Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Кун-çул каçалăкĕ
14 Нарӑсӑн 2023, 12:30

Вăрăм ĕмĕр тупсăмĕ мĕнре-ши?

Ольга Васильевна Матвеева (Тарасова) 1924 çулхи февраль уйăхĕн 17-мĕшĕнче Авăркас районĕнчи Мăйлăпукан (Куезбашево) ялĕнче çуралнă. Кăçал вăл 99 çул тултарать.

Вăрăм ĕмĕр тупсăмĕ мĕнре-ши?
Вăрăм ĕмĕр тупсăмĕ мĕнре-ши?

Ольга Васильевна каласа панинчен:
– Эпĕ хресчен çемйинче çуралнă. Манăн атте Василий Федорович Тарасов колхозсем йĕркеленĕ вăхăтра лесхозри агент пулса таврари тĕрлĕ ялсенче кунĕн-çĕрĕн киле таврăнмасăр ĕçлетчĕ. Атте хутла вĕреннĕ, ăслă çынччĕ. Анне, Серафима Андреевна Тарасова (Максимова), сывлăхлă, ĕçе правур, кăмăллă хĕрарăм колхозра тăрăшатчĕ. Хĕвел тухичченех аннепе пĕрле колхоз хирне ĕçлеме каяттăмăр, вăл ансан тин киле таврăнаттăмăр. Анне тырă кĕлтисем çыхатчĕ, эпĕ 6 çулхи пĕчĕк ача кĕреплепе пуçтараттăм. Ана çинче юлнă тырă пучаххисене пуçтарса пĕтĕмпех колхоза параттăмăр.
Аттепе анне пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнатчĕç. Çемьере 3 ачаран эпĕ асличчĕ. Шăллăм Алексей 1933 çулта, Ульяна йăмăк 1936 çулта çуралчĕç. Шел пулин те халĕ вĕсем çут тĕнчере çук, ватăлса чирлесе вилчĕç.
Эпĕ 8 çул тултарсан 1932 çулта пĕрремĕш класа вĕренме кайрăм. Вăл вăхăтра 8 çул тултармасăр шкула илместчĕç. 1936 çулта кÿршĕ Пишкайăн ялне 5-мĕш класа çÿрерĕм, 1937 çултан пуçласа Треппел шкулĕнче 10-мĕш класа çити ăс пухрăм. Кашни кун Треппел ялне 10 çухрăм çуран утаттăмăр, уроксем хыççăн каялла таврăнаттăмăр. Шкулта «отличница» пулмасан та тăрăшса вĕренеттĕм. Вырăс чĕлхипе литература предмечĕсем пирĕншĕн, чăваш ачисемшĕн, питĕ йывăр туйăнатчĕç. Математика, геометри, тригонометри юратнă предметсемччĕ, историпе конституци урокĕсене юратсах каймастăмччĕ.
1942 çулта вунă класс пĕтерсе аттестат илнĕ хыççăн мана, тăрăшуллă та хастар комсомолкăна, Наумьел ялĕнчи шкула вĕрентекен пулса ĕçлеме ячĕç. Хампа пĕрле вĕреннĕ комсомолец каччăсене вăрçа илсе каятчĕç.
Вăрçă вăхăтĕнче шкулта ĕçлеме питĕ йывăрччĕ. Кĕнекесем, тетрадьсем, ручкăсем – нимĕн те çук. Пĕтĕм шкулĕпе – пĕр букварь. Доска çинче мел вырăнне шурă тăмпа çырса ачасене вулама, çырма, шутлама вĕрентеттĕмĕр. Сехет те çукчĕ, урок миçе минут пынине сăнаса кăна ирттернĕ. Вăл вăхăтра хальхи пек шариклĕ ручкăсем пулман. Шкул ачисем йывăç авăрлă перона чернил ăшне пуçса çырнă. Чернилне юман çăпанĕнчен хатĕрлеттĕмĕр. Учительсем ирхинерен кăнтăрлаччен шкулта ĕçленĕ, апат хыççăн колхозниксемпе пĕрле хирте тăрăшнă, каçсерен килĕрен çÿресе фронт валли тĕрлĕ япаласем, апат-çимĕç пуçтарнă.
Пĕррехинче шăмат кун яла таврăнсан Матрÿн тантăшăм мана авăн çапнă çĕре пулăшма чĕнчĕ. Вăл бригадир пулса тăрăшатчĕ. Çавăнта вăрçăран аманса таврăннă, весовщикре ĕçлекен кăтра çÿçлĕ Якур Матвеев мана пĕрре курсах килĕштернĕ. Вăл та, матур каччă, манăн чĕрере чи çепĕç туйăмсем çуратрĕ.
1944 çулхи ноябрь уйăхĕн 7-мĕшĕнче эпир туй туса пĕрлешрĕмĕр. Туй хыççăн Наумьелтен Мăйлăпукан шкулне куçса пуçламăш классен вĕрентекенĕ пулса ĕçлеме тытăнтăм. 1945 çулхи август уйăхĕн 23-мĕшĕнче пĕрремĕш ача, Соня хĕр çуралчĕ. Çав кун колхоз хирĕнче кăнтăрлаччен 13 пысăк купа тырă кĕлти çыхрăм.
1948 çулта Çтерлĕ педучилищинче экзаменсене экстерн мелĕпе парса пуçламăш класс ачисене вĕрентме ирĕк паракан диплом илтĕм. Вăл вăхăтра иккĕмĕш Юля хĕрĕм 3 уйăхри кăкăр ачиччĕ.
Ун чухне классенче вĕренекенсен шучĕ пысăкчĕ, 35-40 ачана çитетчĕ. Кашнинех ăс пама, çырма, вулама, шутлама вĕрентме çăмăл пулман. Пурпĕрех йывăрлăхсенчен хăраман, пур ĕçе те чуна парса пурнăçланă. Ачасене юратса вĕрентнĕ. Тен, çавăнпа нумай çул иртнĕ пулсан та вĕренекенсем мана, пĕрремĕш вĕрентекенне, манмаççĕ, шăнкăравласа тăраççĕ, уявсемпе саламлаççĕ. Çакă маншăн чи пысăк телейпе савăнăç шутланать.
Шкулта 34 çул пуçламăш классенче вĕрентекен пулса ĕçленĕ хыççăн тивĕçлĕ канăва тухрăм, – каласа парать ĕçлĕ пурнăçĕ çинчен Ольга Васильевна.
«Пирĕн анне – çирĕп сывлăхлă, пур ĕçе те правур, хастар хĕрарăм. Кунĕн-çĕрĕн ырми-канми ĕçлетчĕ. Ачасем нумай, вĕсем пĕчĕк-ха тесе килте лармастчĕ, пур ĕçе те, шкултине те, килтине те тума ĕлкĕретчĕ, – амăшĕ çинчен каласа парать Соня хĕрĕ. – Пахчара ултшар пăт (1 пăтра 16 кг) ыхра ÿстеретчĕ. Шăмат кунсенче асăннă çимĕçе хутаçпа икшер пăт йăтса Ĕпхÿ хулинче сутса укçа тăватчĕ. Ĕç укçи пĕчĕкчĕ, хуçалăхра тыткалама, пире ачисем валли тумтир туянма та çитместчĕ. Çемьере укçа-тенкĕ çитмен пирки анне хăйĕн юратнă алă ĕçне кÿлĕнчĕ. Çăм çипрен палас-кавир тĕртсе сутма пуçларĕ. Çăм çиппи çителĕклĕччĕ, мĕншĕн тесен хуçалăхра сурăх-качака чылай усранă. Палас-кавирсене çĕрле тĕртетчĕ. Палас тĕртесси çăмăл ĕç пулмасан та анне ăна юратса пурнăçлатчĕ. Вĕсем тĕрлĕ тĕслĕ, эрешлĕ, ÿкерчĕклĕ, илемлĕ те килĕшÿллĕ пулатчĕç. Ял халăхĕ аннен палас-кавирне ытараймасăр хăйсем валли заказсем пама тытăнчĕç. Кама мĕнле кирлĕ, çавăн пек эрешлесе тĕртсе паратчĕ. Анне виçĕ-тăватă каçра 5-6 метр палас тĕртме пултаратчĕ. Çавăн пекех качака мамăкĕнчен шел, кофта, алса-чăлха çыхатчĕ. Вăл çыхнă чĕнтĕрсем, тĕрленĕ ал шăллисем хальхи кунччен ачисен килĕсенче упранаççĕ.
Епле чăтнă-ши анне? Вăй-халĕ епле çитнĕ-ши? Ăна юратнă ĕçĕпе пурнăç нуши тÿсĕмлĕх парса тăнă пулĕ.
Килти выльăха тăрантма курăк çулса пĕчĕк урапапа (Сталин урапи тетчĕç) турттараттăмăр. Çапла майпа пĕр çулла 87 пĕчĕк урапа утă хатĕрлерĕмĕр. Анне урапа варринче лаша вырăнне кÿлĕнсе, эпир икĕ айккинче пулăшса туртса пыраттăмăр. Çавăн пекех вăрмантан хăрăк турат пуçтарса вутă хатĕрлеттĕмĕр. Ĕлĕк хальхи пек газ пулман, апатне те, пÿртне те вут хутса пĕçернĕ, ăшăтнă.
Çуллахи каникул вăхăтĕнче çулсерен колхоз хирĕнче сахăр кăшманĕ çитĕнтереттĕмĕр. Анне пире хăйĕнпе пĕрле ĕçлеттеретчĕ. Çу тăршшĕпе 2-3 хут хире тухса çумлаттăмăр, сайрататтăмăр, кăпкалататтăмăр. Кĕркунне пылак тымарсене кĕреçепе кăлараттăмăр. Йывăр ĕçе ушкăнпа пуçласа часах пĕтереттĕмĕр. Аннене май çитнĕ таран ялан пулăшма тăрăшаттăмăр».
Хаклă çыннăмăр мĕн пĕчĕкренех чечексем юратать. Сад пахчинче мĕнле кăна чечек ÿстерместчĕ-ши? Иртен-çÿрен чарăнса вĕсене сăнатчĕç, илемĕпе тĕлĕнетчĕç. Тата вăл вулама килĕштерет. Ĕлĕкрех 15-шер хаçат-журнал çырăнса илетчĕ. Халĕ те «Урал сасси», «Авăркас хыпарçи» хаçатсене аллинчен вĕçертмест.
Аттепе анне 5 ачана – 4 хĕрпе 1 ывăла – пăхса çитĕнтерчĕç, вĕрентсе кăларса çын турĕç. Эпир пурте аслă пĕлÿ илнĕ, хальхи вăхăтра тивĕçлĕ канури çынсем. Кашни хăйĕн çемйипе пурăнать. Аннен 10 мăнукпа 11 кĕçĕн мăнук ÿсет. Вăл вĕсемпе савăнса, мухтанса, Турра тав туса пурăнать. Аннене «Ĕç ветеранĕ», «Тыл ĕçченĕ», «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальсемпе, юбилейлă медальсемпе, Хисеп хучĕсемпе наградăланă. Вăл «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи участникĕн тăлăх арăмĕ» («Вдова участника ВОВ») ята тивĕçнĕ. Шел пулин те атте вăрçă суранĕсене пула чирлесе 1991 çулхи февраль уйăхĕн 9-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлчĕ.
Анне хăйне телейлĕ тесе шутлать: «Пурнăç каçалăкне тивĕçлĕ утса тухатăп, манăн пурнăç пархатарлă. Вăрăм та анлă ĕмĕр сукмакĕпе йывăрлăхсене парăнмасăр 99 çул тултарса 100 çула кайрăм», – тет вăл.
Эпир пурте юратнă аннене, хаклă асаннене, кукамая, аслă кукамая питĕ юрататпăр, унпа мăнаçланатпăр, çĕре çити пуç тайса тав тăватпăр! Хурçă пек çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, çывăх çыннисен тимлĕхне туйса пурнăçпа савăнса пурăнма сунатпăр!
Ачисен ятĕнчен София КАРПОВА (Матвеева) аслă хĕрĕ.
Ĕпхÿ хули.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: