Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Кун-çул каçалăкĕ
14 Мартӑн 2023, 12:00

Хисеплĕ те сумлă «Влансаныча» физкульт-тав

Гафури районĕнчи Антоновка ялĕнчи шкулта вăй хунă Владимир Александрович Ульянов спорта тата сывлăхлă пурнăç йĕркине кăмăллакансен темиçе ăрăвне çитĕнтернĕ.

Хисеплĕ те сумлă «Влансаныча» физкульт-тав
Хисеплĕ те сумлă «Влансаныча» физкульт-тав

Вăл Антоновка шкулĕнче 45 çул ытла физкультура учителĕ пулса ĕçленĕ. Вĕренекенсен темиçе ăрăвне спорта юратма, сывлăхлă пурнăç йĕркине илсе пыма хăнăхтарнă. Вĕсем паянхи кунччен хăйсен наставникне тав тăваççĕ.
«Ăçта çуралнă – çавăнтах кирлĕ пулнă» теççĕ хăйсен пурнăçне пĕчĕк Тăван çĕршывне тата унăн çыннисене халалланă çынсем пирки. Владимир Александрович – шăпах çакăн йышши çынсенчен пĕри. Вăл Кумертау хулинчи физкультура техникумĕнче пĕлÿ илнĕ, çар тивĕçне кирлĕ чухлĕ пурнăçланă хыççăн тăван шкула таврăннă. Çакă 1973 çулта пулса иртнĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайиччен, 2019 çулччен, Антоновка ачисем валли физкультура урокĕсем ирттернĕ.
Владимир Ульянов тÿрĕ кăмăлпа, пысăк интереспа тата кăтартусем тăвассишĕн ĕçленĕ. Спорт азарчĕ «ерекен» пулăм пулнине вара пурте пĕлеççĕ. Тен, çавăнпа Владимир Александрович тăрăшнă çулсенче Антоновка спортсменĕсене тĕрлĕ ăмăртусен хисеп пъедесталĕсенче курма пулнă. Уйрăмах йĕлтĕрçĕсем савăнтарнă. Спортăн çак тĕсне мĕн ачаран кăмăллакан Владимир Ульянов шкулта чылай вĕренекене йĕлтĕрпе чупма явăçтарнă. Вăл ачасемпе урокра кăна мар, ытти чухне те ĕçленĕ. Шкулта ăс пухакансем ялтан 1,5 çухрăмра вырнаçнă вăрманта иртекен занятисене хаваспах çÿренĕ.
Акă, мĕнле аса илет В.А. Ульянов йĕркеленĕ уроксене В.М. Иванова: «Вăл пире ялан çапла калатчĕ: «Йĕлтĕрпе ахаль ан çÿрĕр, çут çанталăкпа киленĕр». Пĕррехинче вăрманта заняти вăхăтĕнче эпир пăши куртăмăр. Хăрушă пулса кайрĕ, анчах Владимир Александрович пире лăплантарчĕ. Вăл физкультура урокĕсем патне интерес çуратнисĕр пуçне, пирĕн кăмăла çирĕплетнине те халĕ ăнланатăп. Çаксем пурте пурнăçра кирлĕ пулчĕç».
Шкултан вĕренсе тухнисем Владимир Александровича тата вăл ирттернĕ уроксене ырăпа çеç аса илеççĕ. Вĕсенчен кашнийĕ ăна тав тума хатĕр. Паянхи кун Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен социаллă сетьсем урлă чылайăшĕ вĕрентекене унăн ĕçĕшĕн пысăк тав сăмахĕ калать.
«Вăл пирĕншĕн чăн-чăн тренер тата ахаль лайăх çын шутланать, унăн канашĕсемпе усă курса эпир пурнăç çулĕпе пуçа çĕклесе утма вĕреннĕ», – тесе çырать Александр Герасимов.
«Сирĕн урокăрсем пире спорта юратма, хамăра тонусра тытма хăнăхтарнă, занятисене ялан пĕр сиктермесĕр çÿренĕ. Эсир пире хамăра кăтарма майсем туса параттăрччĕ, çĕнтерÿ патне ăнтăлма тата лайăх çитĕнÿсем тума хавхалантараттăрччĕ. Физкульт-тав пирĕн физкультура учительне!» – тав тăваççĕ ĕнерхи вĕренекенсем.
«Пирĕн шкулта лайăх вĕрентекенсем ĕçлетчĕç. Уйрăмах Ульяновсен çемйине палăртса хăвармалла. Елена Александровна алгебрăпа геометри предмечĕсене илсе пыратчĕ, Владимир Александрович – физкультура учителĕ тата тренер. Ачасемшĕн унăн ячĕпе ашшĕ ятне каласси йывăртарахчĕ, çавăнпа эпир учителе хамăрла «Влансаныч» тесе чĕнеттĕмĕр. Унпа тĕл пулнă чух ялан паян «секци» пулать-и е çук-и тесе ыйтаттăмăр, – аса илет Сергей Герасимов.
«Пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ чух Владимир Александрович эпĕ йĕлтĕрпе начар çÿренине асăрханă иккен. Вăл мана «тренировкăсем ирттерĕпĕр» терĕ. Çакăн хыççăн ăмăртусем йĕркелерĕç – район шайĕнчисем, медицина училищинче (шкул хыççăн асăннă учрежденинче вĕрентĕм), ĕçре. Вĕсенче «Красноусольск» санатори чысне хÿтĕлеттĕм. Санаторине училище пĕтернĕ хыççăн направленипе ĕçлеме лекрĕм, – тесе çырать Мария Алексеева. – Çитĕнÿсем тума Владимир Александрович пулăшрĕ, вăл манра спорт пултарулăхне асăрханă. Вĕрентекенĕмĕр тренировкăсем вăхăтĕнче шкул командине хăйĕн хастарлăхĕпе хавхалантаратчĕ, ушкăн яланах парнеллĕ вырăнсем йышăнатчĕ».
Антоновка шкулĕнче сăн ÿкерчĕксенчен, Хисеп хучĕсенчен тата район шайĕнче çĕнтернĕ чемпионсен кубокĕсенчен йĕркеленĕ кĕтес пур. Мĕнре-ши вĕсен çитĕнĕвĕ? Пĕр енчен, унăн никĕсĕнче – Владимир Александрович Ульянов физкультура учителĕ çамрăк спортсменсене воспитани памалли тарăн шухăшласа хатĕрленĕ система, унăн йĕркелÿçĕ пултарулăхĕ. Чи пĕлтерĕшли вара хăйĕн вĕренекенĕсене чунтан юратни. Мĕншĕн тесен вăл кашнине чун-чĕре ăшшине панă. Тепĕр енчен, учитель нихăçан та пĕр вырăнта тăмасть. Вăл яланах хăйне аталантарассипе ĕçлет.
Çак вăхăт хушшинче В.А. Ульянов чылай лайăх спортсмена çитĕнтернĕ. Чи кирли – кашнине ĕçчен, ырă та тÿрĕ кăмăллă çын пулса ÿсме воспитани пани. Çакна унăн ĕнерхи вĕренекенĕсен шăписем çирĕплетсе пама пултараççĕ.
Ялта вара Ульяновсен çемйи пирки сăмах хускатсан, кирек кам та вĕсем çинчен нумай ыррине çеç калать. Владимир Александровичпа Елена Александровна виçĕ ача – Светлана, Николай тата Ирина – çитĕнтернĕ. Вĕсем пурте ашшĕ-амăш тĕслĕхне ăша хывса педагогика пĕлĕвĕ илнĕ. Анчах та вĕрентекенсен династине Светлана çеç малалла тăснă. Вăл Антоновка шкулĕнче истори учителĕ пулса ĕçлет.
Асламăш-кукамăш, аслашшĕ-кукашшĕ çумĕнче вĕсене юратакан мăнукĕсем: Ангелинăпа Максим, Константинпа Захар, Александра. Ангелина аслашшĕ мĕн ачаран ăша хывма пулăшнă киленĕве суйласа илнĕ, физкультура сферинче тăрăшать. Ытти мăнукĕсен професси суйласа илесси малашрăхра-ха. Тен, вĕсем те Ульяновсен педагогика династине малалла тăсĕç.
Владимир Александрович нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн ĕçтешĕсен, вĕренекенсен тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсен, пĕр ял çыннисен пысăк хисепне тивĕçнĕ. Унăн ĕçне тĕрлĕ шайри чылай Хисеп хучĕсемпе палăртнă. Çав шутра – СССР Спорт министерствин Хисеп хучĕ, «РСФСР Халăх çут ĕç отличникĕ» паллă.
2023 çул – Педагогпа наставник çулталăкĕ. Владимир Александровичшăн, Антоновка шкулĕнче вĕреннĕ темиçе ăрăвăн наставникĕшĕн çак çул юбилейлă шутланать. Эпир юбиляра чунтан саламлатпăр, çирĕп сывлăх сунатпăр.
Татьяна ПИСКУН.
Гафури районĕ, Антоновка ялĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: