Аркадий Мастеров Ермеккей районĕнчи Креппит ялĕнче 1942 çулхи декабрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Унăн ашшĕ вăрçăра паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Амăшĕ вара икĕ ывăлне пĕччен пăхса çитĕнтернĕ. Кинне хунямăшĕ май пур таран пулăшнă. Арçын ача ялти тăватă класлă шкулта пĕлÿ илнĕ хыççăн юлташĕсемпе пĕрле Суккула çÿренĕ. Унта çичĕ класс пĕлĕвне паракан шкул ĕçленĕ. Шăпа пÿрнипе (çултан çул çĕнĕ классем уçăлнă) Аркадий асăннă пĕлÿ çуртĕнче 10 класс пĕтернĕ. 1960 çулта алла аттестат илнĕ çамрăка çар комиссариачĕ Энгельск хулинчи радиотехника институтне вĕренме кĕме направлени панă. Анчах каччăн инçене кайма кăмăл пулман. Мĕншĕн тесен амăшне йывăр пулассипе çыхăннă шухăш чунне канăç паман. Ним тума та çук. Вăл Радик Чулпанов юлташĕпе Саратов облаçне çула тухнă. Документсене йышăну комиссине тăратнă хыççăн çамрăксене института вĕренме кĕме пултарни çинчен пĕлтернĕ. Анчах Аркадий тăван яла таврăннă.
Каччă тăван хуçалăхпа, ялпа, çĕр ĕçĕпе çыхăннă професси яланах сумлă пулнине шута илсе Пелепей хулинчи механизаци шкулне тракториста вĕренме кĕнĕ. Ачалăхĕ йывăр пулнипе тăраниччен çăкăр çиейменни час-часах пулнă. Çакă та асăннă профессине суйласа илесси çине витĕм кÿнĕ. Аркадий тăван колхозра Беларусь тракторпа ĕçленĕ. Тăтăшах Пелепей хулине горючи илме çÿренĕ. Пĕррехинче çар комиссариатне кĕнĕ те «Салтака каяс килет», – тесе пĕлтернĕ. Çар комиссариачĕ çула пуçтарăнса тухма 3 кун панă. 1962 çулхи июль уйăхĕн 17-мĕшĕнче Креппит каччи салтак аттине тăхăннă. Çар тивĕçне Вольский хулинче механик-водитель пулса пурнăçланă. Каярах чăваш каччине Эрĕнпур хулине куçарнă. 1965 çулхи декабрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче службăран демобилизаципе таврăннă. Аркадий салтак пăтти çинĕ юлашки çулĕнче института вĕренме кĕме хатĕрленекенсем валли уçнă каçхи шкула çÿренĕ. Салтак аттине хывсан каччă Пушкăрт патшалăх ял хуçалăх институтне куçăн мар мелпе вĕренме кĕнĕ. Çав вăхăтрах ăна Суккулти çамрăксен комсомол организацийĕн секретарьне суйланă. Шăпах çакăнта Аркадий Мастеров хăйĕн пулас мăшăрĕпе, Пелепей районĕнчи Çирĕклĕ хĕрĕпе Рита Федоровапа паллашнă.
Бирскри кооператив училищинче бухгалтер пĕлĕвне илнĕ Рита Суккул ялне направленипе ĕçлеме килнĕ. Вăл аслă бухгалтерăн Н.В. Егорован пулăшаканĕ пулса тăрăшнă. Ăна комсомол организацийĕн редколлеги йышне кĕртнĕ пулнă. Çулталăк çурă хушши тĕл пулнă хыççăн çамрăксем пĕрлешме шут тытнă. 1968 çулхи февраль уйăхĕнче чаплă туй тунă. Каччă енчисем хĕре илме Çирĕклĕ ялне 21 лашапа пынă. Çамрăк мăшăр упăшкин тĕп килĕнче пурăнма тытăннă. Паянхи кун та Мастеровсем çак çуртра пурăнаççĕ.
Вăхăт шунăçемĕн çемье пуçĕ институтран вĕренсе тухса зоотехник дипломĕллĕ пулнă. Унсăр пуçне Аркадий Васильевич ветеринар пĕлĕвне илнĕ, ертÿçĕсем хатĕрлекен курса пĕтернĕ. Тăван хуçалăхшăн, халăхшăн тăрăшнăшăн, ăслă-тăнлă чăваш арне Калинин ячĕллĕ колхозăн партком секретарьне суйланă. Çак тивĕçе вăл пилĕк çул чыслăн пурнăçланă. Пуçлăхсем шаннине тÿрре кăларнăран Çĕнĕ Сулли ялĕнчи Пугачев ячĕллĕ колхоза ĕçлеме куçарнă. Унта та пултаруллă Аркадий Васильевич партком секретарĕн лавне виçĕ çул туртнă. Тăван яла таврăнсан ăна зоотехник, унтан тĕп зоотехник пулма çирĕплетнĕ.
Аркадий Мастеров кашни шухăша шута илнĕ, çитменлĕхсене пĕтересси пирки канашлура тухса калаçнă, тĕрĕс йышăнусем тунă. Строительство ĕçĕсене пуçарса янă, витесемпе складсем хăпартнă. Выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илессине те çулсерен ÿстерсе пыма тăрăшнă. Сăвакан ĕнесен ăратлăхне лайăхлатас тĕллевпе Эстонипе Латвирен тата ытти регионсенчен нумай тына пăру туяннă. Аркадий Васильевич выльăх тухтăрĕ те пулса ĕçленĕ. Хуçалăхри чирленĕ выльăха сыватма васканисĕр пуçне, ял çыннисенне те пулăшу панă. «Выльăхсем те çынсем пекех каçпа чирлеççĕ», – тет выльăх тухтăрĕ. Çавăнпа унăн кунĕн-çĕрĕн, тепĕр чух ларса канмасăр, тăрăшса вăй хума тивнĕ. Халĕ те çемье пуçĕ алă усса лармасть, мăшăр çирĕп хуçалăх тытать, выльăх-чĕрлĕх усрать, тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтерет. Ачисене те май çитнĕ таран пулăшса пыма тăрăшать.
Çитес çул Мастеровсем çемье çавăрнăранпа 55 çул çитĕ. Рита Давыдовнапа Аркадий Васильевич виçĕ хĕр çуратса ÿстернĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларма пултарнă. Шел, аслă Алина хĕрĕ вăхăтсăрах çĕре кĕнĕ. Лиана хăйĕн çемйипе Баймак хулинче пурăнать, Марина вара Çурçĕрти Пыть-Ях хулинче никĕсленнĕ. Тĕпренчĕкĕсем ашшĕ-амăшне тĕлĕнмелле 6 мăнук парнеленĕ. Паянхи кун Мастеровсене 5 кĕçĕн мăнук пурри те савăнтарать.
Аркадий Васильевич каялла çаврăнса пăхнă май 3,5 çул çарта пулнă хыççăн тăван яла таврăннă тата ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ кунсене ăшшăн аса илет. Шăпах вĕсем унăн чĕринче тарăн йĕр хăварнă та.
Ирида НОВИКОВА.
Ермеккей районĕ, Креппит ялĕ.