Çамрăклăх çулĕсем унăн 1941-1945 çулхи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсене лекнĕ. Унсăр пуçне фронтсенче хăйсен тăванĕсемпе çывăх çыннисене çухатнă аслă ÿсĕмри çынсен чĕрисенче Украинăри паянхи пулăмсем, икĕ çул ытла пыракан ятарлă çар операцийĕ, хурлăхпа ырату туйăмĕ çуратаççĕ.
– Пирĕн атте, Демьян Емельянович, 1944 çулхине Псков облаçĕнчи Ляды салине фашистсенчен ирĕке кăларнă вăхăтра вилнĕ пирки пĕлтерекен хута илнĕ чух эпĕ, вун улттăри каччă, колхозра бухгалтер пулса ĕçлеттĕм. Икĕ çул маларах аслă Алексей пичче вăрçă хирĕнче пуçне хуни çинчен хыпар килнĕччĕ. Вăрçă пуçланиччен пичче Пелепей хулинчи педагогика училищинчен вĕренсе тухса Çирĕклĕ ялĕнчи çичĕ класлă шкулăн директорĕ пулса ĕçлетчĕ. Атте вара колхозра бригадирта вăй хуратчĕ. Аннепе, Домна Семеновнапа, пилĕк ачана пурнăç парнеленĕ. Эпĕ виççĕмĕш ача пулса çуралнă, – аса илет Александр Демьянович. – Халĕ вара мĕн пулса иртет? Украина çĕрĕ çинче 12 миллион вырăс çынни пурăнать. Пиччĕшĕ пиччĕшне вĕлерет.
Социализма çĕнĕ капитализм улăштарнă хыççăн пысăк çухатусем пулнине юбиляр цифрăсемпе тата пулăмсемпе çирĕплетсе парать. Вăл пĕтĕмĕшле 35 çул ертÿçĕ пулса ĕçленĕ: М.Горький ячĕллĕ колхоз председателĕн тата «Новомихайловский» совхоз директорĕн лавĕсене туртнă. Икĕ хуçалăха та парăмсем çуккипе кăна мар, тупăш кăтартăвĕ çулсерен 1,5 миллион тенкĕ пулнипе миллионерсен шутне кăларнă. Пăслăкра колхозниксен шучĕ 1 100 çынпа танлашнă, Михайловкăра – 800 çын. Ĕçчен те ăста ертÿçĕ тăрăшнипе виçĕ вăтам шкул, ултă лавкка, колхозпа совхоз ĕçченĕсем валли 60 тÿлевсĕр хваттер хăпартнă. Вăл ĕçленĕ юлашки çулсенче совхозра 110 трактор, 67 автомобиль, 55 комбайн, 3 500 пуç мăйракаллă шултра выльăх, 3 500 сысна тата 300 лаша пулнă. Çулсерен ял ĕçченĕсен çемйисенче вăтăра яхăн ача çуралнă.
– Вăрăм ĕмĕрлĕ пулнине çакăн пек ăнлантарса пама пултаратăп: чи пĕлтерĕшли – мана лайăх арăм лекни. Манăн чĕрен иккĕмĕш çурри вăл – 40 çул педагог пулса ĕçленĕ Галина Петровна. Шел, 2021 çулта вăл пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Эпир 66 çул пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнтăмăр. Икĕ ывăлпа хĕре тивĕçлĕ воспитани тата аслă пĕлÿ патăмăр. Лариса юнашар пурăнать, Вадимпа Алексей – Ижевскпа Ĕпхÿ хулисенче. Мана пилĕк мăнук тата çичĕ кĕçĕн мăнук пурри савăнтарать. Вĕсем пурте ÿссе çитĕннĕ, хăйсем çемье çавăрнă.
Вăрăм ĕмĕрĕн иккĕмĕш сăлтавĕ – мĕн ачаран хурт-хăмăр ĕçĕпе интересленни. Пĕлтĕр кĕркунне çеç 60 вĕллерен тăракан утара сутрăм. Ывăннине сисе пуçларăм – кăткăс ĕç вăл. Савăтран хатĕр пыла кашăкпа ăсса илсе çуласа çиме кăна çăмăл. Ăна сĕтел çине илсе çитерес тесен питĕ нумай ĕçлемелле. Ирхи çичĕ сехетре тăратăп, выç хырăмла ăшă çăл шывĕ тултарнă стакана пĕр кашăк пыл ярса ĕçетĕп. Çур сехет зарядка тăватăп. Хура тул пăтти котлетпа çиме юрататăп. Унта шăнтнă тата мясорубка витĕр кăларнă палан, хăмла çырли, хурлăхан, мăйăр яратăп. Утар тăрăх çуран çÿретĕп.
Манăн хам тунă, тĕрĕслев витĕр иртнĕ, яланах ĕçлекен прибор пур. 1977 çулта эпĕ Куйбышев (халĕ Самара) хулинче йĕркеленĕ Пĕтĕм союзри хурт-хăмăрçăсен семинарне хутшăннăччĕ. Кута ют çĕршыв çыннисем те килнĕччĕ. Çулĕсемпе манран самай аслă китай çынни чăматанĕнчен асăннă медицина хатĕрне кăларчĕ. Вăл эбонит пластинка (сарлакăшĕ – 10 см, вăрăмăшĕ – 50 см) пулчĕ. Ăна çăм пусмапа сăтăрмалла. Электризаци хыççăн вунă хутчен пит çумĕпе ирттермелле. Çакăн пек тусан шăнса пăсăлас хăрушлăх çук, гриппа та чирлеместĕн. Енчен те сире юн пусăмĕ тертлентерет пулсан, пластинкăна çăм пусмапа сăтăрнă хыççăн çурăм çийĕпе вунă хутчен ирттермелле. Юн пусăмĕ 30 единицăна анать, – хăйĕн вăрттăнлăхне уçса пачĕ юбиляр.
Электросиплев процедури иртнĕ тата Александр Демьяновичпа ăшшăн калаçнă, сăн ÿкерчĕксене пăхса тухнă, наградăсемпе тата Хисеп хучĕсемпе паллашнă хыççăн кăмăлĕпе уçă çын тăхăр теçеткерен иртнине пĕртте ĕненес килмест. Сăнĕпе те, чунĕпе те вăл – çамрăк. Районта пичетленекен «Светлый путь» хаçата куçлăхсăр, пĕр йĕркине хăвармасăр вулать, телевизорпа хыпарсем пăхать, поселокра иртекен митингпа пухусене хастар хутшăнать. Вăл унчченхи пекех юратма, пăшăрханма, пурнăçпа савăнма пĕлет.
Александр Демьяновичăн пухмачĕнче çак наградăсене курма пулчĕ: Октябрьти Революци, Хисеп, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсем тата медальсем. Вăл – Пишпÿлек районĕн хисеплĕ çынни, М.Горький ячĕллĕ колхозăн Хисеплĕ пайташĕ. Ăна «Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ» кăкăр çине çакмалли паллăпа та наградăланă.
Владимир СМОЛОВ.
Пишпÿлек районĕ,
Михайловка ялĕ.