Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Кун-çул каçалăкĕ
30 Декабрӗн 2019, 13:24

Анне, аннемĕр. Тĕнчере санран хакли çук….

Тĕнчере аннесем нумай, анчах та кашни çыннăн вăл пĕрре. Мĕн ачаран пире юрату тата ăшă туйăмсем парнелекенни те вăлах. «Ачасем пĕлĕт çинче амăшĕсене хăйсем суйласа илеççĕ» тенине те илтнĕ. Апла пулсан эпир хамăр аннене суйласа илнĕ чухне йăнăшман.

Пирĕн аннене Зоя Алексеевна Трифонова тесе чĕнеççĕ. Вăл 1935 çулхи январь уйăхĕн 5-мĕшĕнче Авăркас районēнчи Шланлă ялĕнче çуралнă. Вĕсен çемйинче виçĕ ача пулнă. Анне - чи асли. Хăйĕн йывăр ачалăхне час-часах аса илсе вăл çапла каласа парать: «Выçлăх вăхăтĕнче çĕр çинче мĕнле кăна курăк ÿсет, пурне те ас тивсе пăхнă. Унсăр пуçне çуркунне колхоз ани çинчен шăннă улма пуçтарса килеттĕмĕр. Вĕсене анне типĕтсе, авăртса, икерчĕ пĕçерсе паратчĕ».
Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче пурне те йывăр килнĕ. Фашистла Германи Совет Союзĕ çине вăрă-хурахла тапăннă вăхăтра анне улттăра пулнă.1941 çулхи август уйăхĕн 9-мĕшĕнче ашшĕ, манăн кукаçей, вăрçа тухса кайнă. Кил-çуртри ĕçсем пурте анне çине тиенсе юлнă. Кукамай иртен пуçласа тĕттĕм пуличчен колхозра ĕçленĕ. Часах хăрушă хыпар килсе çитнĕ - 1942 çулхи май уйăхĕнче аннен ашшĕ йывăр сурансене пула госпитальте вилнĕ. Йывăрлăха пăхмасăр, анне 9 класлă пĕлÿ илнĕ. Шкулта питĕ лайăх, тăрăшса вĕреннĕ, малалла та вĕренме ĕмĕтленнĕ. Анчах çитмен пурнăç «ура хунă». Вăл амăшне йăмăкĕпе шăллĕне ÿстерме пулăшас тесе ялтах юлнă.
Çитĕнсе çитсе хĕр пÿне кĕрсен1960 çулхине Меселпуç ачине Давыд Трифонова качча тухать. Вĕсем аттепе пĕрле ултă ача çуратса ÿстернĕ. Эпир аттепе аннерен тĕслĕх илсе, вĕсем пек тăрăшуллă тата чăн-чăн пулăшакансем пулма, лайăх вĕренме тăрăшнă. Пĕчĕклех пурне те ĕçлеме хăнăхнă: ĕне те сунă, выльăх-чĕрлĕх те пăхнă, пахчара та ĕçленĕ, пÿрт-çурта та тирпейленĕ.
Вун пилĕк çул анне Мичурин ячĕпе хисепленекен колхозра кăшман-сухан ани çинче вăй хунă.1975 çултан пуçласа вăл Меселпуç ялĕн почта уйрăмĕнче почтальонка пулса ĕçлеме пуçланă. Вăл вăхăтра çынсем хаçат-журнал нумай çырăнса илнĕ, район хаçачĕ кăна ялта 180-190 экземпляра çитнĕ. Хушнă ĕçе пурнăçланине çирĕп ыйтнă, хаçат-журнала мĕнле çанталăк пулсан та салатмалла пулнă. Хĕллехи вăхăтра çил-тăман çулсене хупласа кайсан, почта машини яла темиçе кун кĕреймен. Çав вăхăтра уйрăмах йывăр пулнă. Пĕтĕм çемйипе аннене пулăшаттăмăр. Шкулти уроксем хыççăн почта кĕрсе, хаçатсене илсе, икĕ урама салататтăмăр. Пирĕн анне питĕ яваплă çын, çавăнпа вăл тăман пулсан та, витререн тăкнă пек çумăр çусан та килнĕ хаçат-журнала çав кунах салататчĕ. Çавăншăн ăна ял çыннисем паянхи кунччен те ырăпа асăнаççĕ. Анне халĕ те район хаçатне, «Урал сассине» тата тĕрлĕ журналсем çырăнса илсе вулать. Çуралнă кун ячĕпе е уяв ячĕпе ачисене хаçат-журнал çырăнса парнелет.
Юратă та хаклă анне пенсине тухсан та ывăннине пĕлмесĕр 5 çул ĕçлерĕ. Хăйĕн ĕçĕнчи тăрăшулăхшăн вăл «Ĕç ветеранĕ» тата ултă ача çуратса çитĕнтернĕшен «Ача амăшĕн» медальсене илме тивĕçнĕ.
Пире анне туслă пурăнма, çывăх çынсене юратма, хисеплеме, пĕр-пĕрне пулăшма, ĕçлеме вĕрентрĕ. Çамрăк чухне кашни уява çĕнĕ кĕпе çĕлесе тăхăнтартатчĕ, çăм çиппинчен тĕрлĕ эрешлĕ палассем тĕртетчĕ, алса-чăлхасем çыхатчĕ. Анне нихăçан та çыннăнне хапсăнман, кашни çынна пулăшма хатĕрччĕ. Аннепе атте пире пурнăç çулĕ çине кăларчĕç. Пирĕн çемьере тракторист, сварщик, строитель, суту-илÿ ĕçченĕ, вĕрентекен, муниципаллă служащий пур.
2011 çулхине сарăмсăр инкек хыççăн, пирĕн аннен пĕр урине касса илчĕç. Чупса çÿрекен çын инвалид пулса тăчĕ. Тăххăрмĕш çул ĕнтĕ вăл инвалид коляски çинче. Эсир, хисеплĕ вулакансем, Зоя Алексеевна, чÿречерен пăхса ларать тесе уйлатăр-и? Çук! Унчченхи пекех вĕсем пысăках мар хуçалăх тытаççĕ, пахча çимĕç ÿстереççĕ. Çăм арласа ачисемпе мăнукĕсем валли алса-чăлха çыхать, кашни кун вĕсене кĕтет. Паянхи куна унăн 12 мăнук тата 7 кĕçĕн мăнукĕ. Сусăр пулнине пăхмасăр, унра мĕн чухлĕ хастарлăх, шанчăклăх, çĕкленÿпе хавхалану. Çулпа çамрăк пулмасан та вăл çăварта ирĕлсе тăракан икерчĕсем, кукăльсем пĕçерет. Унпа юнашар эпир хамăра телейлĕ туятпăр. Эпир ăрăскаллă ачасем: пирĕн юратнă, пирĕшĕн тăрăшакан, пирĕншĕн пăшăрханакан анне пур.
Ача чухне эпир анне ирех тăрса чи кайран выртнине, ирпе кăнтăрла, каçпа ăшă апат пиçнине, яланах таса тумтир пулнине, шкула пуçтарăннă çĕре кăмакаран кукăльсем пиçсе тухнине курнă. Мĕнле ĕлкĕрнĕ-ши вăл? Халь те вăл пиртен нимĕн те ыйтмасть, пулăшу кĕтсе тăмасть. Вăй çитнĕ таран хăй тума тăрăшать, кунĕпе кустарать хăйĕн коляскине. Хăйне йывăр пулнипе ыратнине те пире систересшĕн мар. Вăл пирĕншĕн, хăйĕн ачисен, ăрăскалĕсемшĕн пурăнать тесен йăнăш пулмĕ.
Пирĕн анне - хастар хĕрарăм. Чиркĕве çÿреме, ачасене тĕне кĕртме чарнă вăхăтра вăл пире те тĕне кĕртнĕ, Турра ĕненме пăрахман. Хăй каланă тăрăх, Турра ĕненни ăна йывăр вăхăтсене тÿссе ирттерме пулăшнă. Халĕ те вăл, инвалид пулсан та, ялти чиркĕве кашни кĕлĕ вăхăтне кайма васкать.
Кăçал пирĕн аттепе анне пĕрлешнĕренпе 60 çул пулать. Турă хуштăрччĕ çав уявра тăвансемпе, çывăх çынсемпе савăнма.
Юратнă та хаклă анне, эпир пурте сана юрататпăр тата нумай-нумай çул пурăн пире хавхалантарса. Тăван кил чÿречинче çутă ан сÿнтĕрччĕ.
Хисеплĕ вулакансем, упрар аннесене, вĕсем сывă чухне эпир ачасем…
Тамара КАРАМЗИНА хĕрĕ.
Авăркас районĕ, Меселпуç ялĕ.
Читайте нас: