Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Кун-çул каçалăкĕ
28 Мартӑн 2023, 10:17

Тарават Туня аппа халĕ те ватлăха парăнмасть

Пирĕн ялти хисеплĕ ватăсенчен пĕри – Антонина Васильевна Кузьмина. Ялта ӑна Туня аппа тесе чӗнеҫҫӗ.

Тарават Туня аппа  халĕ те ватлăха парăнмасть
Тарават Туня аппа халĕ те ватлăха парăнмасть

Вӑл 1936 ҫулхи сентябрь уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Давлекан районĕнчи Чуюнчă-Николаевка ялӗнче ҫуралнӑ. Туня аппан Ванюш шӑллӗ 1939 ҫулхине çут тĕнчене килнĕ. 1942 ҫулхине Туняпа Ванюшăн ашшĕне Василий Исаева вăрçа илсе кайнӑ. Каҫхине çынсем салтак ӑсатма килсен, виçĕ çулхи Ванюш сӗтелтен тытӑнса макӑрса ҫӳренӗ, ыттисем те макӑрнӑ. Тепĕр уйӑхран амӑшӗ хӗр ҫуратнӑ, ӑна Валя ят панӑ. Пӗр ҫапӑҫӑва кӗнӗ хыҫҫӑн ашшӗ килне ҫыру янă, урӑх унран хыпар килмен. Ҫапла Вера аппа виçĕ ачине пӗчченех ӳстернӗ. Ҫӑмӑл пулман вӗсене, ачисем те амӑшне мӗн вӑй ҫитнӗ таран пулӑшнӑ. Тыр-пул ҫумлама ҫӳренӗ, утӑ-вутӑ тума пулӑшнӑ... Туня аппа мӗн пӗчӗкренех ӗҫре пиҫӗхсе ӳснӗ. Ача чухне вăл сурӑх кӗтӳне кӗтнӗ, уншӑн икĕ килограмм ҫӑнӑх панӑ. Ҫапла пурӑннӑ, савӑннӑ.
Ялти шкула вӗренсе пӗтерсен тÿрех колхоза ĕçе вырнаçнĕ.Чылай ҫул фермӑра доярка пулса ӗҫленӗ, сахӑр кӑшманĕ те ҫумланӑ, пенси ҫулӗсене ҫитсен шкулта урай ҫунӑ.
Туня аппа 23 ҫул тултарсан Алексей Кузьмина качча тухнӑ. Пӗр-пӗрне питӗ юратса, килӗштерсе пурӑннӑ вĕсем. Пилĕк ача ҫуратса ӳстерсе ҫын тунӑ. Аслă Галя хĕрĕ Давлеканта пурӑнать, ача садӗнче ӗҫлет, икĕ ывӑл çитĕнтернĕ. Юрий ывӑлӗ амăшӗпе ялта тымар янă, пенсие тухиччен колхозра шофер пулса тăрăшнă. Унăн пĕр хĕр. Вова чылай ҫул Чӑваш Енре пурӑннӑ хыҫҫӑн яла таврӑннӑ. Толик Сургутра вӑй хурать, ывӑлпа хӗрне ура çине тăратнă. Витя ялта хӑй кил-ҫурчӗпе никĕсленнĕ, виçĕ ача ӳстернӗ, кӗҫӗнни Настя шкула ҫӳрет. Кӗҫӗн мӑнукӗсем те нумай Туня аппан. Пурте асламӑш-кукамăш патне килсе ҫӳреҫҫӗ, пӗр-пӗрне пулӑшаҫҫӗ.
– Пĕр хутаҫ нуски, алса-чӑлха ҫыхса хутӑм мӑнуксем валли, – тет Туня аппа.
Шел, унăн мăшăрĕ Элекҫей пичче йывăр чире пула ҫӗре кӗчӗ. Питӗ ырӑ ҫынччӗ вӑл, колхоз автобусне ҫӳрететчӗ, бригадир пулса та вăй хучĕ.
Халӗ те питӗ тарават Туня аппа. Эпӗ килнӗ чухне кӑмакана сысна какайӗнчен хатĕрленĕ рулет лартнăччĕ. Кӑҫал 87 тултарать пулин те хăйне ватă пек туймасть, кил-хуçалăхра ĕçлет, хаçат-журнал вулать, малашлӑхшӑн тӑрӑшать.
Ирина ИЛЬИНА.
Давлекан районĕ, Чуюнчă-Николаевка ялĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: