Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Кун-çул каçалăкĕ
1 Апрелӗн 2020, 12:52

Пĕр курка сĕт пурнăçа çăлса хăварнă

Пушкăрт АССР тава тивĕçлĕ учителĕ Геннадий Иванович Павлов иртнĕ çул 75 çулхи юбилейнĕ паллă тунă. Çак вăхăт хушшинче савăнмалли те‚ хурланмалли те пайтах пулнă. Анчах вăл хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă: юратакан мăшăр‚ тимлĕ атте‚ хăйĕн ĕçне лайăх пĕлекен специалист тата шанчăклă юлташ. Тен‚ çавăнпа та вăл çынсен пысăк хисепне тивĕçнĕ.

Кинемей пулăшăвĕ
Г. И. Павлов 1944 çулхи октябрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Сĕнтĕрвăрри районĕнче‚ çемьере çиччĕмĕш ача пулса çуралнă. Амăшĕ ывăлĕ икĕ çулта чухне çĕре кĕнĕ. Геннадий çав тери пĕчĕк пулнипе çывăх çыннин сăн-питне пачах та астумасть. Çитменнине амăшĕпе ÿкнĕ сăн ÿкерчĕкĕ те пулман унăн.
- Мана‚ чи пĕчĕккине‚ ача çуртне илсе каясшăн пулнă. Анчах аслă пиччесемпе аппасем паман‚ хăйсем пăхса çитĕнтернĕ. Çакăншăн эпĕ вĕсене чун-чĕререн тав тăватăп‚ – тет Геннадий Иванович. – Ачалăх‚ чăн та‚ питĕ йывăр килчĕ: çи-пуç‚ çиме апат çителĕклĕ пулман. Çавăнпа манăн сывлăх питĕ начар пулнă. Пĕррехинче кÿршĕре пурăнакан кинемей мана шеллесе Галя аппана пĕр курка сĕт суса илме ирĕк панă. Пиччесемпе аппасем каласа панă тăрăх‚ çакă манăн пурнăçа çăлса хăварма пулăшнă.
Шкула кайма вăхăт çитсен‚ 1952 çулта‚ Клавдия Павловна - тăванĕ виçĕ пĕр тăван пиччĕшне Пушкăртстана илсе кайнă. Унта вĕсем Иглин районĕнчи Пятилетка ялĕнче тымар янă. Çакăнтах саккăрти Геннадий пĕрремĕш класа кайнă. Сакăр çулхи шкултан вĕренсе тухсан Кальтов ялĕнчи шкулта тата икĕ çул ăс пухнă.
Пур наукăсен патши
Ялти шкулта вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн Геннадий Пушкăрт патшалăх университечĕн физикăпа математика факультетне вĕренме кĕнĕ. Анчах пĕр уйăхран салтака кайма ячĕ тухнă. Чăваш каччи Польшăри çарсен Çурçĕр ушкăнĕнче виçĕ çул хушши служба иртнĕ. Демобилизаци хыççăн университетра пĕлÿ пухнă. Вăл лайăх вĕреннĕ‚ общество ĕçне хастар хутшăннă‚ студентсен канашĕн председателĕ те пулнă. Студент практикăна Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл шкулĕнче иртнĕ. Практика вăхăтĕнче пулас учитель хăйне лайăх енчен кăна кăтартнă. Çавăнпа районти коммунистсен партийĕ ПР Вĕрентÿ министерствине Геннадий Павлов выпускника университетран вĕренсе тухнă хыççăн Тинĕскÿл шкулне директор тивĕçĕсене пурнăçлама ходатайство çырса янă. Çапла Геннадий Иванович Тинĕскÿлти вăтам шкулăн «хуçи» пулса тăнă.
Пилĕк çултан вара ăна РОНО заведующийĕн тивĕçĕсене шанса панă. Çак ĕçре вăл 15 çул ырми-канми тăрăшса ĕçленĕ. Район влаçĕ улшăннă хыççăн Геннадий Ивановича Кармаскалă ялĕнчи 2№ шкула математика учителĕ пулса ĕçлеме куçарнă. Унта вăл 14 çул хушши ачасене математика вĕрентнĕ. Геннадий Иванович хăйĕн ĕçне тата ачисене çав тери юратнă. Тен‚ çавăнпа тивĕçлĕ кану вăхăтĕнче те шкула çул тытнă‚ ачасене пĕлÿ панă. Ĕç ветеранĕ ĕçре тăрăшса ĕçленĕшĕн темиçе хутчен Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ. Унсăр пуçне ăна ПР Вĕрентÿ министрĕн Хисеп хучĕсемпе чысланă‚ «Пушкăрт АССР тава тивĕçлĕ учителĕ» ята та панă. Çавăн пекех унăн пухмачĕнче «Хисеп палли» орден‚ «Çут ĕç отличникĕ» значок‚ «Аслă Çĕнтерĕве - 20 çул» медаль те пур. Геннадий Ивановича пĕр хутчен кăна мар Кармаскалă район Канашĕн халăх депутатне суйланă.
Лăпкă гавань
Г.И. Павлов пулас мăшăрĕпе Тинĕскÿл шкулĕнче практика иртнĕ вăхăтра паллашнă. Вăл кĕçĕн классене вĕрентекен Людмила Ефимовна пулнă, ăна пĕрре курсах килĕштернĕ. 1971 çулхи март уйăхĕнче çамрăксем çемье çавăрнă. Кăшт вăхăт иртсен вĕсен Марина ятлă хĕрĕ‚ унтан Сергей ывăлĕпе Наталья çуралнă.
Хĕрĕсем качча тухнă ĕнтĕ. Марина хăйĕн çемйипе Пишпÿлек районĕнче пурăнать. Наталья – Курскра. Сергей ял хуçалăх институтне пĕтернĕ хыççăн Фая мăшăрĕпе Пермь крайĕнчи Горнозаводск районне куçса кайнă. Вăл тăрăшнипе ĕçлекен организаци ăмăртура пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ‚ куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялава илме тивĕçнĕ.
- Директор хăй пенсие тухсан, тăрăшса ĕçленине кура, Сергея хăйĕн вырăнне хăварасшăнччĕ. Эпир вара çакăншăн питĕ хĕпĕртенĕччĕ. Кĕтмен çĕртрен инкек сиксе тухрĕ. 1997 çулхи июль уйăхĕнче пĕр предприниматель вăрманти уйăрнă лаптăк çинче (делянка) ĕçленĕ. Çак ĕçе йышăнма директор темиçе ĕçчене тата Сергея янă. Ĕçтешĕсем каласа панă тăрăх‚ киле таврăннă май вĕсем шыва кĕрсе тухма шут тытнă. Юхан шыва ишсе каçнă чух Сергей çухалнă. Фая çак хыпара пире телефонпа пĕлтерчĕ. Эпĕ ăна шырама çула тухрăм. Тупрăм‚ анчах кая юлтăм... Ывăл путса вилчĕ. Ăна тăван яла илсе таврăнтăмăр‚ кунтах пытартăмăр‚ – аса илет Геннадий Иванович.
Çак хурлăхлă пулăм Людмила Ефимовна çут тĕнчерен уйрăлнă хыççăн икĕ çултан пулса иртнĕ. Геннадий Иванович пĕччен пурăнма пуçланăранпа 25 çул çитнĕ. Çак вăхăт хушшинче вăл тепре авланасси çинчен шухăшламан та. Мĕншĕн тесен унăн мăшăрĕ чăн-чăн юратăвĕ пулнă. Ун пек юрату пурнăçра пĕрре кăна пулма пултарать. Вăл илемлĕ хĕрарăм‚ пĕртен-пĕр мăшăр‚ тимлĕ те юратакан анне сăнарĕпе çыхăннă асаилÿсене упрать.
Пирĕн геройăн вăрăм та тулли пурнăç. Ăна вăл тивĕçлĕ утса тухнă. Пурнăçри çухатусемпе йывăрлăхсене пăхмасăр Геннадий Иванович мĕн пуррипе кăмăллă. Вăл илемлĕ çемье çавăрнă‚ тивĕçлĕ ачасем çитĕнтернĕ. Паянхи кун ватă çыннăн чĕрине пилĕк мăнукĕпе икĕ кĕçĕн мăнукĕ савăнтараççĕ.
Милена ШАЙМАРДАНОВА.
Кармаскалă районĕ.
Читайте нас: