Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Кун-çул каçалăкĕ
10 Кӑрлач 2019, 17:42

Аттешĕн куккук вăрахчен авăттăрччĕ

Степан Васильевич Иванова Мияки тăрăхĕнче пĕлмен, палламан çын сахал тесен те юрать. Мĕншĕн тесен, вăл хăйĕн вăрăм ĕмĕрĕнче такампа та пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕ, тăван ял шкулĕнче вăрах çул ĕçлесе нумай ачана пĕлÿ панă, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Çак хисепе тивĕçнĕ çын пирĕн атте пулать. Вăл Кăшарни уявĕ (Турă шыва кĕнĕ кун) умĕн 90 çул тултарать. Паллах, пĕчĕк çеç статьяра çак вăрăм ĕмĕрлĕ çын пурнăçне, мультфильмри кадрсем пек сиктерсен те, пĕтĕмпех уçса параймăн.

Пирĕн атте 1929 çулхи январь уйăхĕн 17-мĕшĕнче Мияки тăрăхĕнчи Çĕнĕ Хурамал ялĕнче Николай патшан çарĕнче хĕсметре тăнă офицер çемйинче сакăр ачаран виççĕмĕш пулса çуралнă. Ачалăхĕ питĕ йывăр пулнă. Выçлăх çулĕсене те, вăрçă вăхăчĕсене те тÿссе ирттерме тÿр килнĕ. Унсăр пуçне ашшĕ патша çарĕнче хĕсметре тăнишĕн те пĕрмаях сăмах тивнĕ, анчах та тем пек йывăр вăхăт пулсан та малалла ăнтăлас кăмăл çухалман.
1930-1932 çулсенче питĕ вăйлă типĕ çулсем тăнă. Çав вăхăтра нумай çын пурнăçĕ татăлнă, çĕршывра лару-тăру йывăрланнă. Пĕчĕк Çтаппана упраса хăварас тесе амăшĕ, Варвара Никифировна, тăрăшсах кăкăр сĕтĕнчен уйăрман. Вăл ăна пиллĕк тултариччен хирте, капан хыçне пытанса, çынсенчен вăрттăн çитернĕ.
1937 çул Çтаппан хăйсем килте тĕртсе тунă кĕпе-йĕмпе, çăпатапа вулама вĕренес, пĕлÿ илес тĕллевпе хавхаланса пĕрремĕш класа шкула кайнă. Пилĕк класс пĕтернĕ тĕле хаяр вăрçă пуçланнă. Çавна пула вăрçăпа ун хыççăнхи терт-нушине, выçлăх вăхăтне самаях ас тивме тÿр килнĕ. Ку тапхăрти ачасене халĕ вăрçă ачисем теççĕ. Çамрăк пулсан та арçын ача ăçта хушнă çавăнта кайнă: уй-хире çум çумлама, ака-суха тума, вăрман касма. Икĕ çул Аксеново станцине вăрçăри салтаксем валли тыр-пул леçнĕ.
Аттен аса илĕвĕнчен: «Çак ĕçшĕн кунне 500 грамм çăкăр паратчĕç. Пĕр ывăç çăнăх пани те пулнă. Хăш чух пăтă та пулкалатчĕ. Кунне пĕр чашăк яшкалла ĕçленисем халĕ те куç умĕнчех. Апат-çимĕç çитменнипе анне курăк яшки пĕçеретчĕ. Çуркунне кĕркуннерен ана çинче выртса юлнă çĕр улмине теркăпа хырса кăмакара пашалу пĕçерсе çитеретчĕ. Вăл вăхăтра çак пашалуран тутли нимĕн те çук пек туйăнатчĕ. Выльăхсем валли хĕлле вăрмана йĕлмене çÿреттĕмĕр. Эпир курни-тÿснине сирĕн нихăçан та курмалла ан пултăр».
Колхоз лашисене фронта ăсатсан нумай çĕр ĕçне алă вĕççĕн тума тÿр килнĕ. Кунĕн-çĕрĕн тимĕр кĕреçепе 12-13-ри ачасем çĕр чавнă.
- Аслă хирте çитĕннисем сухапуç тытатчĕç, тăваттăн-пиллĕкĕн лаша вырăнне малтан туртаттăмăр. Ырашпа тулла алăпа акаттăмăр. Пулса çитсен алăпа выраттăмăр, - хурлăхлăн аса илет саманан йывăрлăхне, хуйхи-суйхине ĕçпе пусарнă атте.
Çиччĕмĕш класа пиллĕк паллăсемпе çеç вĕренсе тухнă хыççăн вăл экзамен тытмасăрах Пелепей хулинчи педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Анчах та вĕренÿшĕн çулталăкне 150 тенкĕ тÿлемелле пулнă. Пысăк çемьеллĕ, çулĕсемпе çамрăк мар асаттен укçи-тенки пулман. Ахăртнех, пултарулăхне курса, училище директорĕ ăна Аксеновăри ял хуçалăх техникумне куçма сĕннĕ. Унта вĕренÿ тÿлевсĕр пулнă.
Ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн ăна агроном пулса ĕçлеме Зильдияр МТСне яраççĕ. Атте вун икĕ колхоз (пĕр ял пĕр колхоз шутланнă) хирĕнче тăрантаспа та, юлан утпа та çÿресе тыр-пул ÿстерес ĕçре тăрăшнă. Чăваш çамрăкĕн пурнăçĕ ытларах уй-хирте иртнĕ пулсан та пуçĕнчен вĕренес шухăш кайман. Йывăр вăхăтра та ура çинче çирĕп тăма, малалла пурăнма, пурăнма çеç мар, куççуль витĕр кулма та вăй-хал çитернĕ, аслă пĕлÿ илме ĕмĕтленнĕ.
Малалли хаçатăн 2№.
Читайте нас: