Людмила Андреевна пирĕн кăларăма мĕн тухма пуçланăранпах çырăнса илет, хаçатăн çĕнĕ номерĕ килессе чăтăмсăррăн кĕтет. Вуланă хыççăн вĕсене типтерлĕн çыхса пуçтарса хурать. Вăхăт иртнĕçемĕн татах кăлара-кăлара вулать. «Почтальон килсе хаçат парса хăварнă хыççăн аннен кăмăлĕ те уçăлса каять, вăй-халĕ те хутшăнать», – тет Тамара хĕрĕ.
Людмила Андреевна Авăркас районĕнчи Асавпуç ялĕнче 1939 çулхи декабрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Хĕр ача çулталăк çурăра чух Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланса кайнă. Ашшĕне вăрçăн малтанхи кунĕсенчех фронта илсе каяççĕ. Çапăçусенчен пĕринче йывăр аманса вăрах вăхăт госпитальте сипленнĕ хыççăн çапăçма юрăхсăр тесе килне яраççĕ. Анчах ĕнерхи салтак мирлĕ пурнăçпа, ачисемпе вăрах вăхăт хушши киленсе пурăнаймасть, суранĕсем шала кайнипе, сывлăхĕ хавшанипе пурнăçран çамрăклах уйрăлса каять. Çапла вара колхозра бригадир пулса ĕçлекен амăшне, Праскине, пĕчченех пилĕк ачине ура çине тăратма тÿр килнĕ. Праски питĕ пултаруллă та ĕçчен хĕрарăм пулнă. Алă ĕçне ăстаскер ачисене хăех тумтир çĕлесе, çыхса тăхăнтартнă. Хĕн пулсан та ĕне усрама пăрахман, çакă çемйине выçлăхран çăлса хăварнă та пулĕ.
Мĕн каламалли пур, вăрçă хыççăн пурнăç çăмăл пулман. Çавна май çемьере иккĕмĕш ача пулса çуралнă Людмила та 14 çул тултарсанах колхозра ĕçлеме пуçланă. Фермăра ĕнесем сунă-и, утă-улăм купаланă-и, уй-хирте кăшман çумланă-и, кирек ăçта та тÿрĕ кăмăлтан ĕçленĕ, кахалланман. Ун чухне паянхи пек техника та, технологи те пулман, пурне те алă вĕççĕн тума тÿр килнĕ.
Çамрăк çамрăках ĕнтĕ. Кăнтăрла тем пек ĕçлесе ывăнсан та каçсенче клуба, вăйăсене тухса чупнă, хăй пек çамрăксемпе хутшăннă. Кунтах юнашар урамра пурăнакан ăста гармонистпа Владимир Михайловпа çывăхрах паллашнă. Хăй вăхăчĕпе пĕр-пĕрне килĕштерекен икĕ çамрăк çемье çавăрнă. Туслă çемьере пилĕк ача, виçĕ хĕр те икĕ ывăл çитĕннĕ. Пушкăрт патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă Владимир Алексеевич вырăнти шкулта истори учителĕ пулса ĕçленĕ. Анчах инкек куçа курăнса килмест çав. Çемье пуçĕ йывăр чирпе чирлесе 51 çулта пурнăçран уйрăлса кайнă. Хĕн пулсан та Людмила Андреевна пурнăçра çухалса кайман. Ачисене тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Тĕпренчĕкĕсем ашшĕ-амăш пек ĕçчен те тăрăшуллă çынсем пулса çитĕннĕ. Ура çинче çирĕп тăраççĕ. Ырă кăмăллă та тимлĕ амăшне çуратнăшăн, юратнăшан чунтан тав тăваççĕ.
Паянхи кун кинеми тăван килĕнче кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать. Ĕмĕрне ĕçпе ирттернĕскер халĕ те пушă лармасть, алса-чăлха çыхать, вак-тĕвек ĕçсене пурнăçлать, хаçат- журнал вулать.
Тимлĕ пилĕк ача, пилĕк мăнукпа кĕçĕн мăнук. Çакă мар-и чăн-чăн телей?
Надежда РОДИОНОВА.
Авăркас районĕ, Асавпуç ялĕ.