Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Кун-çул каçалăкĕ
24 Сентябрӗн 2018, 16:25

Ырă кăмăллă Аннăн чĕри пĕр ĕмĕр ытла тапать

Пелепей тăрăхĕнчи Приютово поселокĕнчи Анна Данилова вăрăм тата телейлĕ пурнăç вăрттăнлăхне пĕлет. Cентябрĕн 8-мĕшĕнче 100 çул тултарнă хĕрарăм пурнăçра вăл е ку ĕçе тунă чухне хăвна чарса тăни çынна телейлĕ пулма кансĕрлет тесе пĕр иккĕленмесĕр çирĕплетет. Çав вăхăтрах Анна Кирилловнăн пурнăç философийĕ - «Пурнăç виçине пĕл».

Пелепей тăрăхĕнчи Приютово поселокĕнчи Анна Данилова вăрăм тата телейлĕ пурнăç вăрттăнлăхне пĕлет. Cентябрĕн 8-мĕшĕнче 100 çул тултарнă хĕрарăм пурнăçра вăл е ку ĕçе тунă чухне хăвна чарса тăни çынна телейлĕ пулма кансĕрлет тесе пĕр иккĕленмесĕр çирĕплетет. Çав вăхăтрах Анна Кирилловнăн пурнăç философийĕ - «Пурнăç виçине пĕл».
Анна Кирилловнăн - 3 ача, 5 мăнук тата 9 кĕçĕн мăнук. Хăй юбилей кунне вăл çемйипе, кÿрши-аршисемпе, ĕçри ĕлĕкхи юлташĕсемпе темиçе кун уявланă. Ыран юбилей тенĕ чухне ăна Республика Пуçлăхĕ ятĕнчен саламлама район администрацийĕнчен делегаци килсе çитнĕ. Çак кунах Пелепей районĕнчи вĕрентÿ ĕçченĕсен профсоюз комитечĕн председателĕ Владимир Борисов, «Аленушка» 3№ ача сачĕн аслă воспитателĕ Людмила Исакова (кунта Анна Кирилловна 19 çул вăй хунă) тата Людмила Кузьмина ĕçтешĕ саламланă.
Пилĕк çул каялла эпир çак йышпах Анна Кирилловнăна 95 çул тултарнă ятпа ăшă сăмахсем каланăччĕ, вăрăм ĕмĕр суннăччĕ. Мĕн улшăннă-ши пилĕк çул хушшинче?
Çав тапхăрта йĕкĕреш хĕрĕсем амăшне черетпе пăхнă: виçĕ уйăх Украина гражданки Нина Иконникова‚ ун хыççăн Ĕпхÿре пурăнакан Анна Хрюхрена. Паянхи кун вĕсем пурте пĕрле пурăнаççĕ: амăшĕ тата икĕ хĕрĕ (Нина Раççей гражданствине илнĕ). Кĕçĕн ывăлĕ Виктор - Приютовăра. Унччен Анна Данилова начар курнă‚ халĕ вара пачах курмасть. Вăл - 1-мĕш ушкăн инваличĕ.
2013 çулта Анна Кирилловна пире хваттер илмелли укçа сертификатне кăтартнăччĕ (Тăван çĕршывăн аслă вăрçи участникĕн тăлăх арăмĕ)‚ паян вăл хăнасене çĕнĕ икĕ пÿлĕмлĕ хваттерте кĕтсе илчĕ.
Ветеран ватлăх çулĕсене пăхмасăр тĕнчери лару-тăрупа интересленет: сенкер экран урлă хыпарсене итлетет‚ хĕрĕсем сасăпа хаçат вуласа параççĕ. Унăн тăнĕ питĕ çирĕп: пулса иртнĕ ĕç вăхăчĕсене‚ çын ячĕсене тата халăх пурăнакан вырăнсене тĕп-тĕрĕс калать. Çуллана вĕсем Нефтяник урамĕпе вырнаçнă кивĕ пÿрте куçаççĕ (ăна мăшăрĕ Петр Данилов 1953 çулта туяннă). Унта Анна Кирилловна хĕрĕсем пулăшнипе Бубновский системипе сывлăха лайăхлатакан гимнастика тăвать‚ çамрăк чухне лартнă панулми йывăççисем сулхăнĕнче канать‚ ÿт-тире хĕвелпе хĕртет‚ уçă сывлăшпа сывлать....
Анна Данилова Мияки тăрăхĕнчи Алексеевка ялĕнче Февраль тата Октябрь революци хыççăн пĕр çулталăкран Кирилпа Елизавета Ишутинсен çемйинче çуралнă. Ашшĕ-амăшĕсен вăл вăхăтра çирĕп те тĕреклĕ хуçалăх пулнă: лашасемпе ĕнесем‚ сурăхсемпе качакасем тата йышлă кайăк-кĕшĕк тытнă...
Анна пĕрремĕш класа ялти çĕнĕ пуçламăш шкула кайнă. Уроксем хыççăн вăл ашшĕпе амăшне хуçалăхра пулăшнă - качакасем сунă‚ хурсем кĕтнĕ. Часах Аннăн хăй тĕллĕн пурăнакан пурнăçĕ пуçланнă‚ 5-мĕш класа вăл кÿршĕ Зильдярово ялĕнчи шкула вĕренме куçнă. Тăван килĕнчен тăхăр километрта тара илнĕ хваттерте пурăннă.
1930 çулта типĕ çул килсе тухнă (иртнĕ ĕмĕрте 1930-1932çç. питĕ вăйлă типĕ çулсем пулнă. Çав вăхăтра нумай çын пурнăçĕ татăлнă‚ çĕршывра лару-тăру йывăрланнă). Унсăр пуçне 1929-1933çç. ял хуçалăхне коллективизацилени хресченсен çĕр пайĕсене раскулачить тунипе тÿр килнĕ. Хăш-пĕр регионсенче вырăнти органсем йышăннă тăрăх‚ кулаксене республикăран кăларса янă‚ пурлăхпа укçа-тенкисене туртса илсе патшалăха панă.
1932 çулта «кулак» ята илтнĕ хыççăн Ишутинсен çемйи Узбекистана тухса кайнă. Паллах‚ пĕлмен культурăна‚ урăх тĕне‚ çĕнĕ климат условийĕсене‚ ют чĕлхене‚ урăх менталитета хăнăхма çамрăк хĕр ачана йывăр пулнă. Тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ Анна 7 класс пĕтерсен Ташкент хулинче медучилище вĕренме кĕнĕ. 1942 çулта алла диплом илсен вăл Ташкент медицина институтĕнче аманнă салтаксем валли уçнă госпитальте медсестра пулса ĕçленĕ. 1943 çулта санитари поезчĕпе фронт чиккине‚ Прилуки станцине‚ кайнă (Украинăри Чернигов облаçĕнчи Удай юханшывĕ çинче вырнаçнă хула). Кунти шкул çуртĕнче вăрçă хирĕнчи госпиталь вырнаçнă пулнă. Аманнă салтаксене малтанхи пулăшу панă‚ кирлĕ пулсан операци те тунă‚ йывăр аманнисене пуйăспа Ташкента ăсатнă.
Узбекистана таврăнсан Анна Ишутина госпитальтех ĕçлесе мединститутăн каçхи уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Пĕрремĕш курс пĕтернĕ ...
Вăрçă хыççăнхи 1946-мĕш йывăр çул пынă. Аннăн ашшĕне‚ контузи хыççăн тухтăрсем климат условине улăштарма сĕнеççĕ. Вĕсем Алексеевкăна таврăнаççĕ. Тăван тăрăхра Анна Петр Данилов фронтовикпа паллашать. Çав çулах вĕсем мăшăрланаççĕ. Анна Зильдярово больницине медицина сестри пулса ĕçлеме вырнаçать‚ Петр - колхоз фермине. Малтанхи вăхăтра темиçе çул вĕсен ача пулайман. Анна çакна‚ хăй шухăшĕпе‚ упăшки вăрçăра аманнипе çыхăнтарнă. Çапах та вăл хăйне «Пурте лайăх пулать!» тесе лăплантарнă. 1950 çулта йĕкĕреш хĕрсем - Нинăпа Анна - çут тĕнчене килнĕ. Тепĕр сакăр çултан çемье йăхне тăсакан Виктор çуралнă. Çав вăхăтра çамрăк анне килте ачасемпе ларнă‚ Петр Семенович нефть кăларакансем патне водитель пулса ĕçлеме куçнă.
Кирилл Федотович вилнĕ хыççăн Даниловсем çемйи Аннăн амăшне‚ Елизавета Федоровнăна‚ Алексеевка ялĕнчен хăйсем патне‚ Приютовăна‚ куçарса килнĕ. Кукамăшĕ ачасене пăхнă вăхăтра Анна Кирилловна Булановка больницинче медицина сестри пулса ĕçлеме кăмăл тунă. 1960 çулта вара вăл 3№ ача садне воспитателе куçнă. Талăкĕпех ĕçлекен яслири ĕç кунĕ 12 сехете тăсăлнă.
1968 çулта Анна Кирилловна пысăк хуйхă тÿссе ирттернĕ – амăшĕ сарăмсăр вилет. Ун хыççăн упăшки те çут тĕнчерен уйрăлса каять... Пĕр самантрах Даниловсем тăлăха тăрса юлаççĕ. Кĕçĕн ывăлĕ‚ Виктор‚ ун чухне 10 çулта çеç пулнă.
Вăхăт малалла шунă. Нефтяник урамĕпе вырнаçнă çуртсене газ ирттерме пуçланă. Анна Кирилловна тăванĕсемпе юлташĕсем пулăшнипе çуртне газ тата шыв кĕртнĕ. Коммуникаци ĕçĕсем пынă чух Виктор çар службинче тăнă. Демобилизаци йĕркипе килне таврăннă хыççăн амăшĕпе пурăнма килĕшнĕ. Çав вăхăт тĕлне аппăшĕсем качча тухса урăх республикăсенче тымар янă. Нина Украинăри машинăсем тăвакан заводра инженер-конструктор пулса ĕçленĕ. Анна амăшĕ пекех Казахстанра ача сачĕсенче вăй хунă.
Паянхи кун Виктор çемйипе Приютовăра пунăнать. Вăл ашшĕ пекех Çĕпĕрте вахта мелĕпе водитель пулса ĕçлет. Анна Кирилловнăн мăнукĕн ачи‚ Мария‚ Санкт-Петербургри медицина институтĕнче 3 курсра вĕренет. Вăл çĕр çулхи ветеранăн ĕмĕтне пурнăçа кĕртет.
Пурнăç çулĕ ялан такăр мар‚ савăнăçĕпе хуйхи‚ инкек-синкекĕ черетленсе пыраççĕ. Анна Кирилловна Данилова пĕр ĕмĕр хыçа хăварса‚ пурнăçра йÿççипе пылаккине сахал мар астивсе‚ пурнăç çине ырă куçпа пăхать. Вăл чĕринче ырă та ăшă туйăмсене сыхласа хăварса‚ мĕн пур лайăххине упраса пырать. Питĕ шел‚ паянхи кун нимĕнле аппаратура та Анна Кирилловнăран тухакан Турă панă ырă та таса туйăмсен çутине виçеймест. Ăна хăйпе тĕл пулса калаçсан кăна туйма пулать.
Рафис ХАСАНОВ.
Пелепей районĕ. Автор ĕçĕ.
Читайте нас: