Унăн ĕç кĕнекинче пурĕ те виçĕ çырнă йĕрке (запись) пур. 1939 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнче Пелепей çыхăну кантурĕн штатне Анновкăри çыхăну агентствин пуçлăхĕн çумĕ туса илнĕ. Çулталăк çурăран, 1940 çулхи декабрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Этĕл ялĕнчи почта уйрăмĕн пуçлăхĕ пулма шаннă. 1942 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнче ăна Хĕрлĕ Çара илнине пула ĕçрен хăтарнă…
Вăрçă çулĕсем Василий Даниловича хăйĕн ентешĕсемпе – Л.И. Спиридонов учительпе, Д.И. Маркелов, С.А. Чернов колхозниксемпе, Ермеккей тăрăхĕнчи Суккул ялĕнчи шкул директорĕнче ĕçленĕ П.В. Сидоровпа тата ыттисемпе – Рязань хули урлă 124-мĕш уйрăм Хĕрлĕ Ялавлă стрелоксен бригади йышĕнче Сталинград фронтне çитерет. Унти хĕрÿ çапăçусенче чылай çынсем пуçĕсене хунă. Пирĕн ентеш вара 1942 çулхи сентябрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче аманса сулахай алăсăр тăрса юлать. Вăрах вăхăт сипленнĕ хыççăн 1943 çулхи майăн 7-мĕшĕнче 1081№ эвакогоспиталь комиссийĕ В.Д. Исаев хĕрлĕ армеец вăрçă службине юрăхсăррине пĕлтерет. Çакна çирĕплетекен справка панă хыççăн 3-мĕш ушкăнри вăрçă инваличĕ пулса килне таврăнать те июнĕн 23-мĕшĕнче çĕнĕрен хăйĕн ĕçне пуçăнать.
Вăл вăхăтра почта пуçлăхĕ пулса ĕçлеме икĕ алăллă çынна та пĕртте çăмăл пулман. Пиншер экземпляр хаçат-журнал, посылка-бандероль, пенси перевочĕсемпе телеграммăсем тата ыттисене те питĕ нумай яратчĕç. Унсăр пуçне почта ĕçченĕсен черетпе коммутатор урлă хулапа, ытти ялсемпе çыхăну тытмалла пулнă.
Эпĕ хам та, аппа та, каярах пичче те почтальонра ĕçленине пула, Ярмулайĕнчен Этĕл ялне почта илме кайсан Василий пичче ĕçленине курса тĕлĕнеттĕм.Вăл хăрах алăпа телефон трубкине пуçĕ-хулпуççипе хĕстерсе коммутаторăн штепсельне чиксе тумблерне пусса абонентсене хулапа çыхăнтаратчĕ. Çав вăхăтрах килнĕ çĕршер конвертсене, яракан çырусене штемпель лартатчĕ, укçа-посылка перевочĕсене пичет лартса извещенине касса паратчĕ. Пурне те каласа пĕтереймĕн. Ахальтен мар-тăр ĕнтĕ ăна кашни çул уявсем умĕн лайăх ĕçленĕшĕн укçан премисем, тав сăмахĕсем каланине ĕç кĕнекинче çырнă.
1949 çулхи ноябрĕн 19-мĕшĕнче Совет Союзĕн çыхăну министрĕ, çыхăну çарĕсен Н.Псурцев генерал-полковникăн приказĕпе В.Д. Исаева 1-мĕш рангри çыхăнăвăн кĕçĕн инспекторĕ - персональнăй звани параççĕ. 1954 çулхи июль уйăхĕн 30-мĕшĕнче Василий Данилович «Ĕçре палăрнăшăн» медале тивĕçет.
Ветеранăн Фёдор ывăлĕ упракан çемье архивĕнче ашшĕн «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн», ашшĕпе амăшĕн «Тăван çĕршывăн вăрçи вăхăтĕнче тăрăшуллă ĕçленĕшĕн» тата нумай юбилей медалĕсем сыхланаççĕ.
Тĕп ĕçĕнче анчах мар, хăйĕн кил хуçалăхĕнче те питĕ тăрăшуллă пулнă пирĕн герой. 1948 çулхи апрель уйăхĕн 8-мĕшĕнче упăшки вăрçăра вилнĕ Анна Фёдоровна Гарина-Терентьева тăлăх арăмпа пĕрлешсе 45 çул хушшинче виçĕ ывăлпа виçĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Вĕсене вĕрентсе тăрăшуллă та ĕçчен çынсем туса çитĕнтернĕ. Ачисен хушшинче виçĕ аслă пĕлÿллĕ вĕрентекен (химбиолог, физик-математик, ача сачĕн воспитателĕ), инженер-геолог тата ытти специалистсем пур. Вĕсен пĕтĕмĕшле 11 ача тата 12 кĕçĕн мăнук çут тĕнчене килнĕ.
Вăрçăпа ĕç ветеранĕ Василий Данилович Исаев вилни 30 çул ытла ĕнтĕ, мăшăрĕ куçне хупни те 20 çул çитет. Паянхи куншăн ырă йĕр хăварнă аслă Исаевсем тата вĕсем пахчи таврашĕнче лартса хăварнă топольсем ешĕл палăк вырăнĕнче пулса юлнă.
Çывхарса килекен Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче вара тăван çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче (çав шутра Этĕл ялĕнче, Пелепейре, Мелеузпа Кумертаура, Ермеккей тăрăхĕнчи Эрехĕрринче, аякри Норильск хулинче тата ытти çĕрте те) çемйисемпе пурăнакан ачисемпе мăнукĕсем Сталинград паттăрне пĕрре мар аса илĕç.
Михаил СИДОРОВ.
Пелепей районĕ, Этĕл ялĕ.