Урал сасси
+23 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Кун-çул каçалăкĕ
14 Нарӑсӑн 2019, 13:52

Паттăр хĕр – тыл ĕçченĕ

Ольга Васильевна Матвеева (Тарасова) 1924 çулхи февраль уйăхĕн 17-мĕшĕнче Авăркас районĕнчи Мăйлăпукан ялĕнче çуралнă. Кăçал вăл 95 çулхи юбилейне паллă тăвать. Пĕр ĕмĕре яхăн вăхăт хушшинче пирĕн çĕршыври пурнăç темле майлă та улшăннă. Çавăнпа та унăн аса илĕвĕсем çитĕнекен ăрушăн уйрăмах интереслĕ пулмалла.

Хăй каланă тăрăх, Ольга пĕрремĕш класа 1932 çулта кайнă.
- Вăл вăхăтра ачасене 8 çул тултармасăр вĕренме илмен. Манăн пĕрремĕш учительница, Прасковья Петровна Умова, Треппел хĕрĕччĕ. Пуçламăш классенче (1932-1935çç.) тăватă çул вĕренмеллеччĕ. Эпĕ шкулта питĕ тăрăшса вĕренеттĕм, отличницах пулман та, анчах вăй çитнĕ таран тăрăшнă. Вырăс чĕлхипе литератури пирĕншĕн, чăваш ачисемшĕн, питĕ йывăрччĕ. Математика, геометри, тригонометри юратнă предметсемччĕ, историпе конституци урокĕсене юратсах каймастăмччĕ, - аса илет Ольга Васильевна. - 1936 çул 5-мĕш класа вĕренме кÿршĕ Пишкайăн ялне çÿрерĕм, унта пилĕк класс пĕтертĕм. 1937 çул, улттăмĕш класран пуçласа, Треппел шкулĕнче вĕрентĕм, унтах вунă класс пĕтертĕм.
1942 çул вуннăмĕш класс экзаменĕсене тытса аттестат илтĕм. Вăтам пĕлÿ илнĕ хĕр ачасем пурте учительницăсем пулса ĕçлеме тытăнчĕç. Комсомол ретне кĕнĕ хĕрсене тата арçын ачасене вăрçа илсе каятчĕç. 1942 çул мана Наумьел шкулне учитель пулса ĕçлеме направлени пачĕç. Эпĕ ĕçе пуçăнсан шкул директорне тепĕр куннех вăрçа ăсатрĕç.
Сентябрĕн 1-мĕш кунне, ачасем вĕренме пуçтарăнчĕç, шкулта директор та, пĕр арçын та çук. Хĕр ачасемпе учительницăсем кăна. Вĕренме пуçларăмăр. Кĕнекесем, тетрадьсем, ручкăсем - нимĕн те çук. Пĕтĕм шкулĕпе - пĕр букварь. Доска çине мел вырăнне шур тăмпа çырса, ачасене вулама, çырма, шутлама вĕрентеттĕмĕр. Сехет те çукчĕ, урок миçе минут пынине, сăнаса кăна ирттереттĕмĕр. Пĕр смена кăна ĕçлеттĕм. Шăматкун уроксем кĕскерехчĕ, çавăнпа та уроксем хыççăн яла, Мăйлăпукана, таврăнаттăм. Байкал, Кепеç, Ташлăкÿл ялĕсем витĕр каяттăм. Унтан вун çичĕ çухрăм кăна утмаллаччĕ. Утнă çĕртре утса, чупнă çĕртре чупса, Турра кĕл туса, хăрушă пулсан та, анне килне часрах çитес тенĕ. Наумкин шкулĕнче икĕ çул ытларах, 1944 çулхи ноябрь уйăхĕн çиччĕмĕшчен ĕçлерĕм.
Пĕррехинче мана Матеç (Матрена) авăн çапнă çĕре чĕнчĕ. Вăл манăн тантăшăмччĕ, бригадир пулса тăрăшатчĕ. Эпĕ килĕшрĕм. Авăн çапнă çĕрте весовщик пулса çÿллĕ, маттур, кăтра çÿçлĕ йĕкĕт Якур ĕçлетчĕ. Вăл мана пĕрре курсах килĕштерсе пăрахнă та анне патне хăтасем янă. Анне хирĕç пулмарĕ, мĕншĕн тесен вăл мана ют çĕре мар, хамăр яла качча парасшăн пулнă. Хам та хирĕç пулмарăм. Якурсен çемйи вăл вăхăтра лайăх пурăннă, выльăх-чĕрлĕх нумай усранă, пыл хурчĕсем те пулнă. Вара 1944 çул ноябрь уйăхĕн 7-мĕшĕнче туй пулчĕ, Егор Миронович Матвеева качча тухрăм. Ăна вăрçăра виçĕ хут аманса контузиленнĕ хыççăн сывлăхĕ начарланнипе комиссоват тунă. Туй хыççăн Наумьелтен Мăйлăпукан шкулне куçса пуçламăш классенче вĕрентекен пулса ĕçлеме тытăнтăм.
1945 çулхи август уйăхĕн 23-мĕшĕнче Юлапайра (хир ячĕ) тырă кĕлтисем çыхаттăмăрччĕ. Кăнтăрлаччен вун виçĕ тĕм çыхрăм. Сасартăк хама начар туя пуçларăм, хырăм ыратнăран хиртен иртерех таврăнма тÿр килчĕ. Хамăн ача çуратма вăхăт çитнине ăнлантăм, анне патне килсе çитрĕм. Алексей шăллăма часрах Татьяна кинемее чĕнсе килме хушрăм. Темиçе минутран пĕрремĕш ача, хĕр, çуралчĕ. Эпир ăна Соня ят патăмăр, çапла вăл Софья Егоровна Матвеева пулса тăчĕ.
1948 çул Çтерлĕри педучилищĕри экзаменсене экстерн формипе парса пуçламăш классенчи ачасене вĕрентме ирĕк паракан документ (аттестат) илтĕм. Çак вăхăтра Юля хĕрĕм виç уйăхри кăкăр ачиччĕ, çавăнпа та ăна та хампа илмелле пулчĕ. Пурнăçĕ çавăн пекчĕ, пуçа усса ларма вăхăт пулман.
Çав çулсенче класра 35-40 ача вĕренетчĕ, 41 ачаран ытларах пулсан икĕ класс туса уйăратчĕç. 1974 çулхи июль уйăхĕн 17-мĕшĕнче пенсине тухрăм. Шкулта вăтăр тăватă çул ĕçлерĕм. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн мĕн тумалла-ха? Хăш-пĕрисем эрех ĕçме вĕренчĕç, эпĕ алă ĕçĕ тума тытăнтăм. Хуçалăхра сурăх нумай усраттăмăр. Çăм нумай – çăм чавса, арласа алса-чăлха, кофтăсем çыхаттăм. Мĕн чухлĕ тĕрĕ тĕрленĕ, чĕнтĕрсем çыхнă. Кĕпе-тумтир те хамах çĕлеттĕм. Каярах качакасем усраса, мамăкне пухса, çиппине арласа мамăк шелсем нумай çыхрăм. Хамшăн кăна мар, ачасене, тăвансене парнелеттĕм. Çăм çиппичен мĕн чухлĕ палас тĕртнĕ. Тăватă кун хушшинче пĕр пысăк тăватă тăваткал метрлă палас, эрешлесе ăсталаттăм. Стена çине ковер вырăнне çакмалли, сак-пукансем çине сармалли тата тĕрлĕ вак-тĕвек… Мĕн кăна туман-ши? Кайран ял халăхĕ заказ пара пуçларĕ, кама мĕн кирлĕ çавна тĕртсе параттăм. Хамăн ачасене асăнмалăх мĕн кăна тĕртсе памарăм-ши? Эпĕ пĕр ĕç ĕçленĕ чухне темиçе ĕç ĕçлеме тăрăшаттăм. Хам арлаттăм, çав вăхăтрах хаçат-журнал та вулаттăм, телевизор та пăхаттăм. Çулсерен 15-шер экземпляр хаçат-журнал çырăнса илеттĕмĕр. Кайран çеçкесем ÿстерме пуçларăм. Тем тĕрли те пурччĕ. Уйрăмах георгин, тюльпан, астра, роза нумайччĕ. Иртсе çÿрекенсем чарăнса тăрса хак паратчĕç. Ачасемпе мăнуксем çулла хăнана килсен çеçкесем хушшинче сăн ÿкерчĕксем тума юрататчĕç, - вĕçлерĕ хăй сăмахне кинемей.
Шел пулин те, унăн юлташĕ, вăрçăри суранĕсене пула 1991 çулта çут тĕнчерен маларах уйрăлса кайнă. Ольга Васильевна упăшкипе пилĕк ача, тăватă хĕрпе пĕр ывăл, çуратса ÿстернĕ. Хĕрĕсем качча кайнă, ывăлĕ авланнă. Вĕсем те тивĕçлĕ канури çынсем ĕнтĕ, кашни хăй çемйипе пурăнать. Вунă мăнукпа вунă кĕçĕн мăнук ÿсет. Хальхи вăхăтра вăл вĕсемпе пуринпе те чунтан савăнса, мухтанса, Турра тав туса пурăнать.
Тыл ĕçченĕ тата ĕç ветеранĕ Ольга Васильевна «Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медале, чылай Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Эпир тыл ветеранне хурçă пек çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, çывăх çыннисен тимлĕхне туйса кулленхи пурнăçра савăнса пурăнма сунатпăр.
Владимир НИКОЛАЕВ.
Авăркас районĕ, Мăйлăпукан ялĕ.
Читайте нас: