Анчах та пысăк ĕç тунă пулсан та правительство наградине тивĕçмен. 2011 çулта «Слакпуç – поэзи сăпки» кĕнеке кун çути курсан Петр Николаевич Кудряшева-Музей Петĕрне Чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлĕхĕ, Наукăпа искусство чăваш халăх академийĕ, Чăваш наци конгресĕ чăваш халăх академикĕ хисеплĕ ята панă. Халĕ хăй йĕркеленĕ музейра ăна халалланă кĕтес пур. Унта таврапĕлÿçĕн сăн ÿкерчĕкне, ал çырăвĕсене курма, кун-çулĕпе паллашма пулать.
Петр Николаевич Кудряшев 1903 çулхи январь уйăхĕн 12-мĕшĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Пишпÿлекри икĕ класлă шкулта вĕренсе тухнă.
1919-1921 çулсенче виçĕ çул вĕренмелли педагогика курсне пĕтернĕ хыççăн Красноярск крайĕнчи Березовка ялĕнче учитель пулса ĕçленĕ.
1925 çулта Ленинградри Хĕвел тухăç чĕлхисен институтне вĕренме кĕнĕ. 1929 çулта ăна пĕтерсе этнограф-тюрколог специальноçне алла илнĕ.
1930-1935 çулсенче Ленинградри, Шупашкарти, Севастополь, Иркутск хулисенчи, Абхазинчи музейсенче ăслăлăх сотрудникĕ пулса ĕçленĕ.
1935 çулта Пишпÿлек ялне каялла таврăннă. 1935 çулхи сентябрь уйăхĕн 23-мĕшĕнче Пушкăртстан правительствинчен таврапĕлÿ музейне уçма ирĕк илнĕ.
1937 çулта Петр Кудряшева арестленĕ. Тăхăр уйăхран тÿрре кăларнă, ирĕк панă. Килне таврăнсан музейре ĕçленĕ. 1940 çулта К. В. Иванов музейĕ уçăлсан Пишпÿлек ялĕнчен Слакпуçне ĕçлеме куçарнă.
П.Н. Кудряшев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. «1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн», «Японие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе наградăланă. Музейри ĕçĕшĕн Пушкăртстан тата Чăваш Ен правительствисен Хисеп хучĕсене, «Лайăх ĕçленĕшĕн» СССР Культура министерствин паллине тивĕçнĕ.
1978 çулта Муром хулинче пурнăçĕ татăлнă.
Елена Петровна Самарина – П.Н. Кудряшовăн пĕрремĕш арăмĕнчен çуралнă хĕрĕ. Пĕрремĕш арăмĕпе, Мария Игнатьевна Жаворонкевичпа вăл 1925-1929 çулсенче Ленинградри институтра вĕреннĕ чух тĕл пулнă. Елена хĕрĕ асăннă хулара çуралнă. Çемьере Витольд тата Олег ывăлĕсем те пулнă. 1937 çулта Петр Николаевича арестлесен унăн мăшăрĕ мăшкăлпа кÿрентерĕве тÿсеймесĕр хăйĕн çине алă хунă. Ăна хула пульницин ĕçченĕсем Пелепейĕнче пытарнă. Кĕçĕннисене Ĕпхÿ хулинчи пепкесен çуртне янă. Елена хĕрĕ тарса пытанма ĕлкĕрнĕ. Ашшĕ тĕрмерен тухиччен хĕр ача çын çинче çÿренĕ. Ашшĕне панă справка тăрăх, Витольдпа Олег чирлесе ача пульницине лекнĕ, 1938 çулта пĕрин хыççăн тепри вилнĕ.
1944 çулта Пишпÿлек ялĕнче пĕччен юлнă Еленăна ача çуртне илсе каймалла пулнă. Ашшĕ вăхăтлă килсе çитсе хĕрне Украинăн Хĕвел анăç енчи ялта ырă çынсене шанса хăварнă. Ашшĕ фронтран таврăниччен Елена çакăнта пурăннă. Халĕ Елена Петровна тивĕçлĕ канура, Муром хулинче пурăнать, музейпа çыхăну тытать, ашшĕ çинчен материал тупсан ярса парать.
– ... Атте материал шыранă чух ывăнма пĕлместчĕ. Пĕтĕм Пушкăртстана çуран утса тухрĕ, К. В. Иванов ларнă пукан патне Раевка ялне çуран кайса килнĕччĕ. Экспонатсене пĕрчĕн-пĕрчĕн тенĕ пек пухатчĕ. Унăн пулăшаканĕсем пур çĕре ĕлкĕрекен арçын ачасемччĕ. Атте ачасемпе экскурсисем ирттерме кăмăллатчĕ.
Велосипед аттен улăштарма çук транспорчĕ шутланатчĕ. Ăна нихăçан та пĕччен курса пулмастчĕ. Вĕренекенĕсем, студентсем, Шупашкартан килнĕ çынсем ялан унпа юнашарччĕ. Атте иксĕлми пĕлÿ çăлкуçĕ шутланатчĕ. Манăн пĕчĕк ывăлăм: «Анне, кукаçейпе калаçма питĕ интереслĕ», – тетчĕ.
Атте бахча культурисене ÿстеретчĕ. Пĕррехинче питĕ пысăк кавăн çитĕнтернĕччĕ. Ун çинчен тăвайккирен шуса аннă пек ярăнаттăм. Кавăна Мускава ял хуçалăх выставкине илсе кайрĕç. Машина çине тăватă арçын тиерĕç. Аттене Мускава чĕнсе илсе Хисеп хучĕпе наградăланăччĕ, тĕрлĕ пахча çимĕç, чечек вăррисем панăччĕ. Асра «Бостон» хăяр вăрри тата тутлă шăршă саракан «Табак» чечек ячĕ çеç юлнă. Пахчара арбузсем, дыньăсем, помидорсем тата ытти çимĕçсем ÿсетчĕç. Вырсарни кунсенче киле нумай çын килетчĕ. Вĕсем аттепе калаçатчĕç, сăн ÿкерчĕк ÿкетчĕç, вăрăм сĕтел хушшине ларса дыня çиетчĕç. Атте хăй аллипе ÿстернĕ çимĕçсемпе сăйлама кăмăллатчĕ, сăн ÿкерчĕк ÿкересси вара унăн киленĕçĕччĕ, – аса илет хĕрĕ ашшĕне.
Инга АЛЕКСЕЕВА.