Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Кун-çул каçалăкĕ
25 Мартӑн 2020, 13:24

Мухтанатпăр санпа, Гена пичче

Геннадий Витальевич Колесников ырă кăмăллă та сăпайлă, йĕркеллĕ те пултаруллă çын. Вăл ĕмĕрĕпех Пелепейри начар куракансен обществинче ĕçленĕ. Ĕçлĕ пурнăçĕн малтанхи утăмĕсене 1964 çулта «Белавтодеталь» предприятире пуçланă. Кунта пултаруллă качча тÿрех асăрханă, ăна профком председательне суйланă. Чылай çул вăл начар куракансен ушкăнĕнче çак должноçра тăрăшнă. Кашни çыннăн сывлăхĕшĕн, нуши-терчĕшĕн пăшăрханнă. Пăшăрханнă кăна мар, чĕрине çывăха илсе пулăшма та васканă.

Хăй йĕркеллĕ пулнăран çамрăк ертÿçе организацире питĕ хисепленĕ, унăн сĕнĕвĕсене яланах ырласа йышăннă. Хăйĕнчен ытларах, çынсемшĕн тăрăшасси унăн уççăнах палăрнă. Юрра-ташша ăста пулнăран качча КСРЦ (культурно-реабилитационный центр) директор должноçне шанса панă. Час-часах хăйĕн организацийĕнче Геннадий Витальевич тĕрлĕ конкурссем, кану каçĕсем ирттернĕ. Вĕсен ушкăнĕ хула, район, республика, Раççей шайĕнчи тĕрлĕ мероприятисемпе конкурссене хутшăннă. Çывăхри ялсене те час-часах концертсемпе тухса çÿренĕ. Вĕсен ушкăнĕ Уралпа Атăл тăрăхĕнчи конкурссенче кăна мар, пĕтĕм Раççейĕпе иртекен Волгоград, Пермь, Свердловск, Мускав хулисенче те малти вырăнсене йышăннă, çитĕнÿсемшĕн чылай Хисеп хучĕ, Тав çырăвĕ, парнесене тивĕçнĕ. Г.В. Колесниковăн сăн ÿкерчĕкĕ 10-15 çул Пелепей хулинчи Хисеп хăми çинче те çакăнса тăнă. Хисеплĕ Геннадий Васильевич ятне Ĕпхÿре 2015 çулта тухнă «Годы и люди страницы истории Башкирской республиканской организации Всероссийского общества слепых» кĕнекене те кĕртнĕ. Вăл - Ĕç ветеранĕ. 2010 çулта ăна Пушкăртстан Республикин Хисеп хучĕпе наградăланă. Çавăн пекех Пушкăртстан Республики 100 çул тултарнă ятпа медальпе чысланă.
Çемйинче те унăн килĕшÿлĕх, йĕркелĕх хуçаланать. Питĕ ăслă та пултаруллă Роза Васильевнăпа вĕсем 48 çул пĕрле пурăнаççĕ. Мăшăрĕ те çак обществăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Икĕ ывăл çитĕнтернĕ вĕсем. Асли (Дима) пĕр, кĕçĕнни (Саша) икĕ институт пĕтернĕ. Иккĕшĕ те çемьеллĕ. Колесниковсен виçĕ мăнук (Егор, Ксения, Елена) çитĕнет. Ывăлĕсем ĕçре те, çемьере те, ашшĕ пекех йĕркеллĕ. Геннадий Васильевичăн çитĕнĕвĕсенче, паллах, мăшăрĕн, Роза Васильевнăн, тивлечĕ пысăк.
Ачалăхри çулĕсем Г.В. Колесниковăн тăван тăрăхĕнчен аякра иртнĕ. Тĕрĕс-тĕкел çуралнă ачан (вăл çемйинче асли пулнă) менингит чирĕпе чирленĕ хыççăн куçĕсем начарланнă. Ялти шкулта пĕрремĕш класс пĕтернĕ хыççăн пĕчĕк Генăна Белорецкри ятарлă шкула янă. Ашшĕ-амăшĕ питĕ куляннă, аслă ывăлне инçете леçмелле пулнă-çке. Вырăсла пĕр сăмах та пĕлмен ачана питĕ хĕн лекнĕ, ытти ачасем час-час кÿрентернĕ. «Ушкăнра пĕр чăваш ачи пурччĕ, çавă пулăшса пыратчĕ», - тет Геннадий ачалăхне аса илсе.Тăван ялне каникулсене çеç килсе çÿренĕ. Пĕчĕккĕн вырăсла та калаçма вĕреннĕ. Вĕренÿре çитĕнĕвĕсем те пулман мар.
- Аттепе аннене пысăкран та пысăк тав сăмахĕ калатăп. Вĕсем мана ятарлă шкула яман пулсан, тем пулĕччĕ манпа. Пурнăç çулĕ çапла пулнишĕн пĕрре те ÿпкелешместĕп, - тет хисеплĕ асатте ашшĕ-амăшне аса илсе. - Атте, вăрçă ветеранĕ, ман пата Белорецка килсе те каятчĕ. Пăшăрханнă, паллах, вĕсем, - тет сăмаха малалла тăсса хисеплĕ çыннăмăр.
Паянхи кун та вăл хăйĕн обществинче спорт инструкторĕ пулса вăй хурать. 70 çула çывхарать пулин те спортпа туслă: чупать, зарядка тăвать. Нихăçан та туртман вăл, ĕçкĕпе те иртĕхмен.
Геннадий Витальевич 1951 çулхи августăн 2-мĕшĕнче Кăратмасра çуралнă, хут çине вара çав çулхи октябрь уйăхĕнче çуралнă тесе çыртарнă.
Чăннипе те питĕ кăмăллă арçын вăл. Нихăçан та сассине хăпартса калаçнине, çилленнине курман-илтмен. Ялан çынна пулăшма васкать. Мăшăрĕ вара ăслăран та ăслă хĕрарăм. Килĕнче ялан тăван чăваш чĕлхипе калаçаççĕ. 40 çула яхăн пĕлетĕп çак çемьене. Халиччен пĕр начар сăмах та илтмен.
Зоя КОЛЕСНИКОВА.
Ермеккей районĕ.
Читайте нас: