Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Кун-çул каçалăкĕ
17 Кӑрлач 2023, 14:00

«Нуша кĕпи ÿт-пÿ çумне çыпăçсах ларчĕ...»

«Урал сасси» хаçатăн тусĕсен шутĕнче тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем пур. Ватти те, çамрăкки те, вăтам çулсенчисем те. Вĕсенчен пĕри – Иван Емельянович Андреев. Вăл Давлекан районĕнчи Рауш текен хуторта пурăнать. Çак кунсенче аслă тусăмăр 80 çул тултарать. Çавăнпа та кĕскен кăна унпа паллаштарасшăн.

«Нуша кĕпи ÿт-пÿ çумне çыпăçсах ларчĕ...»
«Нуша кĕпи ÿт-пÿ çумне çыпăçсах ларчĕ...»

Иван Емельянович самана мĕнле улшăнни çинчен калаçма-çырма кăмăллать, иртнине тĕплĕн аса илет. Паллах, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче çуралнă май ачалăхĕ те çăмăл пулман. Апла пулсан вăрçă ачин аса илмелли çителĕклех.
«1949 çулта пирĕн çемьене пысăк хуйхă пырса çапрĕ. Июль уйăхĕн пĕр шăрăх кунĕнче кĕтмен çĕртен килте пушар тухрĕ. Ĕç-пуç çĕрле пулса иртрĕ. Вут-çулăм çурт таврашне такам чĕртсе янипе тухнă пулнă. «Хĕрлĕ автан» çурт-хуралтă çине сиксе ÿксе вĕсене тĕп турĕ, кĕле çавăрчĕ. Пире ыйхăран Артемий Константинович Петровпа унăн пулас мăшăрĕ Анна Николаевна Данилова вăратман пулсан, эпир çав пушарта çунса вилнĕ пулăттăмăр. Телее, çак ырă чун-чĕреллĕ çынсем пире пулăшнипе эпир ырă-сывă тăрса юлтăмăр. Ниçта кайма вырăн пулманнипе уçă сывлăшра пурăнаттăмăр. Атте кĕркуннеччен çурт лартса кĕрес тесе тар тăкатчĕ. Кĕр кунĕсем çитсен çĕнĕ çурта пурăнма куçрăмăр», – тесе çырать Иван Емельянович хăйĕн пĕр асаилĕвĕнче. Ун чухне вăл çиччĕри ача пулнă.
Хăй пурнăçне Иван Емельянович выльăх-чĕрлĕхпе çыхăнтарнă, зоотехник профессине алла илнĕ. Давлекан районĕнчи Чуюнчă-Николаевкăри шкула пĕтерсе Акçун техникумĕнче пĕлÿ пухнă. Ун хыççăн Авăркас районĕнчи «Родина» колхозра зоотехник пулса ĕçленĕ. Каярах çемьери лару-тăрăва пула 1974 çулта Пелепей районĕнчи «Дружба» хуçалăха куçнă. Ун чухне Слакпуç ялĕ те çак колхозах кĕнĕ. Асăннă хуçалăхра çамрăк специалист вăрах тытăнса тăман, виçĕ уйăхран тăван района таврăнма шут тытнă, «Давлекановский» совхоза ĕçе вырнаçнă. Кунта тăрăшнă вăхăтрах куçăн мар мелпе институтра вĕреннĕ, 1977 çулта аслă пĕлÿ илнине çирĕплетекен диплома алла илнĕ.
Шăпах çак çулсенче Андреевсен çемйинче инкек хыççăн инкек пулса иртнĕ. Акă, мĕн каласа парать ун пирки И.Е. Андреев:
– 1975 çулхине пирĕн çемьене тепĕр çухату амантса хăварчĕ. Хальхинче аппа пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ. (Маларах ашшĕпе амăшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ – авт.) Çак хуйха чăтса ирттерме питĕ йывăр пулчĕ. Пурнăç малалла шурĕ. Анчах мĕн ачаранах тăхăннă нуша кĕпи ÿт-пÿ çумне çыпăçсах ларчĕ тейĕн. Аппа вилнĕ хыççăн икĕ çултан пичче йывăр чире пула вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Пĕртăвансенчен эпир Валя йăмăкăмпа кăна тăрса юлтăмăр, – хыçа юлнă синкер кунсене ассăн сывласа аса илет ĕç ветеранĕ. Сăмах май, Иван Емельяновичсен çемйинче пурĕ вунă ача пулнă, хăшĕсем пĕчĕк пепке чухнех вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.
Паянхи кун Иван Емельянович Елена Герасимовна мăшăрĕпе пурăнать. Вĕсем сакăр ача çитĕнтернĕ. Чăваш арĕ хăйĕн телейне «Родина» колхозра ĕçленĕ чухне тупнă. Шăпах çавăнта паллашнă та вĕсем. Пурнăç çулне 50 çула яхăн пĕрле такăрлатать сумлă мăшăр.
Юрий СНЕГОПАД.
Давлекан районĕ, Рауш хуторĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: