Нина Михайловна – хăйне евĕрлĕ пулăм, чăвашсен хальхи вăхăтри драма искусствин чи çÿллĕ шайĕ, чĕрĕ легенди. Çак кунсенче шпагат ларнă Праски кинемипе (спектакльти сăнар) телефонпа çыхăнма май килчĕ. Репетицисем нумай вăхăт йышăнаççĕ пулсан та уçă кăмăллă Нина Михайловна пирĕн ыйтусем çине хаваспах хуравлама килĕшрĕ.
– Нина Михайловна, эсир хăçан тата ăçта çуралнă? Ачалăхăр ăçта иртрĕ?
– Эпĕ 1940 çулхи июнь уйăхĕн 8-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Пысăк Енкасси ялĕнче çуралнă. Вырăнти шкулта 10 класс пĕлĕвĕ илнĕ. Атте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хучĕ. Вăл вилнĕ пулсан та аттесĕр ÿсмен. Йышлă çемьере çитĕннĕ. Эпĕ улттăра чухне анне 4 ачаллă фронтовикпа пĕрлешрĕ. Вăл 94 çула çитсе пурнăçран уйрăлчĕ. Ачалăхăмăр ытти ял ачисенни пекех иртрĕ.
– Артист çулне мĕнле майпа суйласа илтĕр-ха? Аçăрпа аннĕр çакна епле йышăнчĕç?
– Вунă класс вĕренсе пĕтернĕ тĕле вăтам шкул алăкĕ çине артиста вĕренес текен хĕрсемпе каччăсене конкурса хутшăнма йыхравлакан пĕлтерĕве асăрхарăм. Вĕсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн тĕрĕсленĕ хыççăн Шупашкара конкурса пыма тивĕçнисен списокне çакса хучĕç. Унта манăн хушамат та пурччĕ. Асăрхаттарса конкурса хутшăнакансен хăйсенпе пĕрле паспорт пулмалла тесе çырнăччĕ. Ун чухне атте колхозра председатель пулса ĕçлетчĕ. Ăна тем пек ÿкĕтлесен те вăл алла паспорт пама килĕшмерĕ. «Вĕренме кĕрсен çеç парăп», – терĕ. Ним тума та çук, ытти хĕр-каччăсемпе Шупашкара çул тытрăм. Телее, паспортсăрах конкурса хутшăнма ирĕк пачĕç, ун витĕр ăнăçлă тухрăм. Çапла 1956 çулта Мускаври ГИТИСа, чăваш артисчĕсем хатĕрлекен чăваш студине, вĕренме кĕтĕм.
Вăл вăхăтра, уйрăмах ялсенче, артист профессийĕ хисепре пулман. «Вĕсем чикансем пек ялтан-яла çÿреççĕ» тесе калатчĕç. Тен, çавăнпа мана паспорт пама килĕшмен те пулĕ.
– Артист карьери хăçан тата ăçта пуçланчĕ?
– 1961 çул. Мускавран пĕлÿ илсе таврăннă çамрăк артистсене Чăваш академи драма театрне ĕçлеме вырнаçтарчĕç. Манăн пултарулăх çулĕ ытти артистăнни пек тĕп, пысăк рольсенчен мар, сăмахсăр е эпизодри сăнарсенчен пуçланчĕ. Пултарулăхпа ăсталăх шайĕ ÿснĕ май режиссерсем спектакльсенчи тĕп рольсене шанса пачĕç. Çак таранччен 100 ытла сăнар калăплама тÿр килчĕ. Чее те тÿрĕ чунлă, çăмăлттай та ăслă, хĕрÿллĕ те лăпкă, хитре те сăнсăр, юратма пĕлекен тата хаяр пикесемпе хĕрарăмсем, ăслă кинемейсем – акă, манăн сăнарсем. Çапла сцена çине тухнăранпа 63 çул çитрĕ.
– Эсир калăпланă сăнарсенчен хăшĕсем ытларах асра юлчĕç?
– Уильям Шекспирăн «Вун иккĕмĕш каç» («Двенадцатая ночь») камитĕнчи Виола сăнарĕ. Кунта юрату çулăмĕ хыпса илнĕ вăтанчăк хĕре выляма тÿр килчĕ. Куикли Миссис («Ашкăнчăк инкесем» («Виндзорские проказницы»), У.Шекспир), Надежда Монахова («Аркатакансем» («Варвары»), М.Горький), Тарье («Сывпуллашу» («Прощание с матерой»), Мария («Деньги для Марии», В.Распутин), Анукка («Хурлăхлă хурама сасси» («Голос печального вяза»), Д.Гордеев), Сетнер амăшĕ («Нарспи», К.Иванов) сăнарĕсене калăплама тÿр килнĕшĕн питĕ савăнатăп.
Ытти сăнарсене те чунтан тăрăшса вылянă. Сăмахран, А.Чебановăн «Праски инке хĕр парать» тата «Праски кинемей мăнукне авлантарать» спектакльсенчи Праски рольне 36 çул вылярăм: 20 çул Праски инке пултăм, 16 çул – Праски кинеми.
– Сирĕншĕн театр мĕн вăл?
– Театр вăл – манăн пурнăç, иккĕмĕш кил. Килтен ĕçе каяс килет, куракансемпе тĕл пулас килет. Вĕсен чунне кĕрсе кăшт та пулин пурнăçа лайăхрах пурăнса ирттерме пулăшас килет. Залра ларакансене савăнăçпа лайăх туйăм та парнелетĕп, хам вара тĕрлĕ хускану туса ÿт-пĕвĕме, кĕлеткене йĕркере тытатăп. Сăмах май, 80 çулта юлашки хут шпагат лартăм.
– Пушкăртстана мĕнле кăмăлпа килетĕр?
– Пушкăртстана килме питĕ хавас. Эпĕ унта темиçе хутчен пулнă. Слакпуç çĕрĕ çине те çитнĕ. Сăмахран, Ĕпхÿре Арсений Тарасовăн «Куккуклă сехет» пьеси тăрăх спектакль лартнăччĕ. Хальхинче мана А.Тарасовăн «Туя туй пек тăвар-и?» комедире курма пулĕ. Ăна эпир Ĕпхÿри тата Çтерлĕри театрсенче лартăпăр.
Пушкăртстан тесен, çакна каласа хăварасшăн. Мускавра вĕреннĕ чух актер факультетĕнче вырăс курсĕсем пурччĕ, юнашар – наци курсĕсем. Унта кашни çул тĕрлĕ наци ачисем пĕлÿ илетчĕç. Пиртен икĕ çул маларах пушкăрт ачисем вĕренме кĕнĕ пулнă. Вĕсемпе питĕ туслă пурăнтăмăр. Маншăн вĕсенчен чи палли, чи çывăххи СССР тата РСФСР Халăх артисчĕ Гюлли Мубарякова пулчĕ. Унпа вăл пурнăçран уйрăлса кайиччен çыхăну тытрăмăр. Гюлли Мубарякова – тĕлĕнмелле чаплă артист. Пушкăртстана ун вил тăприйĕ çине çитсе курас ĕмĕтпе те çула тухатăп.
– Эсир телейлĕ пулнине эпир те куратпăр-пĕлетпĕр.
– Ку чăн та çапла. Эпĕ пурнăçа телейлĕ пурăнса ирттеретĕп. Чи пахи – мăшăр та (СССР халăх артисчĕ, К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн илемлĕх ертÿçи Валерий Яковлев), эпĕ те пĕр ĕçре ĕçленинче, пĕр-пĕрне ăнланнинче. Çакă, уйрăмах, театр ĕçĕнче питĕ кирлĕ. Валерий Николаевичпа икĕ ывăл çитĕнтертĕмĕр. Икĕ мăнук пурри те савăнтарать. Куракансем юратнине туйса, вĕсем хавхалантарнипе телейлĕ пурăнатăп.
– Нина Михайловна, тавах вăхăт тупса пирĕнпе калаçнăшăн. Гастрольсем тухăçлă та ăнăçлă иртмелле пулччăр. Куракансен йышĕ савăнтартăр!
Ирида НОВИКОВА калаçнă.