ÿслĕкрен те лайăх пулăшатчĕ. Ун чухне алă айĕнче мĕн пулнă, çавăнпа сипленнĕ, чирлессе те сахал чирленĕ. Ахăртнех, çут çанталăк та хăй вăйне панă пулĕ.
Маргарита ГРИГОРЬЕВА. Сызрань хули.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас