Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Кун-çул каçалăкĕ
27 Сентябрӗн 2022, 11:33

Ĕçре пиçĕхнĕ Крюковсем хисепе тивĕçлĕ çынсем

Ермеккей районĕнчи Эрехĕрри ялĕнчи Валерий Семеновичпа Юлия Григорьевна Крюковсем кăçал ылтăн туй паллă тунă.

Ĕçре пиçĕхнĕ Крюковсем хисепе тивĕçлĕ çынсем
Ĕçре пиçĕхнĕ Крюковсем хисепе тивĕçлĕ çынсем

Мăшăр каçхине кино вăхăтĕнче паллашнă. Пĕри кино кăтартнă пулсан, тепри ăна курма килнĕ. Çак тĕлпулуран каярах пысăк юрату пуçланнă та. 1971 çулхи ноябрь кунĕсенчен пĕринче çамрăксем туй кĕрлеттернĕ. Туслă çемьере пĕрремĕш ачи çуралсан (1972 çулхине) çамрăксем официаллă майпа çырăннă. Крюковсем тата икĕ ачана пурнăç парнеленĕ. Аллă çул пĕрле килĕштерсе пурăнакан мăшăр виçĕ ачине те тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ ватăсем мăнуксемпе савăнса, киленсе пурăнаççĕ.
Юлия Крюкова кÿршĕри Кăратмас ялĕнче çуралса ÿснĕ. Киномеханик профессине алла илнĕ хĕр хăй пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Çамрăк специалист 1970 çулта Пелепей хулинчи профтехучилище пĕтернĕ хыççăн «Урожай» колхоза ĕçлеме килнĕ. Юлия каçсерен пĕр ял çыннисене кино кăтартнă пулсан, кăнтăрла выльăх-чĕрлĕх фермин заведующий тивĕçĕсене пурнăçланă. Çу кунĕсенче ĕçчен те пултаруллă хĕр лагерьте моторист пулса вăй хунă. Çемье çавăрсан Юлия пĕчĕк пăрусене пăхма куçнă. Пенсие тухас умĕн пилĕк çул хушши МТФ ертÿçин лавне туртнă.
Юлия Григорьевнан пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 37 çулпа танлашать. Ĕç ветеранĕ каласа панă тăрăх, ĕлĕк колхоз малта пынă. Ĕне сăвăкансемпе выльăх пăхакансем, механизаторсем çанă тавăрса ĕçленĕ, район шайĕнче лайăх кăтартусем тунă, социализмла ăмăртусен çĕнтерÿçисем пулса тăнă. Юлия Крюкована нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçленĕшĕн «Ĕçри хастарлăхшăн» (1983ç.), «СССР халăх хуçалăхĕнче çитĕнÿсем тунăшăн» ВДНХ бронза медалĕсемпе, РСФСР Ял хуçалăх министерствин Дипломĕпе (1987ç.) чысланă. Унсăр пуçне виçĕ хутчен «Пилĕкçуллăх ударникĕ» палла тивĕçнĕ, районта малта пыракан 12 ĕçчен хушшинче Кубăра пулса курнă. Ют çĕршыв илемĕпе Кăратмас хĕрĕ пĕр уйăх киленнĕ. Çавăн пекех колхоз ăна Мускаври ВДНХра иртекен курава та хутшăнма майсем туса панă, анчах тĕрлĕ сăлтава пула унта кайма май çитереймен. Кăçал Юлия Крюкована Ермеккей район администрацийĕ «Ермеккей районĕн хисеплĕ çынни» чаплă ята парса чыс тунă.
Çемье пуçĕн те, Валерий Семеновичăн, ĕç стажĕ пысăк – 40 çул. Вăл колхозра сварщик пулса нумай çул вăй хунă. Унтан мĕн тивĕçлĕ канăва кайиччен фермăра мăшăрĕпе юнашар выльăх пăхнă. Унăн ĕçченлĕхĕпе тăрăшулăхне влаçсем хăй вăхăтĕнче пысăк хак панă. Валерий Семенович темиçе хутчен социализмла ăмăртусен çĕнтерÿçи ята тивĕçнĕ. Унăн пухмачĕнче те медальсем пулнă. Анчах вĕсене, ĕçе тухса каяс умĕн, ачисене выляма панă. Çапла наградăсем çухалса пĕтнĕ.
Юлашкинчен çакна каласшăн: ĕçре, ял-йышра ырă ят çĕнсе илнĕ Крюковсем чыс-хисепе тивĕçлипех тивĕç. Мăшăр пурнăç тăршшĕпех ĕçре пиçĕхнĕ. Хăйсем те ĕçченлĕхпе йĕркелĕхе хисепленĕрен ыттисене те вĕсем çак тĕп хаклăхсене пăхăнса пурăнма сĕнеççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Ермеккей районĕ, Эрехĕрри ялĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: