Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Кун-çул каçалăкĕ
1 Сентябрӗн 2021, 11:29

Хурамалăн пуçаруллă генералĕ

Семен Иванов Ĕпхÿ кĕпĕрнинче çуралса ÿснĕ генералсенчен пĕри шутланать. Ĕçлĕ пурнăçне те çакăнтах кадрти çар служащийĕнчен тытăннă.

Хурамалăн пуçаруллă генералĕ
Хурамалăн пуçаруллă генералĕ

Вăл командир курсĕсене пĕтернĕ‚ çарта тăнă май квалификацине ÿстернĕ. Çапла штаб начальникĕ пулса тăнă та. Унсăр пуçне вăл Граждан вăрçине хутшăннă‚ унтан яппунсене хирĕç çапăçнă. 1946-1951 çулсенче пĕлÿ пухнă хыççăн ăна Югославипе Румыни çарĕсене аслă çар канашçи пулма уйăрса лартнă. С.А. Иванов запаса кайнă хыççăн çемйипе Ĕпхÿ хулинче пурăннă.
Семен Акимович Иванов 1901 çулхи август уйăхĕн 26-мĕшĕнче Пелепей уездĕнчи Ермеккей вулăсĕнчи (халĕ Пушкăртстан Республикинчи Ермеккей районĕ) Хурамал ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ентешĕмĕр 1974 çулхи ноябрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинче вилнĕ‚ вăл Сергиев масарĕнче ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă.
Иванов генералăн кун-çулĕ вăл - Совет Союзĕн Хĕç-пăшаллă вăйсен биографийĕ. 1919 çулта чăваш каччи хăй ирĕкĕпе Хĕрлĕ Çар ретне тăнă‚ Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенче хĕсметре пулнă‚ çав шутра Эрĕнпур‚ Саратовпа Ĕпхÿ хулисенче‚ Инçет Хĕвел тухăçĕнче. Çавăн пекех 1936-1937 çулсенче çар çыннин тивĕçне Кавказ леш енчи Çар округĕнче те пурнăçланă. 1930-мĕш çулсенче ăна «класс сыхлăхне хавшатнăшăн» («за притупление классовой бдительности») çирĕп выговор панă‚ «халăх тăшманĕсемпе çыхăнăва кĕнĕ» тесе Пĕтĕм Раççейри большевик-коммунистсен партийĕнчен кăларнă. Апла пулин те вăл хăйĕн таса ятне тавăрнă. Характеристикăран: «Оперативлă тактика енчен лайăх хатĕрленнĕ. Лару-тăрăва хăвăрт ăнкарса илет. Тĕрĕс йышăнусем тума пĕлет. Йĕркелÿçĕ пултарулăхĕ те палăрать. Штаб ĕçĕпе çыхăннă пуян практика опычĕ пур. Çак ĕçе питĕ юратать. Çарсене ертсе пымалли ĕçе йĕркелеме пĕлет. Ăслă-тăнлă тата культурăллă пулнă пирки оперативлă документсене тĕрĕс çырать. Хăйĕн шухăшĕсене çăмăл та ăнланмалла пĕлтерет. Штаб занятийĕсене тата çар хатĕрленĕвне методика енчен ăста тата вĕрентÿллĕ йĕркелет». Малалла: «Иванов юлташ çирĕп дисциплинăллă‚ типтерлĕ тăхăнса çÿрет‚ хăйне аслисемпе тата ăна пăхăнакан çынсемпе этеплĕ (тактично) тытма пĕлет. Çирĕп кăмăллă‚ пуçаруллă‚ хастар çын. Сывлăхлă‚ йăрă тата ывăнма пĕлмест. Хăйне шанса панă пăшалтан лайăх перет».
Семен Иванов биографийĕнчен илнĕ фрагмент:
21.02.1952 ç. - Инçет Хĕвел тухăçĕнчи фронтăн 25-мĕш армин 208-мĕш стрелковăй дивизийĕн командирĕ;
09.05.1942 ç. - Инçет Хĕвел тухăçĕнчи фронтăн 15-мĕш армин штаб начальникĕ;
04.02.1943 ç. - генерал-майор;
14.12.1943 ç. - Инçет Хĕвел тухăçĕнчи фронтăн 35-мĕш армин штаб начальникĕ (икĕ çул ытла);
1944 çулхи июнь уйăхĕн 23-мĕшĕ-1945 çулхи август уйăхĕн 31-мĕшĕсенче С.А. Иванов 35-мĕш арми йышĕнче çар хирĕç тăрăвĕсене хутшăннă‚ çав шутра Харбинско-Гиринский тапăнмалли операцисем.
Семен Акимович нумай вĕреннĕ. Вăл - Пушкăрт командир (1927 ç.), М.В. Фрунзе ячĕллĕ Çар Академи тата К.Е. Ворошилов ячĕллĕ Аслă Çар Академи çумĕнчи академи курсĕсен выпускникĕ.
Семен Иванов ашшĕ‚ Аким Иванович‚ 1898 çулта çуралнă‚ Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă. Генералăн пиччĕшĕ Иосиф Иванов лейтенант 1938 çулта В.И. Ленин ячĕллĕ Ташкент çар училищине пĕтернĕ.
Иван ТАРАСОВ.
Ĕпхÿ хули.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: