Пур хыпар та

Кайăксене кĕтсе илетпĕр

Çуркунне çитрĕ. Кĕркунне ăшă çĕре вĕçсе кайнă кайăксем каялла таврăнаççĕ. Хĕл каçнă вырăнĕсенчен чи малтан хура кураксем, унтан шăнкăрчсем, вара ытти кайăксем хускалаççĕ.

Кайăксене кĕтсе илетпĕр
Кайăксене кĕтсе илетпĕр

Вĕсем малтан пурăннă йăвисем патнех таврăнаççĕ, хăйсемпе пĕрле иртнĕ çул кăларнă чĕпписене илсе килеççĕ. Анчах çамрăк кайăксен хатĕр йăвисем çук, çавна май вĕсем васкасах йăва çавăрма пуçлаççĕ. Килсе кайса çÿреççĕ пулин те эпир вĕсене хамăрăн кайăксем теме хăнăхнă.

Мĕнле кĕтсе илмелле-ха çунатлă туссене? Чи малтан шăнкăрч пирки калаçăпăр. Кивĕ шăнкăрч йăвисене çĕннисемпе улăштармалла. Пĕр йывăç çине 2-3 йăва çакмалла мар. Шăнкăрчсем, ула кураксем, шăпчăксем тата ытти пĕчĕк кайăксем пĕччен пурăнакан кайăксем шутне кĕреççĕ. Юнашар ларакан кашни йывăç çине шăнкăрч вĕлли çакас пулсан та унта пĕр шăнкăрч анчах вырнаçĕ, ытти вĕллисем пушă юлĕç. Пĕр вĕллепе тепĕр вĕлле хушши 60-80 метр ытла пулмалла. Шăнкăрчсем – уйрăм пурăнма юратакан кайăксем.

Пирĕн пата чи малтан вĕçсе килекен хура кураксем вара ушкăнпа пурăнаканнисем шутланаççĕ. Пĕр-пĕр курак пĕр йывăç çине йăва çавăра пуçласан ун патне 2-3 мăшăр курак килсе йăва çавăрма тытăнать. Пысăк йывăç пулсан ун çине темĕн чухлĕ йăва та çавăраççĕ.

Ушкăнпа пурăнакан кайăксен шутне килти çерçисем (домовые воробьи) те кĕреççĕ. Ĕлĕкрех вĕсем улăмпа витнĕ çуртсем, картасем тăрринче, тĕрлĕ çурăксенче нумай йăва çавăратчĕç. Хирти çерçисем (полевые воробьи) – пĕччен пурăнакан кайăксем. Вĕсем йывăç, арлан, тыркас шăтăкĕсенче йăва тăваççĕ. Пĕчĕк чĕкеçсене йăва çавăрма вите, гараж, кĕлет тăррин алăкĕсене е чÿречисене уçса хумалла. Шалта 20 см тăршшĕ, 18 сантиметр сарлакăш хăма çирĕплетмелле. Çав хăма çине чĕкеçсем йăва çавăрĕç. Вĕсем йăвисене пылчăкран тăваççĕ. Ун валли çырма е кÿлĕ хĕрринчи йĕпе тăм е пылчăк сĕтĕреççĕ. Сарай карти тăррине хăма çапса хурсан кăвакарчăнсене валли йăва пулать.

Кайăксем – пирĕн туссем. Вĕсем вăрмансене хурт-кăпшанкăсенчен сыхлаççĕ, чечек-курăк вăррине тĕрлĕ вырăна сараççĕ, пире илемлĕ кĕвви-юррисемпе савăнтараççĕ.

Николай ВАСИЛЬЕВ.
Авăркас районĕ, Утаркÿл ялĕ.

Автор:
Читайте нас