Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Кун-çул каçалăкĕ
11 Кӑрлач 2023, 12:00

Эрехĕррин çутă «çăлтăрĕ»

Кашни ялтах пур çавăн пек ялкăшса çунакан çăлтăрсем, хăшĕсем хăйсен тĕслĕхĕпе ытти çăлтăр ушкăнне (созвездие) вăйлăрах çутатма пулăшаççĕ.

Эрехĕррин çутă «çăлтăрĕ»
Эрехĕррин çутă «çăлтăрĕ»

Ермеккей тăрăхĕнчи Эрехĕрри ялĕнче те çавăн пек çын пур. Асăннă ял районта кăна мар, республикăра та паллă. Унти ял халăхĕ, клуб, библиотека, шкул ĕçченĕсем тата ыттисем тăрăшнипе Эрехĕрри «Урă ял», вырăнти хăйпултарулăх ушкăнĕ – «Халăх» ятсене тивĕçрĕç. Ансамбле çÿрекенсенчен иккĕшĕ – Чăваш наци академийĕн пайташĕсем. Вĕсенчен пĕри – Лидия Николаевна Ванюшина, педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Лидия Гордеева 1953 çулăн пĕрремĕш кунĕнче Пелепей тăрăхĕнчи Ярмулай ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ялти тулли мар вăтам шкулта, Пелепей хулинчи педучилищĕре пĕлÿ илнĕ хыççăн тăван шкулĕнче икĕ çул пуçламăш классен вĕрентекенĕ пулса вăй хунă. Эрехĕрри каччине Николай Ванюшина качча тухсан вăл çак ялта тымар ярса тĕпленнĕ. Шкулти вăрăмлатнă кун (ГПД) воспитателĕнчен пуçласа математикăпа физика вĕрентекенĕ, шкул директорĕн çумĕ, директор, ял Канаш председателĕ таран çитнĕ. Пур çĕрте те Лидия Николаевна пĕтĕм вăйран, чунне парса ĕçленĕ.
Ĕçне кура хисепĕ теççĕ халăхра. Сумлă хĕрарăмăн пухмачĕнче «ПР вĕрентÿ отличникĕ» паллă, «ПР 100 çул тултарни» юбилейлă медаль, темиçе теçетке Тав çырăвĕпе Хисеп хучĕ пур. Тĕп ĕçĕсĕр пуçне обществăлла ĕçсене те питĕ хастар хутшăнать Лидия Николаевна. Вăл ялти хĕрарăмсен ертÿçи те, ветерансен канашĕн пуçлăхĕ те, клубри ансамбль пайташĕ те. Унăн Хисеп хучĕсем хушшинче çакăн пек çырнисем пур: «Ветерансен юхăмне аталантарассишĕн обществăлла ĕçе хастар хутшăннăшăн» (ПР Ветерансен канашĕ), «Чылай çул тăршшĕ хĕрарăмсене обществăпа культура пурнăçне явăçтарассишĕн тăрăшнишĕн» (ПР Хĕрарăмсен канашĕ), «Культурăпа кăмăл-сипет хаклăхĕсене сарас, истори еткерлĕхне сыхласа хăварас ĕçе хастар хутшăннăшăн (район музейĕн дирекцийĕ), Тавралăх хутлăхĕн çулне халалланă ветерансен фестивалĕнче шахматпа 3 вырăн йышăннăшăн, районти дартс ăмăртăвĕнче 2-мĕш вырăна тивĕçнĕшĕн тата ыттисем те. Виçĕ çул каярах Лидия Ванюшина Чăваш Республикинчи Наци академийĕн пайташĕн ятне те тивĕçрĕ.
Ванюшинсен çемйи икĕ ывăлпа хĕр çуратса ÿстерсе аслă пĕлÿ панă. Лидия Николаевна Бирск хулинчи патшалăх педагогика институтне куçăн мар мелпе пĕтерсе математика вĕрентекенĕн специальноçне алла илнĕ, марксизм-ленинизм университетне пĕтернĕ. Шел, 14 çул каярах унăн питĕ пултаруллă Татьяна хĕрĕн – ял хуçалăх наукисен кандидачĕн, ял хуçалăх университечĕн доценчĕн аварире пурнăçĕ татăлчĕ, тепĕр çул юратнă мăшăрĕ Николай Александрович та вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Пысăк хуйхă пирĕн героиньăн сывлăхне чылай хавшатрĕ. Анчах та Лидия Николаевна пурнăçри йывăрлăхсене чăтса ирттерме вăй çитерсе малалла та обществăлла ĕçе хастар хутшăнать. Вăл ялта, районта иртекен мероприятисене хутшăннисĕр пуçне хăй вĕсене пуçарать, йĕркелет. Кармаскалă районĕнчи Суук-Чишмара «Кĕр сăри – 2018» уявра хăйĕн техĕмлĕ сăрипе жюри членĕсене «тыткăна илсе» I вырăн йышăннă, «Илем» халăх чăваш фольклор ансамблĕ 2 степень лауреачĕ пулса тăнă.
Унăн пĕр Хисеп хутĕнче «…Тараватлă тата ырă кăмăллă, йывăр вăхăтра пулăшма хатĕр пулнишĕн» – тенĕ. Çав тери тĕрĕс сăмахсем. Вăл ял-йышĕпе савăнăçне те, хуйхи-суйхине те çурмалла пайлать, вăй çитнĕ таран пулăшма васкать. Ярмулайĕнче пурăнакан йышлă тăванĕсем патне те тăтăшах килсе çÿрет. Пурнăçри хурлăхлă е савăнăçлă пулăмсенче ялан вĕсемпе пĕрле пулма тăрăшать.
Эпир, унăн ентешĕсем, тăванĕсем, юбиляра çуралнă кунпа чунран саламласа малашне те пурнăçра хастарлăха çухатмасса, çирĕп сывлăхлă пулма тата нумай-нумай юбилейсем ирттерме сунатпăр.
Михаил СИДОРОВ.
Ермеккей районĕ, Эрехĕрри ялĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: