

Тĕрĕссипе, шурă тата ылтăн вариантсене иккĕшне те ЭЖК маркăллă çÿхе тимĕртен хатĕрлеççĕ, çиелтен тăхланпа витеççĕ. Раççейре кун пек материала 13345-85 ГОСТ, хатĕр кĕленче савăтсемпе хупписене 5981-2011 ГОСТ тăрăх кăлараççĕ. Уйрăмлăхĕ лакпа витнĕ тапхăрта палăрать. Шурă хупкăча кăшт çеç палăракан лакпа витеççĕ. Саррине хулăн сийпе çу-сăмалапа е фенол-эпоксид сăмалапа сĕреççĕ, вăл уксуса, лимон йÿçĕкне, тăвара парăнмасть.
Шурă хупкăчсем йÿçĕксĕр пылак хатĕрсем (компот, варени, джем, сироп) валли юрăхлă. Саррисемпе маринадланă помидорпа хăяра, кăмпана, лечосемпе соуссене витеççĕ, хулăн лак сĕрмесен йÿçĕксем вăхăт иртнĕçемĕн тимĕре сиенлеççĕ. Çимĕçсем хуралаççĕ, тимĕр тути калама пуçлаççĕ. Шалтан тутăх çиет. Кун пек хатĕре кăларса пăрахмалли çеç юлать.
Çавăн пекех хупкăчăн резини пахалăхлă пулни те пĕлтерĕшлĕ. Типнĕ резина кирек епле хупăлчана та пĕтерет: шала сывлăш кĕрет, унтан бомбаж текен процесс (газсем пуçтарăннăран хупăлча кÿпчесе кайни) пуçланать.
Пĕтĕмлетĕвĕ ансат: шурă хупăлча та, сарри те пĕр-пĕринчен кая мар. Вĕсен тĕллевĕсем тĕрлĕрен. Çакă банкăна мĕн хупнинчен килет.