Ĕмĕрлĕхех хăвна килĕшекен ĕç тупни – кирек камшăн та пысăк телей. Хăшĕшĕн ку ăнсăртран килсе тухать, тепри пĕчĕкренех кам пулассине хăй картса хурать. Пурнăç çулне суйласа илесси ытларах чухне юнашар тĕслĕх пулма пултаракан пĕр-пĕр сăнар пурринчен килет.
- Эпĕ аннен пурнăçа кĕреймен ĕмĕтне пурнăçа кĕртрĕм. Пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ чухнех хам кам пулассине пĕлеттĕм: вырăс чĕлхипе литература учителĕ. Анне хăй пурнăçĕ çинчен хурланса каласа панă чухнех тĕвĕленмен-ши манăн вĕрентекен пулас ĕмĕт? Вăл виççĕре чухнех амăшĕсĕр юлнă, ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕсем пурнăçланас вăхăтра - ашшĕсĕр. Кукаçи, çав вăхăтри нумайăшсем пекех, 30-мĕш çулсенче репресси хумĕ айне лекнĕ. Çавăн хыççăн аннен комсомол ретне тăрасси те, учитель пулас ĕмĕчĕ те çĕре ÿксе ваннă кĕленче пек чăл-пар! саланнă (халăх тăшманĕ ята илтнĕ çыннăн хĕрне кам çул патăр?), - каласа парать Авăркас тăрăхĕнчи Шланлă ялĕнчи вăтам шкулта ĕçленĕ пирĕн класс ертÿçи Альбина Варламовна Петрова. - Темле пулсан та, паян кунччен манăн суйласа илнĕ профессинчен илемлĕреххи, пахараххи, кирлĕреххи çĕр çинче урăх çук шухăшпа пурăнатăп.
Пĕрремĕш вĕрентекен Татьяна Андреевна Иванова (йывăр тăпри çăмăл пултăр) пире пуçламăш классра вĕренекенсене çамрăк та илемлĕ хĕре, Альбина Варламовна Петрована (Федорова), шанса пачĕ. Вырăс чĕлхипе литература урокĕсене илсе пыракан учитель çамрăк пулсан та пире хăй енне çавăрма, ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пултарчĕ, пĕр шухăшлă коллектив туса хучĕ. Пире пĕр-пĕрне хисеплеме, туслă пурăнма вĕрентрĕ. Ача сана куртăр, илттĕр, итлетĕр тесен вĕрентекенĕн вăйĕ, тÿсĕмлĕхĕ, чăтăмлăхĕ пысăк пулмалла.
Вăл ырă кăмăллă та сăпайлă, таса чунлăччĕ. Эпир ăна çивĕч ăслă, талантлă пулнишĕн юратнă, хисепленĕ. Кашни уява унпа пĕрле стена хаçачĕ кăлараттăмăр, конкурссем, тĕрлĕрен мероприятисем ирттернĕ. Çуллахи кунсенче колхозăн кăшман анинче ĕçлеттĕмĕр. Кĕркунне пахча çимĕç пуçтарма çÿреттĕмĕр. Каникулта вара тĕрлĕ хуласене кайса кураттăмăр. Мĕн тесен те ĕçлеме вĕренни никама та сиен кÿмен. Вĕренÿ çулĕ вĕçленсен Уршак шывĕ хĕрне, Курманай ту хăвăлне, Мăйлăпуканпа Степановка ялĕсене, Красноусольска, Çтерлĕ районĕнчи Юрактау тăвĕ патне кайнисем, экскурсисемпе походсене çÿренисем паянхи кунччен те асра. Альбина Варламовнăшăн эпир пĕрремĕшсем пулса юлтăмăр: шкула ертсе пыма шанса панă пирки унăн классемпе нумаях ĕçлеме тивмерĕ. Шанăçа тÿрре кăларса, ялан малтисен шутĕнче пулнă вăл. Эпир, «унăн ачисем», пирĕн класс ертÿçи çавăн пек пысăк утăмсем тума пултарнишĕн савăнатпăр, мăнаçланатпăр.
- Шкула ертсе пынă çулсенчи коллектива ялан ăшă туйăмпа аса илетĕп. Кашниех хăйĕн ĕçне пĕлсе, тăрăшса тăватчĕ: ертÿçĕ çумĕ-и вăл, учитель-и, техперсонал-и, столовăй ĕçченĕ-и - пурте! Мĕнле ĕç пуçарсан та вĕсен тĕрекне туйса тăраттăм. Шкулăн 100 çулхи юбилейне паллă турăмăр. Килнĕ хăнасем коллективăн ĕçне пысăка хурса хакларĕç. Пурне те кĕтсе илсе, уява уяв пек ирттертĕмĕр, - аса илет шкул директорĕнче тăрăшнă Альбина Варламовна. - Анчах маншăн шкулта хăш вырăнта ĕçлесен те чи пĕлтерешли тата чи йывăрри - коллективра пуриншĕн те юрăхлă, ĕçлĕ микроклимат йĕркелесси пулнă.
Хăйĕн ĕçне юратса, чунтан парăнса пурнăçланă вĕрентекенĕн çитĕнĕвĕсене тивĕçлипе хак панă. Альбина Варламовнăн районти вĕрентÿ пайĕ, администраци, Пушкăртстан Республикин Вĕрентÿ министерстви чысланă Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем сахал мар. Вăл «Халăха çутта кăларас ĕçĕн отличникĕ» ята тивĕçнĕ, ĕç ветеранĕ шутланать. Унăн пурнăçĕн 38 çулĕ шкулпа çыхăннă.
Альбина Варламовнан 1983 çулта шкул пĕтерсе тухнă «ачисен» ятĕнчен Людмила МАРКИНА.