Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Кун-çул каçалăкĕ
30 Кӑрлач 2019, 17:08

«Çын хăй телейне хăй туптать»,

- тет ваттисен сăмахĕ. Çакна çирĕплетсе хамăр ялти Иван Тюменцовăн пурнăçĕ çинчен каласа парас килет. Хушамачĕ пирки калас пулсан, ăна тĕпчемелле-ха. Мĕншĕн тесен, хăшĕсен хушамачĕсем аслашшĕсен, мăн аслашшĕсен ячĕсенчен (Иванов, Петров, Сидоров), мĕн ĕçлесе пурăннинчен (Кузнецов, Овчинников, Портнов, Гуслин) пулса кайнă. Ку хушамат, ахăртнех, Тюмень хулипе çыхăннă пулĕ.

Мĕншĕн тесен, хăш чухне Тюменцев тесе çырни те тĕл пулать. «Память» кĕнекен 6-мĕш пайĕнче унăн ашшĕ çинчен çапла çырни пур: «Тюменцов Иван Михайлович, 1909 г.р., уроженец села Ермолкино Белебеевского района, 170 СД красноармеец, пропал без вести 22 июня 1941 года». Вăрçăн пĕрремĕш кунĕнчех хыпарсăр çухалнисен шутĕнче пирĕн ялтан тепĕр икĕ çын - Николай Андреевич Гордеев тата Геннадий Васианович Григорьев - пулнă. Телее, вĕсем плена лексе, ун хыççăнхи асап-нушасем витĕр иртсе, виççĕшĕ те яла ырă-сывă таврăнса çитнĕ. Анчах тÿссе ирттернисем пĕр йĕрсĕр юлман. Вăрçăри суранĕсене пула Иван Михайлович 1950 çулта чирлĕ мăшăрне, Хавронья Никодимовнăна, икĕ хĕрĕпе пĕр ывăлне тăлăха хăварса çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Валя хĕрĕ 14, Вера 10, çемьери пĕртен-пĕр «арçын», Ваня, çулталăкра пулнă. Хĕн пулсан та (çурчĕ кивĕ пулнă, укçи-тенки çитсе пыман) Ваня сывлăхлă та паттăр пулса çитĕннĕ, килте арçынсем пулмасан та пĕчĕклех тĕрлĕ тимĕр-тăмар патне туртăннă. Çавăнпа та сакăр класс пĕтернĕ хыççăн вăл пĕр шухăшласа тăмасăрах Пелепей хулинчи 13№ СПТУна вĕренме кĕрет. Çулталăкран тăван ялне анлă профильлĕ тракторист-машинист пулса таврăнать. Икĕ сезон комбайнпа ĕçленĕ хыççăнах ăна ВЛКСМ 50 çул тултарнă ятпа произодствăра тăрăшса ĕçленĕшĕн, общество пурнăçне хастар хутшăннăшăн Хисеп хучĕпе наградăланă. Хĕлле Иван шофера вĕренсе тухнă. Салтак аттине Венгри çĕршывĕнче тăхăннă. Пĕррехинче, каçхине, командирĕпе ГАЗ-66 автомобильпе пынă чух ăнсăртран Австри чикки урлă каçнине час-часах аса илет вăл. Хăйсем йăнăшнине ăнланса вĕсем часах каялла çаврăннă.
Демобилизациленĕ Ярмулай каччине çакăн пек характеристика çырса панă: «Икĕ çул хушшинче гварди ефрейтор, аслă шофер И.И.Тюменцов йĕркеллĕ, хушса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлтан пурнăçлакан салтак пулнине кăтартса пачĕ. Çар техникине яланах хатĕр тытатчĕ. Çитĕнÿсем тунăшăн командовани ăна пĕр хутчен çеç мар наградăсем парса чысланă. Çав шутра, «Гварди», «Совет Çарĕн отличникĕ», «Воин-спортсмен» кăкăр çине çакмалли паллăсем те пур».
Салтака кайиччен унăн «ГЗР» (Готов к защите Родины) значокĕ, йĕлтĕрпе чупас енĕпе 3 разряд та пулнă. Çаплах вăл велосипедпа та хăвăрт çÿретчĕ.
Ӳт-пĕве салтакра çирĕплетни малашнехи пурнăçĕнче те усăллă пулнă. Вăл кирек хăçан та салтак пекех тăрăшнă. Тюменцовăн мĕнле кăна ĕç тума тивмен-ши? Комбайн патĕнчен йĕтем çине, элеватора, акмалли агрегатсем патне тыр-пул турттарнă, Знаменкăри спирт заводне çĕр улми леçнĕ. Ĕçленĕ вăхăтрах вăл вăтам пĕлÿ те илнĕ, професси пĕлĕвне те ÿстернĕ. Каçхи шкултан вĕренсе тухса мотоцикл правиллĕ пулнă, тахçантанпах ĕмĕтленнĕ «Урал» мотоцикл туяннă, водительсен курсĕнче квалификацине ÿстернĕ.
Паллах, ĕçне кура хисепĕ те. Иван Тюменцова «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи», «Коммунизмла ĕç ударникĕ» паллăсемпе чысланă. Ятарлă хушусене пурнăçлас тата районта мобилизацие хатĕрленес енĕпе лайăх кăтартусемшĕн (Усень-Иваново - Пелепей çула тума районĕпе грави турттарнă) район Канашĕн ĕç тăвакан комитечĕн тата Çар комиссариачĕн Хисеп хутне тивĕçнĕ.
Халăх ăна, вăл пултарасса шанса, Ярмулай ял Канашĕн депутатне те суйланă. Унта вăл ялти çамрăксемпе комсомолецсен интересĕсене хÿтĕленĕ.
Килти пирки калас пулсан, вăл пысăк та хăтлă çурт, хуралтăсем хăпартса лартнă, ВАЗ-2107 автомашини валли гараж тунă. Çамрăклах мăшăрĕсĕр тăрса юлнă Вера йăмăкне икĕ хĕрне ура çине тăратма пулăшнă.
Мăшăрĕпе, Анна Федоровнăпа, вĕсем 45 çул пĕрле пурăнса икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Алена - полици майорĕ, Оксана - капитан. Иккĕшĕ те Çурçĕрте пурăнаççĕ. Вĕсен хăйсен те пĕршер ывăлпа пĕршер хĕр çитĕнет. Хĕрĕсем кашни çулах, пĕр хутчен çеç мар, отпуска, каникул вăхăтне ашшĕ-амăш килне таврăнаççĕ, инçетре чухне вара шăнкăравласах тăраççĕ, скайп урлă калаçаççĕ. Нумаях пулмасть хĕрĕсем амăшĕн юбилейĕнче хулана е хăнана кайса çÿреме çĕнĕ «Лада Калина» автомобиль парнелерĕç. «Семеркăпа» малашне вăрмана кăмпа-çырлана, утă çулма çÿрĕç. Утă тенĕрен, Тюменцовсем халĕ те ĕне, пăру усраççĕ, чăх-чĕп тытаççĕ, хурт-хăмăр ĕрчетеççĕ. Килте туса илнĕ апат-çимĕçе мĕн çиттĕр. Унсăр пуçне ирпе, каçпа хусканусем туни сывлăха çирĕплетет.
Тюменцовсем хăйсен ачисемпе тивĕçлипе мăнаçланаççĕ. Мăнукĕсем те вĕсене хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ: Сашăпа Кирилл, арçын ачасем пулсан та, бал ташшисемпе кăсăкланни, сцена çине тухни уйрăмах кăмăла çĕклет. Апла пулсан Тюменцовсен йăхне малалла тăсакан тивĕçлĕ ăру çитĕнет.
Михаил СИДОРОВ.
Пелепей районĕ, Ярмулай ялĕ.
Читайте нас: