Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Кун-çул каçалăкĕ
21 Нарӑсӑн 2023, 12:30

Асрах вăрçă çулĕсем, синкер те асаплă кунсем

Февраль уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш наци академикĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Авăркас районĕнчи «Мерчен» ансамблĕн илемлĕх ертÿçи, чăваш халăхĕн сăмахлăхĕпе пултарулăхĕн ăстаçи Николай Семенович Васильев хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă турĕ.

Асрах вăрçă çулĕсем, синкер те асаплă кунсем
Асрах вăрçă çулĕсем, синкер те асаплă кунсем

Николай Авăркас районĕнчи хресчен çемйинче кун çути курнă. Ачалăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсемпе тÿр килнĕ. Вăрçă ачисем теççĕ вĕсене. Мĕн пĕчĕкрен аслисемпе пĕр тан иртен пуçласа сĕм çĕрлеччен уй-хирте ĕçленĕ, çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Пурнăç йывăр пулсан та хутла вĕренме тăрăшнă. Малтан Ташлăкÿл ялĕнчи çичĕ класлă, ăна пĕтернĕ хыççăн Толбазăри вăтам шкулсенче ăс пухнă. Вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн (1952 çул) Таштамакри, каярах Султанмурарти вăтам шкулсенче ачасене вĕрентнĕ. 1959 çулта пуçаруллă та тÿрĕ чунлă, пур ĕçе те тĕплĕ пурнăçлама хăнăхнă çамрăка Авăркас районĕнчи комсомол организацийĕн секретарьне суйланă. 1960 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен Кепеç ялĕнчи шкулта вĕрентекен пулса ĕçленĕ. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 55 çул! Ĕçленĕ вăхăтрах куçăн мар мелпе Ĕпхÿри учительсен институтĕнчен, Эрĕнпурти патшалăх педагогика университетĕнчи географи факультетĕнчен, Кемеровăри патшалăх педагогика университетĕнчи химипе биологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă.
1965-1970 çулсенче Николай Васильев Ташлăкÿл ялĕнче «Ылтăн пучах» чăваш фольклор ансамблĕ йĕркеленĕ, каярах ăна «Çеçпĕл» ятпа улăштарнă. 1990 çулта коллектива «халăх ансамблĕ» ята панă. 2010 çулта вăл тăрăшнипе «Мерчен» ансамбль пуçарса янă. Ушкăна ытларах Толбазă ялĕнче пурăнакан чăвашсем çÿреççĕ. Пилĕк çултан пултарулăх ушкăнне «халăх ансамблĕ» ята панă. «Мерчен» – районпа республика, регионсем хушшинчи, Раççей шайĕнчи фольклор уявĕсемпе фестивалĕсене хутшăнать, лауреат тата дипломант ятсене çĕнсе илет.
Ушкăн репертуарĕнче чăваш халăх йăли-йĕркине çутатса паракан сюжетсем тĕп вырăн йышăнаççĕ. Çав шутра: «Пир çапни», «Тăла пусни», «Кĕр сăри», «Хĕр сăри», «Салтака ăстани», «Мăнкун», «Çимĕк каçĕ», «Нартукан», «Çĕрĕ яни», «Ача-пăча вăййисем» тата ыт. те. Вăл лартнă хореографи, фольклор тата йăла-йĕрке композицийĕсем республикăри куракансене çеç мар, Тутарстанпа Чăваш Ен çыннисене те савăнăç кÿнĕ.
Николай Семенович 1960 çултанпа вырăнти халăх сăмахлăхне пуçтарассипе ĕçлет. Вĕсене йĕркене кĕртсе «Авалхи йăла-йĕркесем», «Анатри чăвашсен халăх юррисем» кĕнекесем пичетлесе кăларнă. 2020 çулта хăйĕн тата ялта пурăнакан ватă çынсен аса илĕвĕсенчен хатĕрленĕ «Вăрçă тата ун хыççăн епле пурăннă» («Вот как было в годы войны и после») черетлĕ кĕнеки вулакан патне çитнĕ. Вăл ял-йыш, вăрçă тата вăрçă хыççăнхи йывăр çулсем çинчен.
Николай Семенович 2011 çултанпа Чăваш халăх ăслăлăхпа ÿнер академийĕн чăн членĕ. 2022 çулта ăна «Тава тивĕçлĕ таврапĕлÿçĕ» хисеплĕ ят панă. ПАССР Аслă Канаш президиумĕн Хисеп хутне, «ПАССРăн тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ята, «Халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ», «СССР халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ» хисеп паллисене, орденсемпе медальсене тивĕçнĕ.
Паян сире Николай Семенович вăрçă вăхăтĕнчи çулсем çинчен каласа панă асаилÿсемпе паллашма сĕнетпĕр.
Вăрçă. Пурнăç малаллах шăвать

Вăрçă çулĕсенче ял Канашĕн председателĕ пулса 50 çултан иртнĕ арçын ĕçлетчĕ. Колхоз председателĕн тивĕçĕсене ури уксах пулнипе вăрçа каяйман инвалид пурнăçлатчĕ. Вĕсем хĕрарăмсене ферма ертÿçи, конюх тата ытти ĕçсене ертсе пыма çирĕплететчĕç. Хĕрарăмсем сăмахсăрах килĕшетчĕç, вĕсемсĕр пуçне ку ĕçе никам та тума пултарайманнине ăнланатчĕç. Арçынсем çук. Колхоз ферминче те хĕрарăмсем тăрăшатчĕç. Хуралта тăраканни çеç утмăлтан иртнĕ арçынччĕ. Дояркăсем алă вĕççĕн 14-16 ĕне сăватчĕç. Хăйсемех тирĕс тасататчĕç, черетпе ĕнесене кĕтетчĕç. Икĕ доярка вăкăр кÿлетчĕç те флягăсене тиесе тăватă çухрăма çити сĕте сепараторпа уйăрттарма каятчĕç. Тепĕр иккĕшĕ çав кун ĕнесем кĕтетчĕç. Çапла вăрçă пĕтичченех пĕр-пĕринпе ылмашăнса ĕçлерĕç. Дояркăсем килĕсенче те пулса курмастчĕç. Кĕтĕве кун çутăлнă-çутăлман хăваласа тухатчĕç те хĕвел ансан çеç таврăнатчĕç. Ĕнесене çĕрле, уйăх çутипе, сăватчĕç. Кунне виçĕ хутчен, ирхине, кăнтăрла тата каç.
Çавăн пекех фермăри сурăхсене те сăватчĕç. Сĕтне районти сĕт йышăнакан пункта леçнĕ. Сурăх сĕтĕнчен брынза тăваççĕ тесе калатчĕç. Сыснасене икĕ хĕрарăм пăхатчĕ. Вĕсене кăнтăрла хăваласа тухса çаран çинче кĕтетчĕç.
Колхоз утарĕнче утмăл ытла даданччĕ (дадан – хăйне майлă, 43,5X30 сантиметрлă вĕлле). Хуртсене 70 çулхи ватă старик пăхатчĕ.
Ял халăхĕ çуллахи вăхăтра ир вăранатчĕ. Хĕрарăмсем ыйтнипе кĕтÿçсем выльăхсене хĕвел тухичченех уй-хире хăваласа тухатчĕç. Ĕçе кайиччен килти ĕçĕсене пурнăçласа ĕлкĕрмелле-çке. Хĕрарăм бригадир кашни кун килсем тăрăх ĕçе тухма чĕнсе çÿретчĕ. Аннесем çав вăхăтра сепаратор урлă кăларса хăйма тума сĕт ăшăтатчĕç. Сĕт уйăрттарма сепаратор ăçта пур, çав киле каятчĕç. Унта урамранах черетчĕ. Ялта ун чухне кашни çын сепаратор илеймен. Киле таврăнсан кăмака хутатчĕç те уйăрттарнă сĕте вĕретме лартатчĕç. Унран турăх тăватчĕç. Кăмака та, хуран та пĕрре çеç пулнăран савăта çуннă сĕтрен тÿрех çуса тасатмаллаччĕ. Хуранта çемьене кунĕпе çиме апат пĕçермелле-çке.
Ирхи апат тунă хыççăн хĕрарăмсем ут картишне каятчĕç. Çичĕ сехет тĕлне унта ĕç вĕретчĕ. Хăшĕ лаша кÿлетчĕ, хăшĕ кивĕ урапана юсатчĕ, виççĕмĕшĕ кустăрмасене тикĕт сĕретчĕ. Хĕрарăм бригадир хăш бригада ăçта каяссине, паян мĕнле ĕç тăвассине, ĕнер мĕн туса пĕтерейменнине калатчĕ. Кохозниксен çулталăкне 270 ĕç кунĕ тумаллаччĕ. Нормăна тултарайманнисене кĕркунне тырă сахал паратчĕç. Вăрçă вăхăтĕнче тырă паман та, май пулман. Пурте ахалех ĕçленĕ.
1942 çул. Ака вăхăтĕнче ĕç кунĕ ирхи тăваттăра пуçланатчĕ те тĕттĕм пулсан çеç вĕçленетчĕ. Выçă ял çыннисен вара хăйсен пахчисене те лартма ĕлкĕрмеллеччĕ.
Хĕрарăмсем пĕр ака пуçне пĕр-икĕ пар лаша кÿлсе сухалатчĕç. 12-13 çулхи арçын ачасем сÿрелетчĕç. Пирĕн колхозра виçĕ бригадăччĕ: пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш. Колхозра кашни бригадăн хăйĕн лаптăкĕччĕ. Ыраша, тулла, вирпе ытти культурăна кашни бригада уйрăм акатчĕ. Бригадăсем пĕр-пĕрин хушшинче ăмăртусем йĕркелетчĕç: кам маларах акса, çумласа пĕтерет, ытларах тыр-пул туса илет.
Утта çавапа варсем хĕррипе, сăрт çинче çулатчĕç. Тÿрĕ вырăнсене пĕтĕмпех сухаласа тыр-пул акнă. Çум курăк ÿссе ларакан вырăнсем пулман. Курăка 8-10 хĕрарăмран тăракан бригада çулатчĕ. Ик-виçĕ кунтан утта хăвăртрах типтĕр тесе 9-11 çулхи ачасем йывăç кĕреплесемпе çавăрса тухатчĕç. Типсе çитсенех ачасем ăна пуçтаратчĕç, капансем патне турттаратчĕç. Çапла çу тăршшĕпе колхора ĕçлекенсем 6-7 пысăк утă купи лартатчĕç. Колхозра çынсене çитермен, кашни хăйне валли килĕнчен апат илнĕ. Хăш-пĕрисен нимĕн те çукчĕ. Вĕсем апат вăхăтĕнче курăк çăнăхĕнчен яшка пĕçеретчĕç. Турăх пуррисем турăх янă. Ĕне нумайăшĕ тытатчĕç пулсан та хăйма сайра хутра кăна çинĕ. Мĕншĕн тесен унтан çу тунă. Çăва сборщиксене парса янă. Кашни шăмат кун килĕрен çу пуçтарса çÿретчĕç. Çулталăкне пĕр ĕне пуçне 20 килограмм услам çу памаллаччĕ.
«Вăрçă тата ун хыççăн епле пурăннă»
кĕнеке тăрăх Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ. Авăркас районĕ.

 

Асрах вăрçă çулĕсем, синкер те асаплă кунсем
Асрах вăрçă çулĕсем, синкер те асаплă кунсем
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: