Тыл ĕçченĕ тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă салтакăн тăлăх арăмĕ вăрçă çулĕсенче Ф.Энгельс ячĕллĕ колхозра вăй хунă, мăшăрĕпе ултă ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Татьяна Алексеева Михайловка ялĕнче Василийпе Авдотий Максимовсен çемйинче çуралнă. Чиркÿпе приххут кĕнекинче кинемей 1915 çулхи июль уйăхĕнче çут тĕнчене килнĕ тесе çырнă. Татьяна Васильевна питĕ ир тăлăха тăрса юлнă. Амăшĕ ачисем пĕчĕк пулнă чухнех çĕре кĕнĕ. Ашшĕне Василий Константиновича икĕ хĕрне – Татьянăпа Анастасийăна – пĕччен ура çине тăратма çăмăл пулман паллах.
Татьянăн ачалăхĕ пулман тесен те йăнăш пулмĕ. Ашшĕне мĕнле те пулин пулăшас тесе хĕр 4-мĕш класс хыççăн вырăнти колхоза ĕçлеме кайнă. Кăшт вăхăтран Василий Константинович Александровка ялĕнче пурăнакан Мария ятлĕ хĕре качча илнĕ. Телее, ÿкей амăшĕ ырă кăмăллă çын пулнă. Вăл мăшăрĕн ачисене çителĕклĕ тимлĕх уйăрнă, хăйĕн ăшшине тата юратăвне парнеленĕ.
– Мария пирĕншĕн анне пек çывăх пулма тăрăшрĕ, пысăк çухатăва чăтса ирттерме пулăшрĕ, – аса илет кинемей.
Татьяна Васильевнан çамрăклăхĕ коллективизаципе тÿр килнĕ. Унăн ашшĕ колхоза кĕме хирĕç пулнă. Çакăншăн ăна ссылкăна янă. Вăхăт иртнĕçемĕн çемье пуçĕ, килне таврăннă хыççăн, колхозниксен йышне кĕнех.
Василий Константинович Мария мăшăрĕпе ултă ачана пăхса çитĕнтернĕ. Çемьере тата тăватă ывăл – Василийпе Иван, Федорпа Леонтий – çуралнă. Хăй вăхăтĕнче Иван Васильевич М.Егоров ячĕллĕ СПК ертÿçин тивĕçне пурнăçланă. Федор Васильевич «Башнефтегеофизика» компанийĕн производствăпа техника пайĕн ертÿçи пулса ĕçленĕ. Леонтий Васильевич мĕн тивĕçлĕ канăва кайиччен Ĕпхÿ хулинчи «Башкирэнерго» компанире тĕп инспектор пулса вăй хунă. Василий Васильевич Михайловкăри тулли мар шкулăн директорĕн лавне туртнă. Анастасия Васильевнана 1943 çулхине ĕç армине чĕнсе илнĕ, вăл йывăр чире пула Сталинград хулинче вилнĕ.
1938 çулхине Татьяна Васильевна пурăнакан Михайловка ялне учитель пулса Николай Алексеев килнĕ. Шăпах кунта хĕр пулас мăшăрĕпе паллашнă. 1939 çулхине çамрăксем пĕрлешнĕ, Николайăн тăван Тÿртÿллĕ ялне пурăнма куçнă.
Çулталăкран Николай Петрович çар тивĕçне пурнăçлама кайнă, вăл Финн вăрçине хутшăннă. Унтан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Çамрăк аттене пĕрремĕш ачи, Виталий, çуралнине курма тÿр килмен. Арçын ача 1940 çулхи август уйăхĕнче çут тĕнчене килнĕ. Çичĕ çул иртсен çеç, демобилизаци йĕркипе килне таврăнсан, Николай Алексеев хăйĕн ывăлне кăкăрĕ çумне чăмăртама пултарнă. 1948 çулхине Николайпа Татьяна Алексеевсен иккĕмĕш ывăлĕ Андрей çуралнă. Анчах ăна ашшĕпе амăшĕн ăшшипе киленсе вăрах пурăнма Турă паман, вăл пепке чухнех вилнĕ. Çулталăкран çемьене çĕнĕ кайăк хутшăннă – Светлана çут тĕнчене килнĕ, 1951 çулта – Люция, 1954 çулта – Геннадий, 1959 çулта – Ираида (вăл та вăрах пурăнман). Икĕ çултан мăшăра Елена хĕрĕ савăнтарнă. Вăл Тÿртÿллĕ ялĕнче пурăнать, амăшне пулăшать. Паянхи кун Татьяна Васильевна Геннадий ывăлĕ патĕнче кун кунлать.
Вăрăм ĕмĕрлĕ кинемейĕн мĕнпур ачи те тивĕçлĕ канура. Халĕ Алексеевсен йăхне 15 мăнукĕ, 27 кĕçĕн мăнукĕ тата 2 кĕçĕн мăнукĕн ачисем малалла тăсаççĕ. Татьяна Алексееван аслă мăнукĕ, Ирина Витальевна, 52 çулта. Хĕрарăм Туртÿллĕ ялĕнче тымар янă, вырăнти шкулта кĕçĕн классен учителĕ пулса вăй хурать.
Вăрçă хыççăн Николай Петрович вĕрентекен ĕç-хĕлне илсе пынă. Наратастă тата Виçĕ Çăл шкулĕсенче директор, Тÿртÿллĕре военрук пулса ĕçленĕ. Çавăн пекех вăл КПСС райкомĕнче инструктор тивĕçне пурнăçланă. 1972 çулхине Николай Алексеевăн чĕри тапма чарăннă. Мăшăрĕ каланă тăрăх, вăл вăрах вăхăт хушши чирленĕ.
Вăрçă çулĕсенче тылри йывăрлăхсем хĕрарăмсемпе ачасен хулпуççийĕсем çине тиеннĕ. Татьяна Васильевна Ф.Энгельс ячĕллĕ колхозра тĕрлĕ ĕçре вăй хунă: вăрман каснă, кĕр кунĕсенче Туймазăри элеватора тырă турттарнă, çуркунне – Туймазă хулинчен колхоза вăрлăх.
Лашасемпе тырă турттарнă чух çынсем çул тăршшĕпе çуран утнă. Тыл ĕçченĕ çăпатасем витĕр йĕпенни, урасем хытă шăнни çинчен ыратупа тулнă саспа каласа парать. Уй-хирсене сухалама колхозри вăкăрсене кÿлнĕ, хăш чухне çынсем хăйсем те кÿлĕннĕ. Çапла Татьяна Васильевна сивве те, выçлăха та парăнтарнă. Нăйкăшман, ÿпкелешмен, шăпа çапла килсе тухнăшăн пуçне усман.
Çĕршыв тыл ĕçченĕн ĕçне пысăка хурса хакланă, кинемее «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медаль парса чысланă. Вăрçă хыççăн Татьяна Алексеева вырăнти колхозра чăх-чĕп фабрикинче ĕçленĕ, Тÿртÿллĕри вăтам шкулта урай çунă. 1972 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă, анчах ĕçе пăрахман, тăван колхозрах тăрăшнă. 1980 çулсенче ĕçчен те тăрăшуллă хĕрарăм ял шкулĕ çумĕнчи интернатра няня пулса вăй хунă.
Çулсем хăйĕннех тăваççĕ çав, Татьяна Васильевна виççĕмĕш çул урисем çине тăма пултараймасть. Çумра ачисемпе мăнукĕсем пурри савăнтарать. Геннадий ывăлĕ хуçалăхра тăрмашать пулсан, Елена хĕрĕ кашни кун амăшĕ патне васкать. Кирлĕ пулсан эмелне парать, апат пĕçерет.
Çĕнтерÿ кунĕ умĕн тыл ĕçченĕ патне хăнасем килсе çитнĕ. Çав шутра – Тÿртÿллĕ ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Ляйсан Гибатова, Шаран районĕнчи ветерансен канашĕн представителĕ Вилер Саитов тата вырăнти ФАПра фельдшер-акушер пулса ĕçлекен Лилия Трофимова.
Çулĕсем самаях пулин те пĕр ĕмĕре хыçа хăварнă кинемей хăнасене савăк кăмăлпа кĕтсе илнĕ. Вăл çулĕсене пăхмасăр ăслă-тăнлă калаçать, пурне те паллать, пурнăç çине ырă куçпа пăхать, ачисемпе мăнукĕсене канашсем парать, сад-пахча ĕçĕсемпе кăсăкланать. Татьяна Васильевнан йăхĕ ун патне туртăнать, ăна çепĕççĕн юратнă кукамай-асанне тесе чĕнеççĕ. Тыл ĕçченĕ хăй курнине ачисемпе мăнукĕсем ан курччăр тесе пăшăрханать. «Тăнăçлăх пултăр, пурнăçра пурне те чăтса ирттерме пулать, вăрçă çеç ан пултăр», – тет сумлă ватă.
Руслан ХАФАЗОВ.
Шаран районĕ, Тÿртÿллĕ ялĕ.