Володя Тимеш ялĕнчен виçĕ çухрăмра вырнаçнă Канаш ялĕнче çуралнă. Паянхи кун çак ял çĕр çинче çук ĕнтĕ. Володя ачаллах ашшĕсĕр тăрса юлнă (чире пула кĕтмен çĕртен вилсе кайнă). Ун чухне арçын ача виçĕ çулта анчах пулнă. Çапла амăшĕ çирĕм саккăртах тăватă ачипе юлнă. Чи пĕчĕкки Валера ун чухне тăватă çулта пулнă. Паллах, çемьере аттесĕр пурăнма йывăр. Вăл вăхăтра ялсенче газ та, шыв пăрăхĕ те, ытти çăмăллăхсем те пулман. Çавна май мĕнпур арçын ĕçĕсем Володьăпа Валера шăллĕн хулпуççийĕсем çине тиеннĕ. Икĕ аппăшĕ валли те кил-çуртра ĕç çителĕклĕ пулнă. Володя тăваттăмĕш класс таран тăван ялĕнчи пуçламăш шкулта пĕлÿ илнĕ. Пиллĕкмĕш класран пуçласа вăтам шкул пĕтериччен – Тимешри вăтам шкулта.
Çуллахи каникул вăхăтĕнче шăллĕпе иккĕшне хĕллене вутă, сурăхсемпе ĕни валли утă хатĕрлеме тивнĕ. Пÿртпе карта таврашне юсасси те, пахчасене çумлассипе шăварасси те вĕсен тивĕçĕ шутланнă. Колхоз уйĕнче ĕçлекен амăшне кашни çулах сахăр кăшманĕн лаптăкне уйăрса панă. Паллах, амăшне çак ĕçре те пулăшма тÿр килнĕ. Ун чухне çумлассине те, сайратассине те, çимĕçе кăларса тиессине те алă вĕççĕн пурнăçланă. Унсăр пуçне арçын ачасем колхоза утă çулнă вăхăтра та пулăшнă, кĕркунне тырă выракан комбайн çинче пулăшакан пулса ĕçленĕ. Ĕçлесе илнĕ укçапа шкула çÿреме тумтир тата учебниксемпе тетрадьсем туяннă.
Шкул пĕтернĕ хыççăн арçын ача 1973 çулта механизатор-тракториста вĕренме кайнă. Тракторист правине илсессĕн тăван «Комсомолец» колхозра тракторист пулса ĕçлеме тытăннă. Хăйĕн ĕçлĕ пурнăçне ДТ-54 трактор çинче пуçланă. Çуркунне хурçă учĕпе анасем сÿреленĕ, кăпкалатнă. Ака ĕçĕсем хыççăн хура пусă çине куçнă. Çамрăк механизатор валли яланах ĕç тупăннă. Вăл вара шанса панине кирек хăçан та кирлĕ пек пурнăçланă.
1976 çулхи çуркунне Тимеш каччине салтака кайма вăхăт çитнĕ. Служба вĕçленнĕ хыççăн каччă тăван килне таврăннă. Вăрах канма лекмен, укçа кирлĕ пулнипе тепĕр эрнеренех тăван колхоза ĕçе тухнă, ДТ-75 трактор-погрузчик çине ларнă: фермăра уя илсе тухмалли тислĕке тиенĕ, улăм куписене картана сĕтĕрсе кĕртнĕ.
1980 çул хыççăн колхоза пысăк хăватлă К-700, Т-150 тракторсем илсе киле пуçланă.
Çуркунне хуçалăх хушнипе хăватлă тракторсемпе ĕçлеме вĕренме пĕлĕвне ÿстерме кайнă, кирлĕ категориллĕ правасем илнĕ. В. Никитина Т-150 К трактор шанса панă. Унпа вăл мĕнпур хушнă ял хуçалăх ĕçĕсене пурнăçланă, хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă. Мĕнпур ĕçе яваплăха туйса вĕçне çитернĕ.
1982 çулта Володьăпа амăшĕ ытти нумай ял çынни пек Тимеше пурăнма куçнă. Вăл вăхăтра малашлăхсăр текен пĕчĕк ялсенчен нумайăшĕ кăвак çулăм, шыв пăрăхĕ, шкул тата ача сачĕ пур ялсене куçа-куçа кайнă.
Çав çулах чăваш каччи çемье çавăрнă. Людмила «Комсомолец» колхозра бухгалтер-кассир пулса ĕçлеме вырнаçнă. 1998 çулта Никитинсем пысăк çурт хăпартса лартаççĕ. Володьăпа Людмила икĕ ывăл та пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ. Паллах, ачисем те хăйсем пекех ĕçре çитĕннĕ.
1988 çулта «Комсомолец» колхоз правленийĕн йышăнăвĕпе ăна бригадир должноçне, каярах 1№ бригадăн комплекслă бригадирĕн тивĕçне пурнăçлама сĕннĕ. Ку ĕç уншăн çĕнĕ пулнă. Мĕншĕн тесен кунта çынсемпе ĕçлеме тÿр килнĕ, вăл пурин шанăçне те тÿрре кăларма тăрăшнă. Бригадир ĕçне пурнăçланипе пĕрлех Владимир Анатольевич Тимеш ялĕнчи шултра мăйракаллă выльăха тата лашасене самăртмалли комплексра та ĕçленĕ.
Кашни çуркунне В.Никитина вăрлăхлăх тырă тасатассине, ака ĕçĕсене, ĕçлекенсене вĕри апатпа тивĕçтерессине йĕркелеме тивнĕ. Уйрăмах тыр-пул пухса кĕртес, сахăр кăшманĕ кăларас вăхăтра çăмăл килмен. Турă панă тухăçа вăхăтлă пуçтарса кĕлете кĕртмелле, кăшмана сахăр заводне ăсатмалла пулнă. Çак ĕçе йĕркелеме нумай вăй хумалла пулсан та вăл лартнă тĕллеве пурнăçланă. Хĕл пуçлансан ферма ĕçлеме куçнă.
Иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăр вуннăмĕш çулĕсем хыççăн спорт лашисене хатĕрлес ĕçе те пуçăннă. Лашасене вăл мĕн ачаранах юратнă. Çак вăхăт тĕлне унăн Юрий тата Сергей ывăлĕсем çитĕннĕ. Вĕсем те ашшĕ пекех лашасене килĕштернĕ. Кашни кун уроксем хыççăн ун патне фермăна çÿресе лашасене сабантуя хатĕрленĕ.
«Комсомолец» колхозăн лашисем пирки ун чухне такам та илтнĕ, пĕлнĕ. Янаварсем Мияки районĕнчи спорт ăмăртăвĕсене анчах мар, ытти районтисене те хутшăннă. Пур çĕртре те тенĕ пек парнеллĕ вырăнсем йышăннă. «Ипподром» спорт клубĕ ятĕнчен Ĕпхÿ хулинчи ăмăртусене хутшăннă, Ника ятлă лаша Раççей шайĕнчи ăмăртура пĕрремĕш вырăн йышăннă. Спорт çитĕнĕвĕсен никĕсĕнче лаша юратакан Владимир Никитинпа унăн Юрийпе Сергей ывăлĕсен çăмăл мар ĕçĕ тăнине вара нумайăшĕ пĕлмен те пулĕ.
Хальхи вăхăтра Никитинсен ачисем Ĕпхÿ хулинче пурăнаççĕ. Кашнин хăйĕн ипотекăпа туяннă хваттер. Аслă Юрий ывăлĕ зоотехник-хурт-хăмăрçа вĕренсе тухнă, анчах та строитель пулса ĕçлет. Пушă вăхăтра ашшĕ патĕнче ялта хуртсемпе интересленет. Светлана кинĕ (Юрийĕн мăшăрĕ) ача садĕнче воспитатель пулса ĕçлет. Вĕсен икĕ ытармалла мар ывăл çитĕнет.
Иккĕмĕш ывăлĕ Сергей – çар çынни. Вăл тивĕçлĕ канура. Хĕç-пăшаллă вăйсен ретĕнче пулнă хыççăн Росгвардинче служба иртнĕ. Çар хирĕç тăрăвĕсен участникĕ шутланать. Тĕрлĕ патшалăх наградисене тивĕçнĕ. Çурçĕр Кавказри террористсене хирĕç кĕрешекен операцие хутшăннă. Юнна мăшăрĕ те ача садĕнче воспитатель пулса ĕçлет. Вĕсен икĕ ывăл та хĕр.
Надя хĕрĕпе Николай мăшăрĕ те Ĕпхÿ хулинче тымар янă. Надя та ача садĕнче тăрăшать. Вĕсен виçĕ ача: икĕ ывăл та пĕр хĕр.
Владимир Никитин 44 çул тăван колхозра вăй хунă. Вăл ĕçленĕ хушăра хуçалăха виçĕ хутчен çĕнĕлле йĕркеленĕ. Халĕ вăл «Нива» ял хуçалăх предприятийĕ шутланать. Тĕрлĕ йывăрлăхсем урлă иртме тÿр килнĕ пулин те Владимир Анатольевич хăйĕн тăван тăрăхне тата ĕçтешĕсене пăрахса телейне ют çĕртре шыраман, вăрăм укçа хыççăн тухса кайман. Тăван хуçалăхне шанчăклă юлнă. Халĕ те çулĕсене пăхмасăр, ертÿçĕсем ыйтнипе çурхи тата кĕрхи ĕççи вăхăтĕнче хуçалăха пулăшма тухать.
Ялта Владимир Анатольевича хисеплеççĕ. Ун патне час-часах юлташĕсем хăнана кĕреççĕ. Вăл пурне те хаваспах кĕтсе илет. Канмалли кунсемпе праçниксенче ачисем çемйисемпе килеççĕ. Пысăк пÿрт чĕрĕлсех каять. Картишĕнче ача-пăчан хаваслă кулли илтĕнет. Аслă ăрури Никитинсен сакăр мăнук. Çемье пĕрле пуçтарăнсан чăн-чăн уява çаврăнать. Ашшĕпе амăшĕн чĕрере те, пÿртре те пурин валли вырăн пур.
Хăй вăхăтĕнче ашшĕсĕр çитĕннĕ Володя пурне те тимлĕх уйăрма тăрăшать. Кашни ача ашшĕ-амăшĕн хÿттинче ÿстĕр тесе ĕмĕтленет.
Елена ВАЛИЕВА.
Мияки районĕ, Тимеш ялĕ.