Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Кун-çул каçалăкĕ
15 Ноябрӗн 2022, 14:00

Александр Никифоров: «Хамăн пурнăçра нимĕн те улăштармăттăм»

«Александр Семеновичран тÿрĕ кăмăллăрах, йĕркеллĕрех, ырăрах çын тĕл пулман», – пĕр шухăшлă пулса калаççĕ ун çинчен юлташĕсемпе ĕçтешĕсем. Çур ĕмĕр çĕршывшăн, халăхшăн тăрăшнă хисеплĕ Александр Никифоров çак кунсенче 75 çулхи юбилейне паллă тунă.

Александр Никифоров: «Хамăн пурнăçра нимĕн те улăштармăттăм»
Александр Никифоров: «Хамăн пурнăçра нимĕн те улăштармăттăм»

Пурнăç паракансем
Ĕçлĕ пурнăç пуçлансан Александрăн час-часах: «Эсир Семен Порфирьевичăн ывăлĕ мар-и?», – тенине илтме тÿр килнĕ. «Çавна пула хама аван мар туяттăм. Каярах вăл пурнăçран уйрăлсан атте мăн аслашшĕ-асламăшĕсен историне, йăли-йĕркисене малалла тăсакан тивĕçлĕ çын пулнине пĕлтĕм. Пĕр палламан çынсем атте тÿрĕ кăмăллă, йĕркеллĕ çын пулни çинчен каласа паратчĕç. Манра пур чи ырри, чи лайăххи аттепе аннерен куçнă», – тесе калать ашшĕпе амăшĕн тивĕçлĕ ывăлĕ.
Семен Порфирьевич çирĕп ыйтакан, анчах та ачисене хытă юратакан атте, тĕслĕхлĕ çемье пуçĕ пулнă. Отделени, взвод командирне, Сталинград çапăçăвне хутшăннăскере III степеньлĕ Мухтав орденĕпе, пилĕк медальпе наградăланă. Виçĕ хут аманнă хыççăн 1946 çулта демобилизацие лекнĕ. Мирлĕ пурнăçра Эрехĕрринчи ял Канашĕн председателĕ, К.Маркс ячĕллĕ колхоз председателĕ пулса ĕçленĕ.
Амăшĕ, Юлия Дмитриевна, Пелепей районĕнчи Этĕл ялĕнче çуралнă. Ялти шкулта вĕрентекен пулса ĕçленĕ, темиçе ăрăвăн пĕрремĕш учительници пулнă. «Пирĕн иккĕмĕш анне», – ăшă туйăмпа каланă ун çинчен вĕренекенĕсем. Никифоровсен çемйинче тăватă ача кун çути курнă: пĕрремĕш пулса Александр (ăна Порфирий аслашшĕ вăрçăра çухалнă ывăлĕн ятне панă) çуралнă, унтан Валентина, Татьяна, Зинаида хĕр ачасем çут тĕнчене килнĕ.
Семенпа Юлия тĕлĕнмелле ĕçчен те йĕркеллĕ çынсем пулнă. Ял-йыш вĕсен çинчен: «Никифоровсем кил-çурт, хуçалăхшăн тăрăшакан, тирпейлĕ, йăласене пăхăнакан çынсемччĕ» тесе каланă. Çак сăмахсене йăх-несĕл çинчен çырнă буклетран илнĕ.
Саша пĕрремĕш класа Енкрел ялĕнчи шкула вĕренме кайнă, ăна пĕтерни çинчен çирĕплетекен аттестата Эрехĕрринчи пĕлÿ çуртĕнче илнĕ. Александра шкулта вĕренме çăмăл пулнă. Çичĕ класс хыççăн вăл пысăк квалификациллĕ, вăйлă кадрсене хатĕрлекен Пелепейри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Çамрăк специалиста 1965 çулта Кăратмас шкулне ĕçлеме янă. Вун сакăр çулхи педагог çулталăк хушшинче шкул директорне çити «ÿссе çитнĕ». Баян ăста калама пĕлекенскер хастар та пултаруллă çынсене пĕр тĕвве пуçтарнă, хăйпултарулăх ушкăнĕ йĕркеленĕ, вĕсем çинчен пĕтĕм район пĕлнĕ. Юрă-кĕвĕ ăсти çеç-и-ха‚ спортсменсене те ăмăртусене хатĕрленĕ. Каярах Александр Никифоров хĕсмете Украинăри Ковель хулинчи сывлăшран тапăннинчен хÿтĕленмелли зенитпа ракета çарне лекнĕ. Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă çулсене юбиляр пурнăçри лайăх тапхăрсенчен пĕри пек аса илет.
Юрату çинчен
Çакăн пек ят панă Никифоровсен кун-çулне сăнлакан буклета Люба мăнукĕ. Журналист пĕлĕвне алла илнĕ Любовь иллюстрацисемпе илемлетнĕ буклетра çывăх çыннисем çинчен çырса кăларнă. Пулни-иртни вара кĕнеке кăлармалăх та çитмелле. Çамрăк вĕрентекенпе шкулта вĕренекен хĕр ача хушшинче çуралнă çутă та çепĕç юрату туйăмĕн телей патне çитиччен чылай тĕрĕслев витĕр иртмелле пулнă. Кунта çамрăксен ÿсĕмĕсем тĕрлĕ пулни те, хĕрпе каччă тĕрлĕ наци çыннисем пулни те, Александр çарта 3 çул службăра тăни те хĕнлĕхсем кăларса тăратнă. Çитменнине тата хĕрĕн амăшĕ те хирĕç пулнă. Анчах та чăн-чăн юратушăн нимĕнле чăрмав та çук.
Çапла 2021 çулта Люция Талбутдиновнăпа Александр Семенович ылтăн туй уявланă. Йĕркене кĕнĕ пулă кунĕнче. Çакăн пек ят панă Никифоровсен çемйинче август уйăхĕн 19-мĕшне – çемье чăмăртаннă куна. Асăннă паллă кунра çемье пуçĕ мăшăрне кĕл чечекĕн çыххине парнелет. Сĕтел çи тутлă апатпа тулать. Чи чаплă вырăнта пулăран хатĕрленĕ çимĕç. Çакă вара Александр Семенович çемье чăмăртанни пĕр çул çитнĕ кун карп тытнипе паллă пулнă.
Пирĕн геройăн пурнăçри юлташĕ Люция Талбутдиновна – педагогика ĕçĕн ветеранĕ, аслă категориллĕ вĕрентекен, РСФСР çут ĕç отличникĕ. Ĕмĕр тăршшĕ Ермеккей ялĕнчи шкулта ачасене математикăпа информатика предмечĕсене вĕрентнĕ. Ĕç стажĕ 32 çулпа танлашать.
Люция Талбутдиновна Александр Семеновичшăн шанчăклă тус, кил вучахĕн тата Никифоровсен çемйин йăли-йĕркисен управçи. Çемье пуçĕ хăйне мăшăрĕпе ăнни çинчен темиçе хутчен те палăртрĕ: «Маншăн вăл питĕ хаклă, пысăк пĕлтерĕшлĕ çын. Чăтăмлăскер яланах манăн вичкĕнлĕхе (резкость) çемçететчĕ, киле кая юлса таврăннине ăнланса йышăнатчĕ. Ачасене ачаш, çав вăхăтрах çирĕп ыйтса воспитани паратчĕ», – тесе çырнă буклетра Александр Семенович мăшăрĕ çинчен.
Çак çепĕç те илĕртÿллĕ, ăслă, интеллигентлă хĕрарăмпа калаçнă хыççăн вăл Никифоров çемйин тĕнче «тĕнĕлĕ» пулнине лайăх ăнланатăн.
«Строительство ĕçĕсемпе хавхаланса пурăнтăм»
– Ĕçе илме ыйтса çыракан заявлени епле çырмаллине те пĕлместĕп. Эпĕ ăна нихăçан та çырман, мана ялан направленипе яратчĕç, – ĕçлĕ пурнăçĕ çинчен каласа парать Александр Никифоров.
Александр Семенович хуть те хăш должность йышăнсан та ăна яланах ăнăçу кĕтнине палăртса хăвармалла. «Ăрăскаллă» тейĕр эсир, эпĕ «ĕçчен» тесе хуравлăп. Тата вăл ăста строитель тесе хушса хурăп. Анчах та пурин çинчен те йĕркипе çырса кăтартар.
Çар хĕсметĕнчен таврăнсан маларах ăслă та пултаруллă шкул директорĕ пулса ĕçленĕ специалиста район хаçат редакцине яраççĕ. Хаçат редакторĕ Тагир Хамидуллин Александра çырусен уйрăмĕн заведующийĕ пулса ĕçе йышăнать. Çак майпа Енкрел каччи район центрĕнче тĕпленет. Тăватă çул хушшинче ĕç опытне пуянлатать, администраципе, общественноçпа çыхăнусене йĕркелет, çемье çавăрать. Мĕн пĕчĕкрен чунĕнче пысăк вырăн йышăнакан музыкăна та пăрахмасть. Культура çурчĕ çумĕнче пуçласа вокалпа инструменталлă ансамбль йĕркелет. Хăй ăсталанă электрогитарăпа калать.
1973 çулта Александр Семеновича район Канаш ĕçтăвкомĕн культура пайĕн ертÿçин ĕçне шанса параççĕ. Асăннă отрасльте ĕçсем ăнăçлах пыман: пĕчĕк йывăç çуртри клуб, кадрсен çитменлĕхĕ. Çамрăк ертÿçĕ çĕнĕ культура вучахĕ хăпартас шухăшпа хавхаланса каять, вунă çул тăршшĕ хăйĕн тĕллевне пурнăçлас тесе тăрăшать: СССР финанс министрĕ, Министрсен Канашĕн председателĕ ячĕпе çырусем çырать. Влаçсем укçа-тенкĕ уйăрнă хыççăн Новосибирск хулине проект патне каять. Витражистсен тата мраморщиксен бригадисене Мускав хулинчен чĕнсе илет, хăйĕн пысăках мар хваттерĕнче вĕсене вырнаçтарать. Эрнере виçĕ хутчен Ĕпхÿ хулине çÿреме тÿр килет.
– Вăл килтен тĕттĕмле тухса каятчĕ, ачасем çывăратчĕç. Каялла таврăннă тĕле çĕрле пулатчĕ, ачасем ашшĕне кĕтсе илеймесĕрех çывăрса каятчĕç. Алеша ывăл: «Анне, пирĕн атте Ĕпхÿре ĕçлет-и?», – тесе ыйтатчĕ. Килте пĕчĕк ачасем, хуçалăх – выльăх-чĕрлĕх, пахча. Çăмăл пулман паллах. Анчах та чăтаттăмăр, урăхла пулма та пултарайман. Çапла вăл Саша, çур çул çинче чарăнмасть, ĕçе вĕçне çити çитерет, – калаçăва хутшăнать мăшăрĕ.
Çав вăхăтрах кадрсен ыйтăвне татса панă. Никифоровăн командине Рамис Габидуллин, Рафаэльпе Мусалия Ишембятовсем, Раиспа Танзиля Ханнановсем тата ытти талантлă специалистсем хутшăннă. Вĕсен культура çуртне хăпартнă чух строительсемпе пĕр тан ĕçлеме те тÿр килнĕ. Çав вăхăтрах ял варринче Паттăрсен аллейине тунă, В.И. Ленин палăкне вырнаçтарнă. Районти культура аталанăвĕ çÿллĕ шая çитнĕ, çитĕнÿсем çинчен республика тулашĕнче те пĕлнĕ.
Çĕнĕ, хăтлă, анлă культура çурчĕ вăл вăхăтшăн пĕр кăлтăксăр шутланнă. Каласа хăварас пулать, дизайн ыйтăвĕсем сиксе тухсан Никифоровăн пĕрремĕш канашлуçи Люция мăшăрĕ пулнă. Александр Семенович асăннă архитектура çуртне хăйĕн мăнаçлăхĕ, чи пысăк çитĕнĕвĕ тесе шутлать.
Пысăк объект хăпартасси вĕçленнĕ тĕле Александр Семенович пуян опыт пухнă, чылай çынпа паллашнă, тус-юлташ тупнă. Пултарулăх хавхаланăвĕ пурнăçра унпа яланах пĕрле пулнă.
Малалла вăл ял хуçалăх ĕçченĕсен профсоюз председателĕ пулса ĕçленĕ, «Ручеек» пионер лагерьне хăпартас ĕçе йĕркеленĕ, КПСС райкомĕн виççĕмĕш секретарĕ пулнă. Идеологи ĕçне илсе пынисĕр пуçне шкулсен строительство ĕçĕсене йĕркелесе пынă.
Юбилярăн тепĕр пурнăç тапхăрĕ «Урожай» колхозпа çыхăннă. Чухласа илтĕр пулĕ, вăл та çĕнĕ объект хăпартассипе çыхăннă. 1991 çулхи февраль уйăхĕнче Александр Никифорова чи кая юлса пыракан хуçалăх ертÿçине лартаççĕ. «Пĕр вăхăт çĕрле çывăрайми пултăм. Выльăхсем валли апат çук, ака тума вăрлăхсем çук, – калаçăва малалла тăсать Александр Семенович. – Хуçалăхра ĕçлекен çынсене пухрăм. Укçа пухма сĕнтĕм, кам мĕн чухлĕ параять. Пĕрремĕш тухăçран каялла тавăрса пама шантартăм».
Мĕн пулассине малтан курма хăнăхнă Александр Никифоров вăхăтпа пĕр тан пынă, коллектива хисепленĕ, хăйĕн сăмахне ялан тытнă. Ултă çул хушшинче «Урожай» колхоз малтисен шутне тухнă.
Регина ГАТАУЛЛИНА.
Ермеккей районĕ.

Тĕплĕнрех "Урал саси" хаçатăн страницисенче вулама пулать.

Александр Никифоров: «Хамăн пурнăçра нимĕн те улăштармăттăм»
Александр Никифоров: «Хамăн пурнăçра нимĕн те улăштармăттăм»
Александр Никифоров: «Хамăн пурнăçра нимĕн те улăштармăттăм»
Александр Никифоров: «Хамăн пурнăçра нимĕн те улăштармăттăм»
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: