Урал сасси
+23 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Кун-çул каçалăкĕ
15 Ноябрӗн 2018, 17:06

Кирек ăçта та хамăр çын

Иртнĕ ĕмĕр варринче «Манăн адрес - Совет Союзĕ» юрă анлă сарăлнăччĕ. Чăн та, вăл вăхăтра çамрăксенчен нумайăшĕ хальччен курман-илтмен çĕрсене - Çĕпĕрти тайга, Казахстанри çеçенхир, Узбекистан - кая-кая вырнаçатчĕç. Ермеккей тăрăхĕнчи Креппит (Богородское) ялĕнче çуралса ÿснĕ Галина Добринан шăпи те вăл вăхăтри çамрăксеннинчен нимпе те уйрăлса тăман.

Суккул вăтам шкулĕнче сакăр класс пĕтернĕ хыççăн хĕр ача штукатур-маляр профессине алла илес шутпа Серафимовкăри профессипе техника училищине вĕренме кĕнĕ. Анчах та вăрах вĕренме май килмен ăна: тепĕр ултă уйăхран амăшĕ йывăр чирлесе ÿкнине пула тăван ялне таврăнса фермăна доярка пулса вырнаçнă, амăшне шăллĕсемпе йăмăкĕсене (çемьере пурĕ çичĕ ача пулнă) пăхма пулăшнă.
Кăшт вăхăтран хĕрĕн пурнăçĕнче пысăк улшăнусем пулса иртеççĕ. Галя Михайловка мăкшă ялĕнчи Андрей Султанова качча тухать. Çемьере ывăл ача çуралать. Тĕпренчĕкĕ çичĕ уйăхра чухне Султановсем Казахстана тухса каяççĕ. Çĕнĕ çĕрте çамрăк çемьене хапăл тусах кĕтсе илеççĕ, тÿрех çурт-йĕрпе тивĕçтереççĕ. Ачине яслине вырнаçтарнă хыççăн Галина Тургай облаçне кĕрекен Аркалык районĕнчи «Восточный» совхоза ахаль рабочи, мăшăрĕ механизатор пулса вырнаçаççĕ. Тепĕр çултан Андрей Султанова Совет Çарне илеççĕ. Çирĕм çулхи хĕрарăма пĕчĕк ачипе пĕччен тăрса юлма, паллах, çăмăл пулман, анчах салтакран час-часах килсе тăракан çырусем, мăшăрне çар тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлтан пурнăçланăшăн паракан кĕске отпусксем, кÿршисем, тăванĕсемпе тантăшĕсем уйрăлăва чăтса ирттерме пулăшнă.
Демобилизаци хыççăн пурнăç хăй йĕркипе шунă. Çемьере пĕрин хыççăн тепри виçĕ ывăл та пĕр хĕр çуралнă. Пулă тарăнрах, çын лайăхрах вырăн шырать тенĕ пек Галина Васильевна доярка, пăру, сысна пăхакан пулса та ĕçлесе курнă. Пур çĕрте те тÿрĕ кăмăлтан тăрăшнă. Çакна ĕç кĕнекинче парнесемпе, укçан премисемпе, Хисеп хучĕсемпе наградăланисем çинчен çырнисем те çирĕплетеççĕ. Чăваш хĕрарăмĕпе пĕрле вырăссем, казахсем, украинсем, тутарсем тата ыт. те ĕçленĕ. Эсĕ хăш наци çынни тесе ыйтакан пулман. Патшалăх тата тĕн уявĕсене пĕрле паллă тунă.
Совет Союзĕ саланнă хыççăн Султановсен пысăк çемйи тăван тăрăхне таврăннă, 1997 çулта Пелепей районĕнчи Малоалександровка ялĕнчи «Родина» совхозра тымар янă. Кирек ăçта пурăнсан та Султановсем хăйсене ют туйман. Çакă çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлнинчен те килнĕ пулĕ. Унсăр пуçне Андрей хут купăспа ăста калама пĕлни те пулăшнă-тăр. Час-часах вĕсем мăшăрĕпе тата ачисемпе ял клубĕнчи сцена çине тухнă, ушкăнпа пĕрле кÿршĕ ялсене çÿренĕ.
Халĕ ачисем ÿссе çитĕннĕ ĕнтĕ. Кашниех çемье çавăрса çĕршыв тăрăх саланнă. Ашшĕпе амăшĕ ачисемпе канашласа хулана çывăхрах вырăна куçма шутланă. Султановсем вун иккĕмĕш çул Ярмулай ялĕнче пурăнаççĕ ĕнтĕ. Кунта пурăнма пур услови те пур. Ял Канашĕ те, вăтам шкулпа ача сачĕ те, фельдшерпа акушер пункчĕ те, культура çурчĕпе библиотека та, почта та юнашарах. Кашни кунах хулана автобус çÿрет. Çут çанталăкĕ мĕне тăрать тата. Çыннисем те ырă кăмăллă. Кĕске вăхăтрах кунта та хамăр çынсем пулса тăчĕç вĕсем. Иккĕшĕ те «Çеçпĕл» пултарулăх ушкăнне çÿретчĕç. Андрей Семенович аккомпаниатор, Галина Васильевна ушкăн юрăçи пулса. Вĕсем пĕрле мероприятисем ирттеретчĕç, районти мероприятисене, кÿршĕ ялсене çÿретчĕç.
Шел, виçĕ çул каялла çемье пуçĕ çут тĕнчерен сарăмсăр уйрăлса кайрĕ. Пурнăç малаллах шăвать. Йывăр пулсан та Галина Васильевна пуç усмасть, хăйне пĕччен туймасть. Ачисемпе мăнукĕсем (вĕсем унăн тăххăрăн) килсе çÿреççĕ. Хăй те килте ларма юратмасть: пĕрре пĕр йăмăкĕ патне Казахстана, тепре тепĕр йăмăкĕ патне Çурçĕре е тата виçĕ ывăлĕ тĕпленнĕ Чулхулана, Пелепей хулинчи хĕрĕ патне çул тытать.
Çуллахи вăхăтра Галина тĕрлĕ пахча çимĕç ÿстерет. Çавна пула нÿхрепре хĕл валли саппассем сахал мар. Пÿрт умĕнчи пахчара çуркуннерен пуçласа кĕркуннеччен темиçе тĕрлĕ чечек куçа савăнтарса лараççĕ. Çак кунсенче кил хуçи хĕрарăмĕ хăйĕн çавра юбилейне паллă тăвать. Çывăх çыннине паллă кун ячĕпе саламлама ачисемпе мăнукĕсем, тăванĕсем килсе çитĕç. Пултарулăх ансамблĕ те айккинче тăрса юлмасть. Вĕсем юбиляра юрă парнипе тата ăшă сăмахсем хатĕрлеççĕ.
Михаил СИДОРОВ.
Пелепей тăрăхĕ,
Ярмулай ялĕ.
Читайте нас: