Левăн амăшĕ – Гурий Ивановичăн иккĕмĕш арăмĕ, Юлия Алексеевна Ломоносова. Вăл Пушкăртстан Республикинчи Ямансас ялĕнчи вĕрентекенĕн Алексей Степановичăн хĕрĕ пулнă. Г.И.Комиссаров Хĕвелтухăç педагогика институтĕнче ĕçленĕ вăхăтра Юлия Алексеевна юлашки курсра вĕреннĕ. Гурий Иванович аслă шкул пĕтернĕ хыççăн вăтам пĕлÿ илнĕ, чипер сăн-питлĕ, ĕçчен, анлă тавракурăмлă, хăйне чунтан юратакан чăваш хĕрне качча илме ĕмĕтленнĕ. Вăл качча тухма ыйтсан Юлия килĕшнĕ, анчах унăн пурнăçĕ кĕске пулнă.
Пĕрле пурăнма нумайччен хваттер пулман, уйрăм пурăнма тивнĕ. 1929 çулхи март уйăхĕн 29-мĕшĕнче Юлия ывăл çуратнă. Ăна Лева ят панă. Комиссаров хушамата илнĕ. Юлия çаплипех уйрăм хваттерте пурăннă, вĕреннĕ, ачине пăхнă. 1930 çулта, институт пĕтернĕ хыççăн ăна Тутар АССРне кĕрекен пĕр хулана вĕрентекен пулса ĕçлеме янă. Г.И.Комиссаров ывăлĕпе арăмĕ патне кайса çÿренĕ, анчах вĕсем çав-çавах мăшăрланман пулнă. 1931 çулхи февраль уйăхĕнче Гурий хумхантаракан çыру илнĕ: шефа илнĕ колхоза ĕçлеме кайсан Юлия Алексеевна шăнса пăсăлнă, ÿпке шыççипе чирленĕ. Çак чир ÿпке туберкулезне куçма пуçланă.
Санаторинче сипленни те пулăшман. Сипленнин усси çук тесе ăна килне янă. («Пĕр уйăхран мала каймасть» – тенĕ тухтăр). Кун пирки вĕсем иккĕшĕ кăна пĕлнĕ. Юлия хăйне Пушкăрт çĕршывне, ашшĕ-амăшĕ патне леçме ыйтнă. Унта вăл кăмăс ĕçсе сывалма ĕмĕтленнĕ. Гурий Иванович вĕсене яла çитичченех леçсе янă.
Юльăпа сывпуллашнă май унпа юлашки хут курнăçнине пĕлнĕ вăл. Çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче Алексей Степанович хĕрĕ вилни, ăна пытарни тата Лева тĕрĕс-тĕкел, сывă пулни çинчен пĕлтернĕ. Вăл вăхăтра Лева икĕ çул та тултарман пулнă-ха. Малтан ăна Лидия Алексеевна усрава илнĕ. Вăл Куганак патĕнчи украинсен ялĕнче вĕрентекен пулса ĕçленĕ. Тепĕр çултан Çтерлĕ хулинчи Сайгановкăри (хулан пĕр районĕ) пуçламăш шкула куçнă. Каярахпа Юльăн ашшĕпе амăшĕ патне таврăннă.
Шкула Левăна 1936 çул кукашшĕн ывăлĕ, кĕçĕн Петĕр, çавăтса кайнă. Вăл Ĕпхÿ хулинче мединститутра вĕреннĕ. Алексей Степановичăн çемйинче тăватă ывăл та ултă хĕр çуралнă. Кĕçĕн Петĕрне, тăваттăмĕш ывăлне, Константин ят панă пулнă, анчах тĕне кĕртнĕ чух ÿсĕр пуп Петĕр ятпа çырса хунă. Çапла вара çемьере икĕ Петĕр çитĕннĕ: пĕри аслă Петĕр, тепри кĕçĕн Петĕр. Лева ытти вĕренекенсенчен 1-2 çул кĕçĕн те пулнă, анчах пиччĕшĕ 1-мĕшпе 2-мĕш классене вĕрентекен Дора Михайловнапа калаçса ăна пĕрремĕш класа лартса пăхма килĕшнĕ, мĕншĕн тесен Лева сас паллисене те, цифрăсене те пĕлнĕ.
1940 çул, пуçламăш шкула пĕтерсен, Ăна Хусан хулине ашшĕ патне илсе кайнă. Унти шкулта пионера кĕнĕ, вăрçă пуçлансан вĕсен 83-мĕш Ворошилов ячĕллĕ шкула госпиталь тунă, ачасене Пичет çуртĕнче самолетран пăрахнă нимĕçсен вут тивертекен бомбисене сÿнтерме вĕрентнĕ. Вĕсем пуринчен те малтан вăрçă геройĕсене пĕлнĕ: капитан Гастелло тата ыт.те.
Хÿтĕлев чиккисенче ĕçленĕ чух ашшĕ шăнса чирлесен çиме çитменнипе Левана, хăй ыйтнипе, кукашшĕ патне кайма ирĕк параççĕ. 1942 çул утă уйăхĕнче ăна пĕр аманнă летчик Ĕпхĕве илсе çитернĕ. 7 класс вăл Аксаккура (Пестровка), 8-9 классене Ямансасра Исаак Иванович Никитинпа пĕтернĕ. Военрук пулса аманса таврăннă фронтовиксем ĕçленĕ. Çулла 9-мĕш класс хыççăн вĕсене Шуратăл хĕрринчи Симĕс Затон вăрçă лагерĕнче 6 уйăхлăх полк шкулне вĕренме яма хатĕрленĕ. 10-мĕш класа 1946 çулта Куганак çырми хĕрринче ларакан Михайловка ялĕнче пĕтернĕ. Унччен «Свидетельство» (халĕ «Аттестат зрелости») илме 11 экзамен памалла пулнă. Экзамен тыттараканĕ – РОНО пуçлăхĕ Князев. Экзамена икĕ шкултан, Михайловка тата Рязановка ялĕсенчен пухăннă. Икĕ шкултан пухăннă арçын ачасенчен пĕр Лева Комиссаров кăна экзамен парайнă. Князев историк пулнă, «пиллĕк» паллă мар, «4» паллă та пĕр Левăна кăна лартса панă, ыттисене «якобинецсем» тесе «3» паллăран ытла лартман. Лев Гурьевич Сталина панă тупа çинче кăна кăшт чарăнса тăнă пулнă.
Вĕсене утă уйăхĕн вĕçĕнче кăна аттестат панă. Иртсе çÿрекен шофертан Лева Ĕпхÿре авиаинститут пуррине пĕлнĕ те докуменчĕсене çавăнта янă. Чĕнсе янă хут килнĕ çĕре сесси вĕçленсе пынă. Каччă хăш-пĕр экзаменсене пуринпе пĕрле панă, ыттисене – каярахпа. Института Рыбинск хулинчен куçарса килнĕ хыççăн вăл Пионерсен çуртĕнче вырнаçнă пулнă, общежитисĕр, хваттере кĕрсе, выçăллă-тутăллă пурăнса вĕренÿ çулне пуçланă. Унта пурĕ икĕ факультет пулнă: моторостроение тата метала сивĕлле туптаса ĕçлесси. 17 çулхи çамрăка ку профессисем килĕшмен. Кренкелпе тата Водопьяновпа иртнĕ тĕлпулусем хыççăн вăл Арктика çинчен ĕмĕтленнĕ, çавăнпа документсем хатĕрлесе Ленинграда янă. Анчах ăна экзамена чĕнсе яман. 1944 çулхи сентябрь уйăхĕн 4-мĕшĕнче кукашшĕ (Алексей Степанович Ломоносов) пурнăçран уйрăлса кайнă, унпа пĕрле пурăннă Мария Ивановна Павлова чирлесе ÿкнĕ. Çавăнпа пĕрремĕш курс хыççăн вĕренĕве пăрахса колхоза ĕçлеме кайма тата Çтерлĕ хулине учительсен институтне куçăн мар вĕренме кĕме тÿр килнĕ. 1950 çул физмат факультетне ăнăçлă пĕтерсен ăна Белорецк хулинчи вăтам шкула ĕçлеме янă. Анчах ĕçе пуçăнса ĕлкĕреймен, çар комиссариачĕ паман. Вăл вăхăтра вăтам пĕлÿ паракан вăрçă училищисене вĕренме нумай арçын ачана янă. Левăна Севастопольти катер училищине ямалла пулнă. Аслă пĕлÿ илме ĕмĕтленекен каччăн округри штаба Тимошенко маршал патне çырса яма тÿр килнĕ. Çакăн хыççăн вăл Дзержинский ячĕллĕ Аслă инженерсен Çарпа Тинĕс училищине вĕренме кайма хурав илнĕ Севастопольтен Ленинграда çул тытнă. Унта çитсе ĕлкĕреймен пирки докуменчĕсене илсе хăй ĕмĕтленнĕ адмирал Макаров ячĕллĕ Аслă Арктика училищине кайса панă. Анчах та 3 курс пĕтерсен (Сталин кульчĕ вăхăтĕнче, 1953 çул нарăс уйăхĕнчи суйлавра Сталиншăн суйланă хыççăн) дежурный аслă офицерпа тавлашса кайса вербовкăпа пысăк стройка – Онега кÿллине Атăлпа-Балтика каналне тунă çĕре – тухса каять. Унта стройка хутшăннисен значокне илме тивĕçлĕ пулать. (Кун çинчен Петербургра тухакан «Вестник Волго-Балта» хаçатăн 2000 çулхи кăрлач уйăхĕнчи номерĕнче вулама пулать).
Сталин вилсен вĕсен экспедицине Енисей юхан шывне янă, вăл вара училищĕне куçăн мар вĕренсе пĕтерес тесе Ленинграда таврăнать. 1953 çул кĕркунне паруспа та, моторпа та çÿрекен Океанографи институчĕн «Океанограф» шхуни çине Балтика тинĕсне тĕпчекен экспедицине хутшăнать. Аслă пĕлÿ илсе инженер-океанолог профессине алла илет.
1964 çул Лев Гурьевич экспедиципе Баренцово тата Карск тинĕсĕсене тата Çурçĕр Атлантикăна тĕпчеме тухса кайнă. Вĕсем Норвегинче (Берген хулинче), Ольстер (Белфастра) тата Шотландинче (Глазгопа Эдинбурт хулисенче) пулнă. Унтан 5 çул çар гидрографи карапĕсем çинче ĕçленĕ. 1968 çул космос программине пурнăçлама пулăшнăшăн Космонавтика Комитечĕн Тав çырăвне илме тивĕçнĕ. (Вĕсем «Зонд-5» аппарата, уйăх тавра çаврăнса аннă хыççăн, Кергелен утравĕ патĕнче шыраса тупса Мускава яма Бомбей хулине çитерсе панă). 1970 çул «Зонд-6» аппарата шыранă ушкăна хутшăннă. Л.Г.Комиссаров Ази, Африка, Европа, Америка континенчĕсенчи нумай çĕршывсенче, Австрали патĕнчи Дарвин проливĕнче пулса курнă. Наукăпа тĕпчев ĕçĕсем тунă: океанографипе наука статйисем, тинĕс климатологипе ĕçсем çырнă. 1960 çултанпа СССР Географи обществин чăн членĕ. Пенсие кайиччен Ленпортра Кронштатри гидрометобсерваторинче ĕçленĕ. Тĕп задачи вĕсен – Ленинграда шыв илесрен хÿтĕлесси, Ладога кÿллине, Невана, Финн заливне, ытти юханшывпа кÿлĕсене экологи вараланчăкĕсенчен тата ытти сиенлĕ процессенчен сыхласси.
«И все же у каждого родина там, где он провел свое детство. Каково бы оно не было. И чем дальше от него, от родных мест – тем сильнее тянет посмотреть их и все вспомнить (особенно приятно встретиться с друзьями-однокашниками, которых становится все меньше…», – тенĕ Лев Гурьевич Исаак Иванович патне çырнă çырăвĕнче. Меселпуç шкулĕн музейĕнче унăн çырăвĕсем, сăн ÿкерчĕкĕсем, «Вестник Волго-Балта» хаçатăн пĕр номерĕ, вăл рационализаторла панă сĕнĕвĕн пĕр удостоверенийĕ, унăн 42842 çар чаçĕнче кăларнă «Боевой листок», уяв ячĕпе саламласа янă открыткисем тата вăл çырнă 10 сăвви упранаççĕ.
Иван ЕФИМОВ.
Авăркас районĕ, Меселпуç ялĕ.