Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Кун-çул каçалăкĕ
31 Октябрӗн 2023, 11:00

Мăн асаттен пурнăçĕ маншăн ырă тĕслĕх

Хисеплĕ вулакансем, сире «Çамрăк журналист» конкурса килнĕ хайлавпа паллашма сĕнетпĕр. Материал редакцие икĕ çул каяллах килнĕ пулсан та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатманнине пĕлтересшĕн.

Мăн асаттен пурнăçĕ маншăн ырă тĕслĕх
Мăн асаттен пурнăçĕ маншăн ырă тĕслĕх

Манӑн мӑн асаттен ачалӑх ҫулӗсем
Николай Никитин 1926 ҫулхи декабрь уйăхĕн 19-мӗшӗнче Авăркас районĕнчи Маньел ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ашшӗ Моисей Тарасович инвалидсен артелӗнче сутуҫӑ пулса ӗҫленӗ. Ҫемьере 4 ача пулнӑ. Йывӑр ҫулсем – Николай 4 ҫулта амӑшĕсӗр тӑрса юлнӑ. Ашшӗ тепре авланнӑ та çĕнĕ çемьере виҫӗ ача ҫуралнӑ. Пилӗк ачапа (иккӗшӗ вилнӗ) Моисей Тарасович 1930 ҫулта колхоза кӗнӗ. 1934-1938 ҫулсенче Николай Маньелӗнчи пуҫламӑш шкулта,1938-1942 ҫулсенче Меселпуҫӗнчи çичĕ ҫуллӑх пĕлÿ çуртĕнче вӗреннӗ хыҫҫӑн пӗр ҫул «Красный Восток» колхозра тӗрлӗ ӗҫре вăй хунă.
Вӑрҫӑ ҫулӗсем (1943-1948 çç.)
1943 ҫулхи ноябрь уйăхĕн 14-мӗшӗнче Николая Хӗрлӗ Ҫар ретне илнӗ. Вăл Инҫет Хӗвел тухӑҫĕнчи Приморский крайĕнчи Ворошилов хулинче (халӗ Уссурийск) тӑракан 405-мĕш артиллери полкӗнче связист-автоматчик тивĕçĕсене пурнăçланă. 1945 ҫулхи май уйӑхӗнчен пуҫласа Раздольный хулинче 393-мĕш дивизинче артиллери полкӗнче связист пулса службӑра тӑнӑ. Ворошилов хулинчен Корея чиккине Раздольныйне 500 çухрăм ҫуран утнӑ. Походри кухня юлса пынӑ, ҫурма выҫӑ пулсан та июлӗн 20-мӗшӗнче вӗсем Корея границине ҫитнӗ. Фронт линийӗ сакăр çухрăма тăсăлнă. 1945 ҫулхи август уйӑхӗнче питӗ шӑрӑх пулнӑ. Япони Совет Союзне хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫарса янӑ. Корейӑра та Манчжуринчи пекех наступлени операцийӗсем пуҫланнӑ. Связистсене ҫыхӑну тытма та, траншейӑсем чавма та, дзотсемпе блиндажсем тума та тӳр килнӗ. Совет Ҫарӗ мӗнпур фронт тӑршшӗпе наступленипе пынӑ. Вĕсен ҫулӗ ҫинче ҫунса пӗтнӗ Корея ялӗсем кӑна тӗл пулнӑ. Ҫыннисем самурайсенчен хӑраса вӑрмансене, тусем хушшине тарса пытаннӑ. 1946 ҫулта Николай Моисеевичсен чаҫне Пхеньянтан 60 çухрăмра тӑракан Тутсиг хулине ӑсатнӑ. Эшелонпа пынӑ чухне яппун диверсанчӗсем вĕсен поездне хирӗҫ йывӑр тиенӗ вагон янӑ. Ҫак чукун ҫул катастрофинче питӗ нумай вилнисемпе аманнисем пулнӑ. Николай та куҫне суранлатнă. Пхеньян хулинчи 11-мӗш вӑрҫӑ госпиталӗнче ӑна операци тунӑ. Малалла вӑл 1947 ҫулхи февраль уйӑхӗччен Демократиллӗ Корея Халӑх Республикинче 393-мӗш дивизин артиллери полкӗнче связист пулса хĕсметре тăнă. Дивизине салатса ярсан 1947 ҫулхи февралĕн 22-мӗшӗнче вӗсем Владивостока тинĕс тăрăх ҫитнӗ. 1948 ҫулта пирӗн ентеш «Японие ҫӗнтернӗшӗн» тата «КНРа ирӗке кӑларнӑшӑн» медальсемпе килне таврӑннӑ.
Мирлӗ ӗҫре
Тăван яла таврӑнсан Николай Моисеевич сентябрь уйӑхӗччен колхозра тӗрлӗ ӗҫре ӗҫленӗ. Сентябрьте ӑна Мичурин ячӗллĕ колхозӑн иккӗмӗш бригадин бригадирне суйласа лартнӑ. Пӗлӳ ҫитмен пирки 1952 ҫулхи ноябрьтен пуҫласа 1953 ҫулхи октябрьччен Авӑркасри пӗр ҫулхи патшалăх ял хуҫалӑх шкулӗнче полевода вӗренсе тухнă. Питӗ йывӑр пулнӑ, бригадӑна пурӗ 51 хуҫалӑх кĕнĕ, пур ӗҫе те пӗчӗк шалупа тата алӑ вӗҫҫӗн тунӑ. Ҫуркунне хирсене лашасемпе алнӑ, алӑпа акнӑ, кӗркунне ҫурлапа вырнӑ, тӑпачпа ҫапнӑ, ҫилпе сӑвӑрнӑ. 1965 ҫулта колхоз ӑна Алыпеевскинчи ветеринарсен ял хуҫалӑх шкулне вӗренме янӑ. Пĕлÿ илнĕ хыççăн каллех бригадир пулса ӗҫленӗ. Хӑйӗн ӗҫӗнче вӑл ҫӗнӗлӗхсемпе усӑ курнӑ, пысӑк тухӑҫлă тыр-пул акнӑ. Ҫапла ҫулсерен 2-мӗш бригада пысӑк тухӑҫа сахал тăкаксемпе туса илнӗ. 1955 ҫулта чăваш арĕ СССР ВДНХ куравĕнче пулса курнӑ. Николай Моисеевич «Ĕçри хастарлăхшăн» (1966 ҫ.), «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» (1967 ҫ.) медальсем, Ленин (1971 ҫ.), Октябрьти Революци (1974 ҫ.) орденĕсене тивĕçнĕ. 1976 ҫулхи декабрь уйăхĕн 23-мӗшӗнче вара пултаруллă çĕр ĕçченĕ иккӗмӗш хут Ленин орденне илнĕ. Ял хуҫалӑх культурисене пысӑк тухӑҫпа туса илнӗшӗн Николай Моисеевича ВДНХан Ылтӑн тата Кӗмӗл медалӗсемпе, СССРӑн тата ПАССРӑн Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Хисеп хучӗсемпе наградӑланӑ. Ял хуҫалӑх аталанӑвӗнчи пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн тата социализмла тивĕçсене пурнӑҫланӑшӑн 1981 ҫулхи февраль уйăхĕн 23-мӗшӗнче ӑна Ленин орденĕпе тата «Ҫурлапа мӑлатук» ылтӑн медальпе чысланă, Социализмла Ӗҫ Геройӗн ятне панӑ. 1985 ҫулта пенсие тухсан та вунӑ ҫул тӑршшӗ вӑл колхозри ветерансен Канашне ертсе пынӑ, колхозри ревкомисси членӗ пулнӑ.
Пӗтӗмлетӳ
Йӑх-несĕл тымарĕсене тăвансемпе пĕрле тӗпчерĕмӗр. Вĕсемпе калаҫнӑ чухне ҫемьесем пурте тенӗ пекех нумай ачаллӑ пулнине, манӑн мӑн асатте ҫӗре питӗ юратнине тата ун çинче хаваспах ӗҫленине пӗлтӗм. Малалла хамӑн йӑхӑн историне тепӗр йӑх-несĕл йӗрӗпе тĕпчеме хатӗрленетӗп.
Йывӑр вӑхӑтра санпа юнашар пулӑшма килекен тӑван-хурӑнташсем пулмалла. Манӑн ҫемье тӗслӗхӗ кирек мӗнле йывӑрлӑха та ҫӗнтерме пултарнине ӑнланса илтӗм. Мӑн асатте паттăр та ĕçчен пулнипе эпӗ питӗ савӑнатӑп!
Ҫапла вара, çын хăйĕн тымарĕсем ҫинчен пурнӑҫ вӗҫӗнче мар, пуҫламӑшӗнчех шухӑшламалла. Чи кирли вара – асаннесемпе кукамайсенчен мӗн пулса иртни ҫинчен ыйтса пӗлесси. Этем йӑхӗн историйӗ шӑпах аса илӳсенчен тăрать-çке.
Артем ИВАНОВ.
Авăркас районĕ, Меселпуç ялĕ.

Мăн асаттен пурнăçĕ маншăн ырă тĕслĕх
Мăн асаттен пурнăçĕ маншăн ырă тĕслĕх
Мăн асаттен пурнăçĕ маншăн ырă тĕслĕх
Мăн асаттен пурнăçĕ маншăн ырă тĕслĕх
Мăн асаттен пурнăçĕ маншăн ырă тĕслĕх
Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: