Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Кун-çул каçалăкĕ
21 Мартӑн 2023, 11:01

«Юрăпа пурăнма çăмăлрах»

Кун иртет те каç пулать, çапла ĕмĕр епле иртни те сисĕнмест. Тамара Николаева та çичĕ теçетке çула çывхарнине сиссе юлмайман. Апла пулин те вăл çакăншăн пĕрре те ÿкĕнмест. Мĕншĕн тесен пурнăç урапи шав малалла чупать. Чи кирли – çирĕп сывлăх, çемьери тăнăçлăх тата çывăх çынсен юратăвĕпе тимлĕхĕ. Ун чухне вара пĕтĕм ĕç ăнса, кал-кал пынăн туйăнать. Ку чăннипех те çапла.

«Юрăпа пурăнма çăмăлрах»
«Юрăпа пурăнма çăмăлрах»

Тамара Ефремовна Куюргазă районĕнчи Касăрма (Старомихайловка) ялĕнче 1953 çулхи апрель уйăхĕнче çуралнă. Унăн ачалăхĕ ытти ачасенни пекех иртнĕ: ача-пăча вăййисемпе айкашнă, çулла шыва кĕнĕ, хĕлле юрпа пемелле вылянă, ашшĕпе амăшне хуçалăхра пулăшнă. Тамара яштака кĕлеткеллĕ, илемлĕ сăн-питлĕ хĕр пулса çитĕннĕ. Павловка ялĕнче пурăнакан Андрей илĕртÿллĕ те хÿхĕм пикене пĕрре курсах куç хывнă. Хĕр те качча килĕштернĕ. Çамрăксем тăтăшах тĕл пулнă. Пĕрлешме, çемье çавăрма шутланă. Çапла Николаевсем 1971 çулхине пĕр çемьене чăмăртаннă. Мăшăр хунямăшĕпе пĕр килте пурăннă. Çĕнĕ кине хунямăшĕ пĕрремĕш кунранах хăйĕн хĕрĕ пек йышăннă, питĕ килĕштернĕ. Ĕçчен те тăрăшуллă арăм алă усса ларман, ним шухăшламасăрах вырăнти фермăна çул тытнă. Ĕне сăвакана коллектив хапăл тусах йышăннă. Ун чухне кашниех алăпа 15-шер ĕне сунă. Унсăр пуçне дояркăсем выльăхсене апатлантарнă, витесене тирĕсрен тасатнă. Пур ĕçе те вăр-вар, тирпейлĕ тăвакан çамрăк хĕрарăм часах ушкăнра ырă ят çĕнсе илнĕ. Унра вăй-хал тапса тăнă çав. Кил хуçи хĕрарăмĕн уйрăмах çулла пĕр канăç та пулман: выльăх-чĕрлĕхне пăхнă вăхăтрах пахчине çум курăкран тасатмалла тата ытти те. Ирхине тăватă сехетре чылай ял çынни тутлă ыйха путнă чух Тамара Ефремовна ура çинче пулнă. Фермăна ĕçе кайиччен унăн ĕнисене суса, апатне пĕçерсе хăварма тивнĕ-çке. Самана улшăннăçемĕн «Путь коммунизма» колхозра ĕнесене машинăсемпе сума пуçланă. Ку, паллах, дояркăсемшĕн çĕнĕлĕх пулнă ĕнтĕ. Аппарата хăнăхса çитме çăмăлах килмен. Ĕçе механизацилени вăя перекетлеме, ĕç хăватлăхне хăпартма май панă.
Тамарăпа Андрей Николаевсем виçĕ ачана (пурте хĕрсем – авт.) пурнăç парнеленĕ. Анчах Турă Андрей Павловича çемье пурнăçĕпе нумай савăнса пурăнма паман. Çемье пуçĕ аварие лексе сарăмсăр вилнĕ. Шел пулин те, 32 çулхи хĕрарăм упăшкисĕр тăрса юлнă. Анчах вăл пуçа усман, ялан ĕçре пулнă, ачисене те ĕçе вĕрентсе ÿстернĕ, килти хуçалăха та çирĕп тытса пынă. Унсăр пуçне Тамара Ефремовна çурт хăпартса кĕнĕ. Хунямăшне вара кинĕ мĕн виличчен хăйĕн амăшне пăхнă пек тимлĕх уйăрнă.
Т.Е. Николаева хĕрĕх çул тăван колхозра доярка пулса вăй хунă. Яваплăха туйнăран Тамара Ефремовнăна ял тата район Канашĕн депутатне темиçе хутчен суйланă. Тÿрĕ кăмăлпа, тăрăшса колхозра ĕçленĕшĕн виçĕ ача амăшне тĕрлĕ Хисеп хучĕсемпе, медальсемпе чысланă. Хăй вăхăтĕнче вăл темиçе хут та социализмла ăмăртусен, коммунизмла ĕçĕн çĕнтерÿçи ята тивĕçнĕ. Чи хакли вара – ял-йыш хисепĕ, «Хисеплĕ колхозник» ят. «Хисеп палли», Ĕç мухтавĕн (3 степень) орденĕсене те кашниех тивĕçеймест.
Паянхи кун кинемее 6 мăнук тата виçĕ кĕçĕн мăнук пурри савăнтарать. Вĕсем пурте ăна малалла пурăнма хавхалантараççĕ. Тамара Ефремовна халĕ те ял пурнăçне хастар хутшăнать, унсăр пĕр мероприяти те иртмест тесен йăнăш пулмĕ. Мĕншĕн тесен Тамара Николаева вырăнти «Янрав» чăваш вокал ансамблĕн пайташĕ шутланать. Вăл çамрăклах юрлама юратнă, анчах çакăн валли вăхăчĕ пачах та пулман – ĕç, кил, ачасем… Тивĕçлĕ канăва тухсан çеç юратнă чун киленĕвĕ валли вăхăт уйăрма пултарнă. «Юрăпа пурăнма çăмăлрах», – тет Тамара Ефремовна.
Ирида НОВИКОВА.
Куюргазă районĕ, Павловка ялĕ.

«Юрăпа пурăнма çăмăлрах»
«Юрăпа пурăнма çăмăлрах»
«Юрăпа пурăнма çăмăлрах»
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: