Максим Петрович Шаран районĕнчи Владимировка ялĕнче Елена Федоровнăпа Петр Иванович Селивестровсен çемйинче çуралнă. Пирĕн герой хăйĕн ашшĕне астумасть. Максим çуралнă çул çемье пуçне кулак тесе инçе çĕре ăсатнă, пурлăхне туртса илнĕ. Амăшĕ тăхăр ачапа пĕччен тăрса юлнă. Çемье кивĕ картара пурăннă. Максим Петрович чи кĕçĕнни шутланнă.
– Анне ăçта май килетчĕ, çавăнта ĕçлетчĕ. Киле шăннă çĕр улми илсе таврăнатчĕ, пиччесемпе тата аппасемпе çавна çиеттĕмĕр. Эпĕ çарта хĕсметре тăнă чух çеç çăкăр çисе тăранма пултартăм. Шăпа çапла килсе тухнишĕн кÿренместĕп, вăхăчĕ çаплаччĕ. Çитменнине Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланчĕ, – аса илет ĕç ветеранĕ.
Йывăр тапхăра – выçлăх тата аркану – пăхмасăр Максим Александровка ялĕнчи кĕçĕн классен пĕлĕвне паракан шкула ăнăçлă вĕренсе пĕтерсе Владимировкăри çичĕ класлă пĕлÿ çуртĕнче ăс пухнă. Вун тăватă çулхи каччă аслисемпе пĕр тан М.Горький ячĕллĕ колхозра ĕçленĕ, унтан Октябрьски хулинчи автошкулта водитель профессине алла илнĕ. Октябрь уйăхĕнче çамрăк каччăн çара кайма ячĕ тухнă. Вăл Кавказ леш енчи çар округне лекнĕ, салтак тивĕçне хими хÿтĕлевĕн чаçĕнче пурнăçланă. Ултă уйăхран çар службин отличникне тăван ялне отпуска янă. 1963 çулта, виçĕ çул иртсен, Владимировка каччи демобилизаци йĕркипе, килне таврăннă.
Кăшт вăхăт иртсен Максим Петрович Туймазă хулинчи геофизика оборудованийĕсемпе хатĕрĕсен заводне ĕçе вырнаçнă, каярах «Туймазыхиммаш» завода куçнă. 1975 çулта ăна Хантпа Манси автономи округĕнче «Трестприоптрубопроводстрой» компанинче ĕçлеме сĕннĕ. Ĕçчен те тăрăшуллă арçын Çурçĕрте водитель пулса 23 çул вăй хунă. Унăн çăмăл тата çăк турттаракан машинăсен рулĕ умне ларма тÿр килнĕ. Хăш чухне 50-60 градус шартлама сивĕ пулнине пăхмасăр рейса тухнă, техника çĕмĕрĕлсен юсав ĕçĕсем тума машина айне кĕнĕ. Командировкăсем нумай пулнипе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене çитнĕ. Енчен те предприяти çĕнĕ техника туянсан ăна илсе килме чăн малтан Максим Петровича янă. Мĕншĕн тесен ăна шаннă.
1998 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн Максим Селивестров тăван ялне таврăнма шут тытнă. Ăна Владимировка ялĕнче Алексейпе Иван, Сафронпа Александр, Василийпе Виталий тата Зинаида аппашĕ ăшшăн кĕтсе илнĕ.
Паянхи кун 85 çулхи ĕç ветеранĕ пысăк хуçалăхпа пурăнать. Çулĕсем самай пулнине пăхмасăр вăл ĕçчен те малалла ăнтăлма тăрăшнинчен кирек кам та тĕлĕнет. Максим Петрович ĕнесем, чăх-чĕпсем, сыснасемпе сурăхсем тытать, ĕнисене вара хăй сăвать. Унсăр пуçне ял çынни ыркăмăллăх ĕçне тата çынсене пулăшассине мала хурать – нуша курнă çынсене тÿлевсĕр сысна çурисем, чăх-чĕпсем, пăрусемпе сурăхсем парать.
Хăш-пĕр çынсем ăна:
– Мĕншĕн эсĕ нихăçан та укçа илместĕн, туяннинчен нумайрах паратăн? – тесе ыйту параççĕ.
Вăл çапла хуравлать:
– Турă курасса шанатăп. 1930-1940 çулсенче анне, пиччесемпе аппасем выçлă-тутлă пурнăçпа пурăнчĕç, ун чухне эпĕ вĕсемшĕн нимĕн те тума пултарайман. Мĕншĕн ун чухне çителĕклĕ пурнăç пулман? Мĕншĕн вĕсем выçăпа аптратчĕç, çĕтĕк-çурăк тăхăнса çÿретчĕç? Ун чухне эпĕ хамăн çывăх çынсене пулăшаймастăмччĕ. Çавăнпа халĕ нуша куракансене пулăшу парасшăн. Ытти çынсем эпир курнине ан курччăр, мана нимĕн те кирлĕ мар, эпĕ çамрăк мар ĕнтĕ.
Максим Петровичăн тĕп пуянлăхĕ вăл – Ольга, Елена, Ирина тата Людмила хĕрĕсем. Пурнăç телейĕ вара 13 мăнукĕпе 3 кĕçĕн мăнукĕнче. Вĕсем тăтăшах килсе çÿреççĕ. Халĕ ĕç ветеранĕ пĕччен пурăнать, ăна вырăнта пурăнакан Наталья Челпанова (опекун шутланать) пулăшать. Вăл ятарлă çар операцинче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ Сергей Челпановăн мăшăрĕ. Сергей Украинăна кайиччен ватă çына пулăшнă, тăван ашшĕне тимлĕх уйăрнă пек пăхнă. Максим Петрович çакăншăн Челпановсене ĕне тата пăру парнеленĕ.
Наталья Михайловна кÿршĕри ĕç ветеранĕ пирки çапла каларĕ: «Манăн кÿршĕ – лайăх çын, вăл нихăçан та тупăш туса илесси пирки шухăшламасть, яланах пулăшма васкать. Вăл ăслă-тăнлă çын, маншăн атте вырăнĕнче. Атте канаш пани пысăк пĕлтерĕшлĕ».
Руслан ХАФИЗОВ.
Шаран районĕ,
Владимировка ялĕ.