Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Кун-çул каçалăкĕ
17 Кӑрлач , 09:15

Таптăр вăй-халу яланах хĕрÿ

«Урал сасси» хаçатăн 2023 çулхи ноябрь уйăхĕнчи номерĕсенчен пĕринче «Тăван тавралăх историне упрасси – сăваплă ĕç» статья кун çути курнăччĕ. Унта Пишпÿлек районĕнчи Мелеспуç ялĕн историйĕ, паллă çыннисем, Ф.Н. Вуколов ячĕллĕ музей йĕркеленсе кайни, унăн ĕçĕ-хĕлĕ пирки çырнăччĕ.

Таптăр вăй-халу  яланах хĕрÿ
Таптăр вăй-халу яланах хĕрÿ

Асăннă статья ахаль вулакансемшĕн те, таврапĕлÿпе интересленекенсемшĕн те питĕ усăллă. Анчах ум сăмахĕнче пĕр историллĕ дата тĕрĕс мар кайнине палăртас килет. Унта Ф.Н. Вуколовăн çуралнă кунĕ ноябрь уйăхĕн 18-мĕшĕ тесе çырнă. Чăнах та, тĕнче тетĕлĕнчи нумай çăлкуçра унăн çуралнă кунĕ ноябрь уйăхĕн 18-мĕшĕ тесе çырни тĕл пулать. Район, республика шайĕнчи стелăсем çинче те çак куна палăртнă, ăна халалланă мероприятисем те ноябрь уйăхĕнче иртнĕ. Писатель çĕр çул тултарнă тĕле Мелеспуç ялĕнчи шкул территорийĕнче асăну хăми уçнăччĕ. Унта ял Канаш, район администрацийĕсен пуçлăхĕсем, Пушкăртстанпа Чăваш Ен çыравçисем, сăмах ăстин çывăх тăванĕсем те пуçтарăнчĕç. Ун чухне те асăну хăми çине çырнă дата йăнăш кайнăччĕ.
Филипп Николаевичăн еткерне тĕпчеме пуçласан пĕр хутчен çеç мар архива çитсе килмелле пулчĕ. Çапла Ф.Н. Вуколов-Эрлик ячĕллĕ обществăлла музея уçиччен пĕр çул маларах (2011 ç.) Пушкăртстан Республикин наци архивĕ справка ярса пачĕ. Унпа килĕшÿллĕн Филипп Николаевич 1902 çулхи октябрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче Николай Вуколовичпа Акулина Николаевна Вуколовсен çемйинче çурални паллă. Ноябрь уйăхĕн 18-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ Филипп Вуколов вара Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк ял çынни пулнă. Асăннă справкăна илнĕренпе çыравçăн çуралнă кунне октябрь уйăхĕнче паллă тăватпăр.
Çыравçа халалланă музей обществăлла йĕркепе çеç ĕçлет пулин те унăн хастарĕсем Ф.Н. Вуколов-Эрликăн еткерне тĕпчес енĕпе сахал мар ĕç пурнăçлаççĕ. 2021 çулта музей Канашĕн пайташĕсен пуçарăвĕпе тата Филипп Николаевичăн Рафаэль Филиппович ывăлĕпе (шел пулин те, вăл иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче çут тĕнчерен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ) Геннадий Рафаэлевич мăнукĕ укçа-тенкĕ енчен пулăшнипе çыравçă хăй сывă чух кун çути кăтартса ĕлкĕреймен «Кăвак хуппи» историллĕ романĕ вулакан патне çитрĕ. Пичете музей Канашĕн пайташĕ Р.М. Павлов çыравçă хатĕрлерĕ. Асăннă кĕнекере революцичченхи Раççейре пурăнакан чăвашсен çăмăл мар шăпине, ахаль халăхăн йывăр та выçлă-тутлă пурнăçне, шухăш-кăмăлне çутатса панă. Паллах, ытти социаллă сийсене те пăрăнса иртмен. Çавăн пекех кĕнекере автор хăй тăван кĕтесне илемлĕ те пуян чĕлхепе сăнласа пани те пысăк вырăн йышăнать.
Çакна та палăртса хăварас килет. Филипп Николаевич питĕ нумай ĕçленĕ, çитес кун епле иртессине малтанах палăртса хунă. Хăйĕнчен хăй çирĕп ыйтакан çын пулнăранах çыравçăн кашни кунах пулас хайлавăн сыпăкĕсем çуралнă.
Çивĕч ăслă тата нумай енлĕ пултарулăхпа уйрăлса тăнă Ф.Н. Вуколов 1933 çулта Чăваш АССРĕн Çут ĕç комиссариачĕ çумĕнчи искусство секторĕн ертÿçи пулса ĕçленĕ. Шăпах çак çулсенче вăл литература ĕç-хĕлĕнче çирĕп утăмсем тунă. «Сунтал» журналта пĕрин хыççăн тепри вăл çырнă хайлавсем, драматурги, чăваш театрĕ пирки критика статйисем пичетленнĕ. Çав вăхăтрах вăл Петр Жаткин вырăс çыравçин «Уçтук» пьесине чăвашла куçарса кун çути кăтартнă. 1938 çулта ăна ЧР Писательсен союзĕн йышне илнĕ.
1935 çулта Филипп Николаевича Ĕпхÿри театрпа музыка училищине преподаватель пулса ĕçлеме куçараççĕ. Унта вăл театр уйрăмĕ йĕркелет.
Хресчен хуçалăхĕсен коллективизацийĕ хыççăн Пишпÿлек тата Толбазă ялĕсенче чăваш театрĕсем уçăлаççĕ. Филипп Николаевич ятарласа театр валли икĕ пьеса çырать. Пĕри 1938 çулта Чăваш АССРĕн премине илме тивĕçнĕ. Çав çул Филипп Николаевич Яков Ухсая пушкăрт халăх поэчĕпе Мустай Каримпа паллаштарнипе те асра юлнă.
1939 çулта ăна контракт тăрăх пĕр çула Пишпÿлек ялне драма театрĕн директорĕ, пултарулăх ертÿçи пулса ĕçлеме яраççĕ. Ф.Н. Вуколовăн вĕренекенĕ Яковлев аса илнĕ тăрăх, вăл ертсе пыракан Пишпÿлекри драма театрĕ икĕ хутчен Авăркас районĕнче гастрольте пулнă, Н.Гоголĕн «Авлану», Ф.Павловăн «Ялта» драмисене кăтартнă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çыравçă иккĕмĕш Украина фрончĕн 33-мĕш дивизийĕнче тăшмана хирĕç пăшалпа та, перопа та кĕрешнĕ, совет салтакĕсен кăмăл-туйăмне çĕкленĕ.
Вăрçă хыççăн Пушкăрт академи драма театрĕ çумĕнчи театр студийĕнче преподаватель, Халăх пултарулăх çуртĕнче методист-консультант пулса ĕçленĕ, Пушкăртстанри радиокомитет çумĕнче чăвашла передачăсем йĕркелесе ертсе пынă, «Советская Башкирия» хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕ шутланнă.
1948 çулта Филипп Николаевича Пушкăрт АССРĕн Çут ĕç министерстви Пелепей районне вĕрентÿ ĕçне ярать. Çÿлерех асăннă районти Этĕл шкул архивĕнче Пушкăртстанри Писательсен союзĕн правленийĕ ятĕнчен çырнă, унăн председателĕ алă пуснă çыру упранать. Çырура чăваш çыравçине Ф.Н. Вуколова пурăнма тата пултарулăх анинче тухăçлă ĕçлеме кирлĕ пек çурт-йĕр условийĕсем туса пама ыйтнă.
Филипп Николаевич Этĕл шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература учителĕ пулса ĕçленĕ. Этĕл, Ярмулай, Çирĕклĕ ялĕсенче пурăнакан ватă çынсемпе тĕл пулса легендăсем, авалхи халапсемпе юрăсем çыра-çыра илнĕ, асăннă ялсен историйĕсемпе интересленнĕ, вăхăт тупса архивсенче те ĕçленĕ.
Кăткăс ĕçе вĕçне-хĕрне çитернĕ хыççăн 1966 çулта «Телей шыракансем» историллĕ повесть пичетленсе тухнă. Унăн тиражĕ – тăхăр пин экземпляр. Кĕнекене асăннă ялсен 200 çулхи юбилейĕсене халалланă.
Пирĕн музейра Филипп Вуколов пĕр ял çынни, Пушкăртстанри тĕрлĕ хуласемпе районсенче прокурор пулса ĕçленĕ Илья Викторович патне «Телей шыракансем» повесть пирки çырнă çыру та упранать.
«Хисеплĕ Илья Викторович! Хĕрÿллĕ тăванла салам! Чăвашлах çырас терĕм-ха. Пиччепе Петюк темиçе хутчен астутарнăран, хамра икĕ кĕнеке çеç юлчĕ пулин те пĕрне сан патна яма шут тытрăм. Мĕн тăвассу пур. Тăван тăванĕн сăмахне итлесех пулать çав. Çитменнине кĕнекине 9000 экземпляр кăларчĕç пулин те самантрах илсе пĕтерчĕ çав халăх. Сăмахран, Пелепей районне çеç 400 кĕнекене яхăн янăччĕ Шупашкартисем. Икĕ уйăх хушшинчех пĕр кĕнеке те юлмарĕ магазинсенче. Тепĕр енчен Пушкăрт Республикинчи нумай районсене яман та-ха ăна. А между тем пирĕн Пушкăрт Республикинче çеç 120 пине яхăн чăваш халăхĕ пурăнать пулас. Çĕпĕрте мĕн чухлĕ чăваш. Чăваш Республикисĕр пуçне Ульяновск, Куйбышев, Эрĕнпур, Саратов облаçĕсенче, Тутарстан Республикинче. Волгоградпа Астрахань облаçĕсенче. Совет Союзĕнчи мĕнпур хуласенче тенĕ пек чăвашсем пурах. Çавăнпа манăн 9000 кĕнеке мĕнпур чăваш халăхĕшĕн ытла сахал пулчĕ. Вăл… капля в море тесен те юрать пулмалла! Çавăнпа ку кĕнекене ЧăвашГосиздат умĕнче иккĕмĕш хут кăларас ыйтăва тăратсан та ытлашши пулмасть пулĕ тетĕп эпĕ, хисеплĕ Илья тăванăм. Ку ыйту хамран килмест ĕнтĕ вара. Вăл халăхпа ыйтнинчен килет. Ытти чĕлхепе кăларасси те çав-çавах. Ăна пушкăрт тата вырăс чĕлхисене куçарасси пирки те калаçаççĕ Ĕпхÿре...»
2006 çулта повеçри ялсен 240 çулхи юбилейĕ тĕлне ПР Журналистсен союзĕн членĕ, Этĕл ялĕнче çуралса ÿснĕ Марина Прохорова сăмах ăсти повесть тăрăх «Телей шыракансем» поэма çырса кăларнă.
Музей Канашĕн пуçарăвĕпе 2022 çулта ялта Ф.Н. Вуколовăн 120 çулхи юбилейне йĕркелерĕмĕр. Пирĕн мероприяти хăйне евĕр усăллă иртрĕ тесе шутлатăп. Музей уçни те 12 çул пулать. Унăн аталанăвĕ, паянхи лару-тăрăвĕ çинчен калас пулсан ыйтăвĕсем çителĕклех. Музей ĕмĕчĕсем пурнăçа кĕрсе пыччăр. Вăрăм пултăр санăн ĕмĕрÿ. Таптăр вăй-халу яланах хĕрÿ, телейпе кăна-çке çуталтăр кун-çулу.
Марина НИКОЛАЕВА, обществăлла музей ертÿçи.
Пишпÿлек районĕ, Мелеспуç ялĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: