

Нумай пулмасть Федоровка районĕнчи Ашкатар ялĕнче тирпей-илем, хăтлăх кĕртнĕ «Хĕр çăлкуçне» чаплă лару-тăрура уçнă. Асăннă вырăн ялăн чĕри шутланать. Мĕн авалтан ашкатарсем кунта сиплĕ шыв ăсма çÿренĕ, çамрăксем тĕл пулнă, малашлăх пирки ĕмĕтленнĕ…
«Хĕр çăлкуçне» ялта пурăнакан ылтăн алăллă Олег тата Зинаида Семеновсем хăтлăх кĕртнĕ. Мăшăр çăлкуç патне пыракан çула юсаса çирĕплетнĕ, шыв ăсма меллĕ вырăн йĕркеленĕ. Семеновсем çакăнпа çеç çырлахман, территорие тасатас тĕллевпе те пысăк ĕç туса ирттернĕ: çÿп-çапа пуçтарнă, ÿссе кайнă курăка çулнă. Унсăр пуçне Олег Павлович «Берендеевка» тата «Вăрман» çăлкуçĕсене те пăхса тăрать.
«Хĕр çăлкуçне» уçассипе çыхăннă мероприяти кăмăллă та ăшă лару-тăрура иртнĕ. Вырăнти «Ашкатар çăлкуçĕсем» тата «Пикесем» ансамбльсен хастарĕсем пухăннă хăнасене илемлĕ юрăсем парнеленĕ.
Малашне çăлкуçăн сиплĕ шывне тутанса пăхма, шăнкăр-шăнкăр шыв юххи сассине итлеме кăмăл тăвакансем тата та ытларах пулĕç.
Федоровка районĕ, Ашкатар ялĕ.