Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Кун-çул каçалăкĕ
30 Апрелӗн 2019, 13:31

Пĕлÿ çурчĕн чăн-чăн хуçи

Ялти шкул директорĕ вăл – хăйне евĕрлĕ яваплă должность. Директорăн пурнăçĕ алă тупанĕ çинчи пекех‚ кашни утăм тата хускану куç умĕнче. Çак ĕçре пахалăхĕ те‚ çитменлĕхĕ те пур. Çакна пăхмасăр директор вĕрентÿ шайĕнче ĕç йĕркелÿçи‚ пысăк та интереслĕ шкул çурчĕн хуçи‚ учитель-дипломат‚ психологпа социолог‚ экономист-менеджер‚ техникăпа пушар хăрушсăрлăхĕн инспекторĕ‚ гражданла оборона тата уйрăм лару-тăру начальникĕ тата ыт.те. Унăн пурне те курса, пĕлсе тăмалла‚ кĕтмен лару-тăрура тĕрĕс йышăну тумалла. Ăслă та анлă тĕнче курăмлă, аслă пĕлÿ илнĕ çын çеç çак ята тивĕçлĕ.

Анатолий Васильевич Антонов çакăн пек çынсенчен пĕри тесен пĕрре те йăнăш пулмасть. Вăл ПР çут ĕç отличникĕ‚ Халăхсен туслăх орденĕн кавалерĕ, вăтăр çул ытла шкул ертÿçи пулса вăй хунă‚ темиçе ăрури вуншар вĕренекене «пысăк пурнăçа путевка» панă.
Пирĕн герой Чекмагуш районĕнчи Юмаш ялĕнче 1955 çулхи август уйăхĕн 20-мĕшĕнче колхозниксен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Ытти ял ачисенчен вăл нимпе те уйрăлса тăман‚ вĕсем пекех хăйĕн пиччĕшĕсемпе ашшĕ-амăшне пулăшса‚ выляса çитĕннĕ. 1962 çулхине пĕчĕк Толя Юмашри сакăр класлă шкула пĕлÿ пухма кайнă‚ 1970 çулхине асăннă шкула вĕренсе пĕтернĕ. Икĕ çул кÿршĕллĕ Митри-Аюпово ялĕнчи вăтам шкула пĕлÿ илме çÿренĕ хыççăн алла аттестат илнĕ.
- «Ăçта вĕренме каймалла? Мĕнле специальность алла илмелле-ши?» текен ыйтусем çуралчĕç, - аса илет хăйĕн çамрăклăхне Анатолий Васильевич. - Аттепе анне‚ тăвансем мана‚ çамрăка‚ канашсем пама тытăнчĕç: «Акă‚ виççĕмĕш сыпăкри тăвану‚ санăн пиччÿ Бирск хулинчи педагогика институтне пĕтерчĕ‚ алла диплом илчĕ. Шкулта нумай та ĕçлемерĕ‚ (çур çул е çулталăк кăна тăрăшрĕ) ăна райкома ĕçе илчĕç. Аслă пĕлÿ илнĕ çынсем пысăк вырăн йышăнаççĕ тата хисепре. Эсĕ те педагогика институтне вĕренме кĕрсен лайăх пулмалла». Аслисем каланине шута илсе‚ эпĕ пиччепе пĕрле Ĕпху хулинчи Пушкăрт патшалăх педагогика институтне документсем пама тухса кайрăмăр. Институтра виçĕ факультетра çеç вырăн пурччĕ: филологи‚ ют чĕлхесен тата физикăпа математика.
Ĕнерхи шкул ачине физикăпа математика факультечĕ кăмăла кайнă. Мĕншĕн тесен шкулта вăл çак предметсене питĕ юратса вĕреннĕ. Унсăр пуçне ашшĕ-амăшĕ ĕçе е хăнана кайсан шăпăрлансем «учитель» пулса вылянă. Çакă та шкул пĕтерекен каччăн чунĕнче тарăн йĕр хăварнă. Экзаменсене лайăх тытса‚ Анатолий студент билетне алла илме тивĕçнĕ. Пилĕк çул хушши вăл кунран кун аслă пĕлÿ гранитне «кăшлан㻂 аталаннă‚ тавра курăмне ÿстернĕ. Çакна та палăртса хăвармалла‚ студент лайăх вĕреннĕ‚ уйăхсерен стипенди илнĕ. Тĕрлĕ ăслăлăх конференцисене те хутшăннă. Сăмахран, VII студентсен пĕтĕмĕшле наукăпа практика конференцийĕ (1975 ç.‚ Ĕпхÿ)‚ XXXI студентсен наука конференцийĕ (1977ç.‚ Челябинск). Анчах та ашшĕ-амăшне ывăлне вĕрентме çăмăлрах‚ кĕсьере те кăштах укçа пултăр тесе Толя 4-5 курссенче «Оптикăра» лаборант та пулса ĕçленĕ. 1977 çулта Анатолий аслă шкула пĕтернĕ. Алла диплом илнĕ хыççăн çамрăк специалист тăван района таврăннă. Вĕрентÿ пайĕн ертÿçи аслă пĕлÿ илнĕ качча Старо-Сурметово (Чекмагушпа Шаран районĕсен чиккинче вырнаçнă ял) тутар ялĕнчи сакăр класлă шкула ĕçлеме направлени панă. Ĕнерхи студентăн шкул директорĕн тивĕçĕсене пурнăçламалла‚ унсăр пуçне физикăпа математика урокĕсене те ертсе пымалла пулнă. Ĕнерхи студент асăннă ял ăçта вырнаçнине те‚ унта мĕнле транспортпа каймаллине те пĕлмен. Мĕншĕн тесен вăл вăхăтра автобуссем çÿремен. Çамрăк вĕрентекен ĕç вырăнне çынсенчен ыйткаласа çула май машинăпа ларса çитнĕ.
- Икĕ-виçĕ уйăх ĕçлесен‚ мана вĕрентекенсемпе (вĕсем хушшинче ватă учительсем те пурччĕ) вĕренекенсем «абый» тесе чĕннине асăрхарăм. Хăш енчен эпĕ вĕсемшĕн «абый-ши» тесе пуç ватма тытăнтăм. Çамрăк вĕт-ха эпĕ‚ 22 çулхи каччă çеç. Пĕрре завучран мĕншĕн мана шкулта «абый» тесе чĕннине ыйтрăм. Тутарсем шкул директорне хисеплесе «абый» тесе чĕнеççĕ имĕш. Çапла эпĕ, чăваш ачи, «абый» пулса тăтăм, - тет ултă теçетке урлă каçнă кĕрнеклĕ арçын хăйĕн ĕç биографин пуçламăш çулĕсене куç умне кăларса тăратнă май.
Анатолий Васильевич шкул директорĕпе учитель ĕçĕсене тивĕçлĕ пурнăçласа пынă. Пуçлăхсенчен пĕр критикăллă сăмах та илтмен. Канмалли кунсенче килне таврăнса çÿренĕ. Юлташĕсемпе тĕл пулнă. Çулталăк хушши Анатолий Антонов тутар ялĕнчи шкулта вăй хунă. Чунĕ тăван ял еннелле туртнипе 1978 çулта çамрăк вĕрентекене Юмашпа кÿршĕллĕ Митро-Аюпово ялĕнчи вăтам шкула ĕçлеме куçарнă. Унта Анатолий Васильевич директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса тăрăшнă. Ачасене хăйĕн юратнă предмечĕсем тăрăх пĕлÿ пама та‚ тавра курăмĕсене анлăлатма та ĕлкĕрнĕ. Икĕ çул хушши А.В.Антонов директор çумĕн (хăш чухне директор ĕçĕсене те пурнăçланă) лавне туртнă.
1980 çулта вара Анатолий Васильевич тăван яла таврăннă. Çав çулах Юмашри (1978 çулта Юмашри сакăр класлă шкул вăтам шкул пулса тăнă) вăтам шкулта ĕçлеме пикеннĕ. А.В. Антонов 30 çул тăван шкулта директор пулса вăй хунă. Вăл опытлă ертÿçĕ‚ ăста специалист‚ пысăк пĕлÿллĕ çын‚ пултаруллă педагог. Анатолий Васильевич ĕçленĕ тапхăрта вĕрентÿ процесĕ тата педагогсен ĕçĕ тĕпрен улшăннă. Вĕрентекенсем кашни ачан уйрăмлăхне (физиологи‚ психологи‚ ăс-тăнпа çул-ÿсĕм аталанăвĕсене) шута илсе çĕнĕ программăпа ĕçленĕ. Анатолий Антонов тăрăшнипе ялти шкулта профильлĕ (химипе биологи тата математика предмечĕсене тарăннăн вĕренекенсем) классем уçнă. Çак предмесене кăмăллакансемшĕн тата асăннă предметсемпе çыхăннă профессисене суйласа илекенсемшĕн çĕнĕлĕх уйрăмах вырăнлă пулнă. Мĕншĕн тесен ĕнерхи шкул ачисем институтсемпе университетсене вĕренме кĕме экзаменсене лайăх тытнă‚ бюджетлă вырăнсене вырнаçнă. Унсăр пуçне директор тĕрлĕ инстанцисем тăрăх çÿренине пула, районта пуçласа Юмашри шкулти пÿлĕмсене электричествăпа ăшăтма тытăннă. Ачасене хĕл кунĕсенче уборнăйне çÿреме сивĕ тесе шкул çуртĕнче ăшă туалетсем хута янă. Классемпе коридора‚ учительсен пÿлĕмне илемпе хăтлăх кĕртес тесе пĕрремĕш евроремонт тунă. Çавăн пекех Анатолий Васильевич çине тăнипе шкулта 1989 çулта краеведени музейĕ уçнă. Арçын ертÿçĕ Юмашри шкулта ĕçленĕ çулсенче (1980-2010çç.) шкулта хăйсен профессине юратакан‚ ачасемшĕн чунне пама хатĕр пултаруллă педагогсен коллективĕ йĕркеленнĕ. Вĕрентекенсем регионти тата район шайĕнчи семинарсем ирттернĕ. Учительсем те‚ ачасем те шкул ятне çÿллĕ шайра тытма тăрăшнă. Çакă вара директор хăйне должноçра мĕнле тытнинчен килнĕ.
Малалли хаçатăн 18№.
Ирида НОВИКОВА.
Чекмагуш районĕ, Юмаш ялĕ.
Читайте нас: