Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Кун-çул каçалăкĕ
26 Июлӗн 2022, 11:03

Салтакăн тăлăх арăмĕ

Çĕршывра хресчен хуçалăхĕсен коллективизацийĕ пуçлансан пуян пурăнакан нумай çемьене раскулачить тунă. Вĕсен пурлăхне – хуралтисемпе çурчĕсене, ял хуçалăх хатĕр-хĕтĕрне тата килти выльăх-чĕрлĕхне – туртса илнĕ. Смоленск облаçĕнчи Пушкин ялĕнчен куçса килнисен пурте пулнă: пĕве, пилорама, мастерской, тимĕрçĕ лаççи, лавкка, хăна килĕ тата лаша вити. Ял çыннисем лаша ĕрчетнĕ, вĕсен Орлов ăрачĕ уйрăмах хисепре пулнă. Кашни çемье утар тытнă.

Салтакăн тăлăх арăмĕ
Салтакăн тăлăх арăмĕ

Пĕррехинче çĕрле çур ял çунса кайнă. Барановсен çемйи вут-çулăмра пĕтĕм пурлăхне çухатнă, çунакан лаша витинчен тухма ĕлкĕрнĕ пĕр ăйăр кăна тăрса юлнă. Вăл Игнат Барановăн юратнă лаши пулнă. Çурчĕ çуннă çынсем çĕнĕ вырăна, Пушкăрт çĕрне, куçса кайма шутланă. Вăрманти хутор илемлĕ Ключевка ятлă пулса тухнă. Çăлкуç унта паянхи кунчченех шăнкăртатать, халĕ те тутлă та тĕхĕмлĕ сивĕ шывне ĕçме пулать.
Игнат тата Анна Барановсен çемйи нумай ачаллă пулнă, вĕсен тăватă хĕрпе икĕ ывăл çитĕннĕ. Ывăлĕсем, Федот тата Владимир, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшмана хирĕç çапăçнă. Хĕрĕ Лидия 1942 çулта хăй ирĕкĕпе фронта кайнă, Сталинград патĕнче çапăçусене хутшăннă, телефонист-связист пулнă. Запасри сержант званипе вăл Сидоренко капитана качча тухнă. Лидия Игнатьевна вăрçă хыççăн пĕр çул шкулта ĕçленĕ. Каярахпа çемйипе Мускава куçса кайнă. Пиччĕшĕ Владимир та çавăнтах пурăнма куçнă, ашшĕпе амăшĕ – Пишкайăн ял Канашĕнчи Белогор поселокне.
Лидиян йăмăкĕсенчен пĕри, çирĕм çулхи Клава, вăрçă умĕн Пишкайăнти Николая качча тухнă. Вăл ĕçчен тата йÿрĕк (проворный) пулнă, ялти кирек мĕнле ĕçе те тума пултарнă. Ашшĕпе пĕр тан вăрман кăкланă, сухаланă, акнă. Хастар тата тÿрĕ кăмăллă çын пулнă. Качча тухсан вăл вун икĕ çынран тăракан пысăк çемьене лекнĕ. Пурте ăна юмартлăхшăн, ĕçченлĕхĕшĕн тата ырă кăмăлĕшĕн юратнă. Клавдия хунямăшне хуçалăхра пулăшма та, колхозра ĕçлеме те ĕлкĕрнĕ. Упăшки строитель пулса вăй хунă, хĕрарăм вара сахăр кăшманĕ çитĕнтерекен бригадăра звеньевойра тăрăшнă. Çамрăк мăшăрăн икĕ ача çуралнă, вĕсем хăйсем кил-çурт тытма пуçланă. Упăшкине 1940 çулхи кĕркунне фронта ăсатнă, урăх ăна нихăçан та курман. Николай Васильев Одесса хули патĕнче паттăрла вилнĕ. Инкек пĕччен çÿремест, пĕрин хыççăн тепри ачисем те пурнăçран уйрăлса кайнă. Клавдия Игнатьевна салтакăн тăлăх арăмĕ пулса тăнă.
Вăрçă вăхăтĕнче ялта хĕрарăмсем, ачасем тата ватă çынсем кăна юлнă. Вĕсем пурте тылра юлнисене пÿрнĕ йывăр тата çитмен пурнăçа тÿссе ирттернĕ. Çамрăк тăлăх арăм колхозра ĕçленĕ. Вăл вăрлăх тултарнă йывăр михĕсем йăтнă, çуракине хутшăннă, тырă вырнă тата çапнă, вăрман каснă. Ураран ÿкиччен ывăнса çитсен те юрăсем юрланă. Салтаксем валли хĕрарăмсем çĕр улми тата сухари типĕтнĕ, алсиш çыхнă, махорка хутаççи тĕрленĕ. Клавдия тăванĕсене тата çывăх çыннисене çухатнă тантăшĕсене хуйха тÿссе ирттерме пулăшнă. Пишкайăн ял Канашне 250 ытла çын вилни çинчен калакан хут килнĕ. Клавăна хуйхă хуçайман, вăл кăмăл-туйăмĕпе çирĕпрех пулса тăнă çеç. Хăйĕн пĕтĕм вăйне тата хастарлăхне ĕçе панă, яваплăхпа ĕçченлĕхĕшĕн ăна колхоз председателĕн çумне суйланă.
***
Çĕршывра иккĕмĕш çул юнлă вăрçă пынă. Арçынсем фронтра Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ. Çемье пуçĕ Андрей Иванов 1941 çулта вăрçа кайнă. Унăн арăмĕ Татьяна кĕтмен çĕртен чирлесе вилнĕ. Çемьере выçă пилĕк тăлăх ача тăрса юлнă, вĕсем шкула çÿремен. Çĕршыври пăтранăва пăхмасăр, райком тата çар комиссариачĕ урлă фронтран ашшĕне каялла тавăрма пултарнă. Аманнă, чирлĕ фронтовик Андрей Иванов 1943 çул вĕçĕнче хăйĕн ачисем патне таврăннă. Аслă хĕрĕ çав вăхăтра 13 çулта, кĕçĕн ывăлĕ иккĕре пулнă.
Клава ялти арçын хăйĕн пилĕк ачине ашшĕ-амăшĕ вырăнĕнче пăхнине, ăна мĕнле йывăр пулнине курнă. Çур çултан вăл Андрейăн пурнăç юлташĕ тата ачисемшĕн анне пулса тăнă. Ялта çак хĕрарăм ют ачасемшĕн чăн-чăн анне пулайĕ-ши тесе иккĕленнĕ, мĕн валли ăна çакăн пек чăрмав тесе шутланă. Çын сăмахне пăхмасăр, вăл вĕсене пĕтĕм чун-чĕрипе йышăнса юратнă. Упăшкипе вĕсем туслă, килĕштерсе пурăннă. Ачисене ÿстернĕ, çырма-вулама тата ĕçре кăна мар, пурнăçа та вĕрентнĕ. Арçын ачасем платник, столяр ĕçне пĕлнĕ. Хĕрсем арлама, кавир тĕртме, тĕрлеме тата çĕвĕ машинипе çĕлеме вĕреннĕ. Ивановсен çемйинче пĕрлехи тата тăватă ача çуралнă. Вĕсем пурте тивĕçлĕ çынсем пулса çитĕннĕ. Клава çĕнĕ çемьене килнĕ самантра икĕ çулта пулнă Коля авиаци институтне пĕтернĕ. Кайран вăл Павлодар хулинчи КПСС хула комитетĕнче ĕçленĕ. Çемье хăйĕн ачисен çитĕнĕвĕсемпе савăнса пурăннă. 1962 çулта ашшĕ тата упăшки, хăюллă салтакăн Андрей Даниловичăн чĕри тапма чарăннă. Клавăн чĕри вăрахчен ыратнă. Ачисем амăшне пĕччен хăварман, ывăлĕ Александр ун патне таврăннă. Вăл Ивановсен йăхне ашшĕ-амăшĕн кил-çуртĕнче малалла тăсма шутланă. Клава аппа пурне те амăшĕн юратăвне тата тăрăшулăхне пама май тупнă. Кăмакара ырă шăршăллă çăкăр пĕçерме юратнă. Çăкăр тутлă та хĕрелсе пиçнĕ, анне аллин ăшшипе тулнă тейĕн.
Ахаль вырăс хĕрарăмĕ, ĕççынни Клавдия Игнатьевна хуйха-суйха, çитмен пурнăçа парăнман. Унра чи кирли – амăшĕн ырă чĕри, ыркăмăллăх тата çывăх çынна пулăшма тăрăшни – пулнă. Ют çын ыратăвне хăйĕнни пек йышăнма пултарнă. Астăвасса, ашшĕ кĕçĕн хĕрне, Валечкăна, питĕ юрататчĕ. Вăл Чăваш Хурамал ялĕн яшне качча тухрĕ. Каярах хĕрарăм çапла калатчĕ: «Эпĕ телейлĕ çемьере, юратупа килĕшÿлĕхре ÿсрĕм. Аттепе анне пĕрле çирĕм çула яхăн тату пурăнчĕç. Хамăн ачасене эпĕ вĕсен тĕслĕхĕпе ÿстерме тăрăшатăп».
Клавдия Игнатьевна хăйĕн ватă ашшĕне Игнат Петровича нумай çул тăршшĕ пăхрĕ. Вăл юлашки çулсенче хĕрĕ патĕнче пурăнчĕ, 94 çула çитсе вилчĕ.
Александр ИВАНОВ.
Авăркас районĕ, Пишкайăн ялĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: