Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Кун-çул каçалăкĕ
23 Кӑрлач 2019, 13:45

«Пире вăхăта чарма ирĕк паман»

Кам каланă çак сăмахсене? Татса калама йывăр, анчах вĕсем, тем тесен те, Пелепей районĕнчи Илькел ялĕнче пурăнакан Евгений Спиридонович Егорова пырса тивмеççĕ. Çак çын вăхăта парăнмасть. Ăна тахçантанпах пĕлекенсемпе паллакансем те вăл 80 çул тултарнине шанмаççĕ. Чăн та çапла, арçын çулĕсене пăхмасăр, питĕ хастар, яланах хавхалануллă кăмăлпа çÿрет. Унăн пур çĕре те çитмелле, ĕлкĕрмелле, мĕн те пулсан ĕçлемелле тата тĕрĕслемелле. Çапла кашни кун.

Сакăр вунă çул - сахал мар вăхăт, анчах ĕмĕрне ĕçпе ирттернĕ çыншăн пурте ĕнер çеç пулса иртнĕ пек туйăнать: йывăр çав вăхăтрах телейлĕ ачалăх, çамрăклăх. Çемьере сакăр ача. Ашшĕ вăрçă пуçлансанах фронта тухса кайнă та тăван килне 1946 çулта анчах таврăннă. Амăшĕ аслă ачисемпе ĕçе çÿренĕ, кĕçĕннисем (çав шутра Евгений те) килте юлнă, май çитнĕ таран кил хуçалăхри ĕçсене пурнăçланă, апат пĕçернĕ.
Вăл вăхăтри пурнăç çăмăл пулмасан та арçын ача тăван ялĕнчи çичĕ класлă, унтан Этĕлти вăтам шкулсенчен вĕренсе тухнă. Ултă çухрăмри Этĕл ялне Е.Егоров хĕлле вăрман урлă йĕлтĕрпе, çуркуннепе кĕркунне çуран çÿренĕ. Çав вăхăтра кашниех вăтам пĕлÿ илеймен паллах. Çакă Евгений ачаранах тăрăшуллă та çирĕп кăмăллă пулнине кăтартать.
Вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн çамрăк каччă тăван колхозра ĕçлеме пуçланă, ĕçленĕ вăхăтрах куçăн мар мелпе механизаторсен курсĕнчен те вĕренсе тухнă. 1961 çулта чăваш каччине салтак аттине тăхăнма вăхăт çитнĕ. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне виçĕ çул хушши пурнăçланă хыççăн Евгений Егорова (1964ç.) кĕçĕн лейтенант званийĕпе демобилизациленĕ.Тăван çĕршĕн тунсăхлама ĕлкĕрнĕ ĕнерхи салтак татах колхоз ĕçне кÿлĕннĕ. Часах тăрăшуллă çамрăка ял Канашне ертсе пыма суйлаççĕ. Çапла Евгений Спиридонович икĕ çул хушши (1965-1967çç.) ял Канаш председателĕн лавне туртнă. Анчах çĕр ĕçĕ ăна ытларах килĕшнĕ.
Çапла малашнехи çулĕсенче Евгений Спиридонович колхозра тĕрлĕ техникăпа - Т-16 трактортан (халăхра ăна «топ-топ» тенĕ) пуçласа К-700, «Дон-500» комбайн таранах - ĕçленĕ. Техники те хуçине нихăçан та кÿрентермен. Колхозри, районти, Пушкăртстанри чи лайăх механизатор кирек хăçан та малтисен шутĕнче пулнă, плана яланах палăртнинчен ирттерсе пурнăçланă. Çавăншăн ăна Ĕç мухтавĕн орденĕпе (1976ç.), Хисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе наградăланă, пĕр хутчен çеç мар район, ял Канаш депутатне суйланă. Евгений Спиридоновичшăн вара Хисеп хучĕсем мар, хăйне çынсем хисеплени хаклăрах.
Евгений Егоров тивĕçлĕ канăва тухни çирĕм çул ĕнтĕ. Анчах ĕçсĕр ларма хăнăхман ĕç ветеранĕ халĕ те ялти водокачкăра ĕçлет, çынсене шывпа тивĕçтерет. Килĕнчи хуçалăхĕ те самаях пысăк: ĕне, сурăхсем тытать, хурт-хăмăр ĕрчетет. Килти ĕçсенчен пушансан ял çыннисене утă-улăм, вутă турттарма, выльăх-чĕрлĕх пусса тирпейлеме пулăшать. Ырă кăмăллă та çынсене юратаканскер, хăш чух кÿршĕ-аршăсем патне калаçса ларма, иртнине аса илме кĕркелесе тухать. Чирлеме тата тунсăхлама вăхăчĕ çук.
Малалли хаçатăн 4№.
Читайте нас: